Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Малышева кӑларӑмӗнче сухан нимри пӗҫерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 03.03.2014 21:15 | 1631 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» кӑларӑмра «Наци тӗпелӗ тата ҫимӗҫӗ» рубрикӑра чӑвашсен Мускаври ентешлӗхӗн элчисене кӑтартнӑ. Кӑларӑма Ҫӗнӗ ҫул умӗнех ӳкернӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма паян эфира кӑларнӑ.

Пирӗн халӑхӑмӑр ушкӑнӗ «Каҫайрап-и, каҫаймасп-и — каҫӑ хурса парӑр-ха», — тесе юрласа, чӑваш ялавне йӑтса ҫӑкӑрпа тухрӗ, чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Ҫӑкӑра Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ Ольга Ванеева пӗҫернӗ. Ялава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Волков тата Ираида Карпова йӑтса тухрӗҫ. Чӑвашсем сухан нимри пӗҫерме вӗрентрӗҫ.

Хӑнасене кӑларӑма ертсе пыракансем пурне те кӑмӑлтан йышӑнчӗҫ. Ҫапах та Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Владимир Стеклов полковника уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннӑн туйӑнчӗ. Стеклов ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнине, унта вӑл пиллӗкмӗш пулнине каласа кӑтартрӗ. Мандрыка ячӗллӗ ҫар госпиталӗнче кардиологра ӗҫленине пӗлсен кӑларӑма ертсе пыракан Елена Малышева «Атьӑр-ха эп сире ыталам», — тесе ыталаса илчӗ. Аритмолог тесен Елена Малышева хӑйӗнпе пӗрле кӑларӑма ертсе пыракан Герман Гандельман кардиолога «Герман Шаевич, аритмолог», — тесен Гандельман эпӗ те ыталам-ха тесе ыталарӗ.

Елена Малышева чӑвашсене Мускавра, вырӑс халӑх культурипе юнашар пурӑнса тӑван чӗлхене манманнишӗн ырларӗ.

#чӑвашлӑх, #Мускав, #телекӑларӑмсем, #Хӗрлӗ Чутай, #КАнаш районӗ, #Чарпуҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем