Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Германирен велосипедпа килсе ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.08.2023 19:33 | 1968 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Альфред Мэр. t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Альфред Мэр. t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ене Германири пенсионер велосипедпа килсе ҫитнӗ.

74 ҫулти Альфред Мэр велосипедпа тӗнче тӑрӑх пуҫласа 10 ҫул каялла, пенси ҫулне ҫитсен, тухса кайнӑ. Унччен арҫын шкулта ӗҫ тата физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ.

Велосипедпа Германи арҫынни Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Аляскӑра, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑсенче пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче арҫын Питӗре ҫитнӗ. Унтан Мускава, Чулхулана ҫул тытнӑ, «Ылтӑн ункӑ» туризм маршручӗпе ҫаврӑннӑ, Хусан хыҫҫӑн Шупашкара килнӗ. Тӑван тӑрӑхне вӑл Турци урлӑ каясшӑн.

«Кун пек уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӗршыва курман эпӗ. Кунта хама килти пекех туятӑп темелле. Ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ. Паянхи лару-тӑрура вӗсем ҫавӑн пек пулни мана тӗлӗнтерет», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ.

#ҫулҫӳрев, #Германи, #Хусан, #Чулхула, #Мускав, #Шупашкар, #ваттисем, #Турци, #ҫул-йӗр, #туризм

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/1765
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1734.06.1786
2023.09.04 20:55
"Золотое кольцо" тенине "Ылтăн çĕрĕ" тесе куçарнă. Мĕнле тăн çитернĕ-ши?
2023.09.04 20:59
Аçтахар Плотников
Аха, пултараҫҫӗ. Ылтӑн ункӑ-ха ӗнтӗ вӑл… Юсатӑп. Тавах систернӗшӗн!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем