Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑн
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑн

Паян ирхине Шупашкарта Промтрактор савучӗ патӗнче троллейбус ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер.

Транспорт ҫуннине иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ. Ӑна пӑхсан троллейбус тӑрри ҫунни курӑнать.

Сӑмах май, кӑҫал троллейбус ҫуннӑ тӗслӗх татах пулнӑччӗ. 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ. Кӑшт каярах ҫак маршрут ҫинчи тепӗр транспортра ҫулӑм тухнӑччӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ.

Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать.

Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне 2,5 миллион тенкӗсӗр хӑварнӑ. Вӗсем ӑна патшалӑхран компенсаци паратпӑр тесе улталанӑ.

Ултавҫӑсене вӑл кӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшаять – ҫапла суйнӑ 38 ҫулти хӗрарӑма. Вӗсем хӑйсемпе Тӗп банк тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма укҫи-тенкине сыхласа хӑварма сӗннӗ – нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн.

Хӗрарӑм Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе займ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83800
 

Республикӑра

Вӗсен ячӗсем пӗр пекрех янӑраҫҫӗ: «Макфа» тата «Вакма» Анчах пӗри – Мускаври паллӑ компани, тепри - Шупашкарти хапрӑк.

Шупашкарти предприяти паллӑ брендпа кӑларакан макарон ячӗпе усӑ курас тенӗ-ши – хӑйсем туса кӑларакан продукци валли ҫавнашкалтарах тӗс, ят суйланӑ.

Икӗ фирма тахҫантанпах ҫапӑҫаҫҫӗ. 2020 ҫулта Шупашкарти хапрӑк автор прависене пӑснӑшӑн судра выляса янӑ. Кӑҫал «Макфа» ӑна каллех суда панӑ, тавар паллине хӳтӗлесе 5 миллион тенкӗ саплаштарма ыйтнӑ.

Мӗнпе вӗҫленнӗ ку ӗҫ? Икӗ ен мирлешнӗ, ӑна ЧР Арбитраж сучӗ ҫирӗплетнӗ. Компенсаци виҫине пӗчӗклетнӗ: 1,5 миллион тенкӗ хӑварнӑ. «Вакмӑн» ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗччен парса татмалла.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Унччен Шупашкар хула администрацийӗ Граждан урамӗнчи ҫула раштавӑн 25-мӗшӗччен уҫассине пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑ, ахӑртнех, чӑна ҫаврӑнать.

Граждан урамӗнче асфальт сарнӑ. Хальлӗхе – икӗ сий. Виҫҫӗмӗш сийне ҫитес ҫул сарӗҫ. Урамра ҫутӑ пур, каҫхине специалистсем троллейбуссен линине сыпӑнтараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра бордюр хураҫҫӗ, тепӗр 700 метр юлнӑ. Ливневкӑсене те кӗҫех туса пӗтерӗҫ.

Ҫитес ҫул виҫҫӗмӗш сий асфальт сарнисӗр пуҫне тротуар тӑвӗҫ.

 

Хулара
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче ҫул-йӗр службисене урамри юра тасатма кансӗрлесе ларакан машинӑсене штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен пай специалисчӗсем, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тата Гараж хуҫалӑхӗсене тӑвассипе тата тытса тӑрассипе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.

Гладков тата Строительсен урамӗсенче яланах машинӑсем йышлӑ-мӗн тата унти кварталсенче ҫулсем ансӑр, ҫавна май автомобильсем юр тасатакансене кансӗрлеҫҫӗ. Лартма юраман вырӑнта ларакан 4 машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Хулара
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 12 класс карантина хупӑннӑ. Ку – 5 шкулта. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пуҫлӑхӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ.

Юлашки темиҫе кунра шкулсенче чирлекенсем нумайланнӑ. Ачасем ОРВИпе, гриппа аптӑраҫҫӗ. Ҫавна пула 5 шкулти 12 класа карантина хупма тивнӗ. Хальлӗхе ача пахчисем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-11-мӗшӗсенче Шупашкарта 8014 ҫын ОРВИпе чирленӗ.

 

Хулара
detkisuper.ru сайтри сӑн
detkisuper.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Вӑл – ача ячӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Ярасвет тесе чӗнеҫҫӗ.

Ку – арҫын ача ячӗ. Вӑл славян чӗлхинчен кӗнӗ, «Яросвет» «Ярила ҫути /хӗвел/» тенине пӗлтерет.

Палӑртмалла: кӑҫал Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче пӗр арҫын ачана кӑна Ярасвет ят хунӑ.

 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи педагог телевӑйӑсенчен пӗринче ҫӗнтернӗ.

«Мир» телеканалпа каҫсерен кӑтартакан «Игра в кино» кӑларӑма Шупашкарти Александра Иванова хутшӑннӑ. Унта вӑл ҫӗнтерме пултарнӑ. Александра Иванова хӑш шкулта ӗҫленине пӗлеймерӗмӗр, пӗр предложенирен тӑракан кӗске хыпарта ун пирки палӑртса хӑварман.

2019 ҫулта асӑннӑ вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти Марина Лебедева хутшӑннӑ. Вӑл унта 47 пин тенкӗ выляса илнӗ. Маринӑпа ун чухне Сергей ятлӑ йӗрке хуралҫи тата Елена ятлӑ фитнес-тренер тупӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/7220
 

Чӑваш чӗлхи
anisijaignateva.ru сӑнӳкерчӗкӗ
anisijaignateva.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттернӗ.

Олимпиадӑна 5-11 классенче вӗренекен 679 ача хутшӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, интернет-олимпиадӑна ҫулсерен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Муркаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен шкул ачисем хастар хутшӑнаҫҫӗ», — хыпарланӑ институтра.

Интернет-олимпиадӑн тӗллевӗ — ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси, шкул ачисене чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси.

 

Страницӑсем: 1 ... 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, [167], 168, 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй