Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници текех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнмӗ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Халӗ унта 60 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун хыҫҫӑн пульница алӑкӗ кӑшӑлвируспа чирлисемшӗн хупӑнӗ.
Аса илтерер: пульницӑра чирлисем валли 275 койка пулнӑ. Халӗ специалистсем урӑх ыйту пирки шутлаҫҫӗ: тӗп корпуса унчченхи режимпа ӗҫлеме тавӑрмалла-и? Йӑлтах ҫитес эрнере мӗн чухлӗ чирлисем пулнинчен килӗ.
Халӗ республикӑра 10 ковид-госпиталь ӗҫлет. Вӗсенче пӗтӗмпе 1195 койка пур. Сипленекенсем вара 1 пинрен сахалрах.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вырсарникун, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗн ертӳҫин Галина Моисеевна Скворцовӑн юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Уяв 15 сехетре пуҫланӗ.
Куракансене «Амӑшӗ мӗнле, хӗрӗ те ҫапла» спектакль кӑтартӗҫ. Трагикамитре ҫивӗч ыйтӑва – ашшӗ-амӑшӗпе ачисен хутшӑнӑвне – хускатнӑ. Каччӑн ҫемйинче – ырӑ, пулӑшма хатӗр ҫынсем. Хӗрӗн ҫемйи вара укҫашӑн тем тума та хатӗр.
Спектакль сценарисчӗ тата режиссерӗ – уяв хуҫи хӑй, Галина Скворцова.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн инспекторӗсем мотоциклпа патруле тухма пуҫлӗҫ. Инспекци валли «BMW» мотоцикла 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех туяннӑ. Анчах унпа усӑ курман. Сӑлтавӗ ӗҫченсене вӗрентнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Викто Шметков ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсене мотоциклпа ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине тата тепӗр 1 е 2 мотоцикл килсе ҫитмелле. Мотовзводшӑн инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марат Михайлов яваплӑ пулӗ.
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ.
«Атӑлҫинчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс кӑҫал Шупашкарта иртӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне округи регионсенчи 14 ҫемье хутшӑнӗ. Унта икӗ е ытларах ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсемпе паллаштарӗҫ. Хӑйсемпе кӑна та мар, тӑван тӑрӑх ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, пултарулӑхне кӑтартса парӗҫ.
Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене 160 ҫын килсе ҫитмелле. Хальхи вӑхӑтра республикӑн муниципалитечӗсенче конкурса хутшӑнма тивӗҫ ҫемьесене палӑртӗҫ.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ.
Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 480 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пурнӑҫ парнеленӗ тесен те йӑнӑш мар. Нумаях пулмасть вӗсене амӑшӗпе киле янӑ.
Халӗ ача 2320 грамм таять ӗнтӗ. Вӑл сывах, хастар. Амӑшӗ куншӑн савӑнать. «Манӑн хӗр – чӑн-чӑн паттӑр, кашни кун пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Ӑна пӗрремӗш хут курсан мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ, вӑл пурӑнма вӑй тупнӑ вӗт, кашни кун мана кӗтнӗ», - тенӗ хӗрарӑм. Хӗрача – ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Аслӑ аппӑшӗсем пур.
Палӑртмалла: пепкелӗх центрӗнче кашни ҫулах 1 килограмран сахалрах ҫуралнӑ 40 яхӑн ачана вӑй илтерсе киле яраҫҫӗ.
Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнче вырнаҫнӑ Ехрем хуҫа ҫуртне юсӗҫ. Халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеме уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 3 миллион те 82 пин тенкӗ. Конкурса ултӑ уйӑхра ирттерсе ӗлкӗрмелле. Объектӑн историпе культура экспертизине тӑвассине те палӑртса хӑварнӑ.
Ефремов купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Асӑннӑ ҫуртра 1919 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫ ҫыннисем умӗнче Надежда Крупская тухса калаҫнӑ.
Ҫурта 1884 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи малтан Прокопий Ефремов пулнӑ, кайран – унӑн ывӑлӗ Сергей. Революци хыҫҫӑн унта РКП (б) Шупашкарти уес комитечӗ, Халӑх ҫурчӗ, Шупашкар ӗҫтӑвкомӗ, НКВД, патшалӑх политика управленийӗ, хӑрушсӑрлӑх комитечӗ, В.И. Ленин музейӗ, 1991 ҫултанпа Чӑваш наци музейӗ вырнаҫнӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Енре килсӗр чӗрчунсене тытма, вӗсене пӑхма хыснаран 6 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Шупашкарта – 332, Канашра – 136, Ҫӗмӗрлере – 38, Тӑвай районӗнче – 9, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 8, Канаш районӗнче 32 чӗрчуна тытнӑ.
Пӗр чӗрчуна тытмашкӑн 6093,7 тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал хыснаран уйӑракан укҫа виҫине пысӑклатма палӑртнӑ, 8,9 миллион тенке ҫитересшӗн.
Килсӗр чӗрчунсене курсан вырӑнти администрацие кайса заявка ҫырмалла. Вӗсем вара чӗрчунсене тытакан организаципе килӗшӳ тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть, пушӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫапкланчӑк йытӑ хӗрарӑма тапӑнса уринчен вӑйлах ҫыртса илнӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ-мӗн.
Ҫав ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ячӗпе такам кредит илесшӗн имӗш. Ку ӗҫе банкра ӗҫлекен ҫынсемех, усал шухӑшлисем, тӑвасшӑн-мӗн.
Укҫа-тенке сыхласа хӑварас тесе арҫынна нухрата хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ку ҫапла тунӑ та. Анчах ҫакна пурнӑҫличчен кредит учрежденийӗсенче кивҫенсем илнӗ.
Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни темиҫе кунра ултавҫа 6 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. «1 миллион тенки хамӑнччӗ, 5 миллионӗ – кивҫен илни», - тенӗ арҫын йӗрке хуралҫисене. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |