Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧЧЛ

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ пирки эпир сире уйӑхсеренех пӗлтерсе тӑратпӑр. Акӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та ҫитрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 600 пинрен ирттернӗ! Апла-тӑк, ӗҫ малалла шӑвать!

Паллах, 600 пин тени ҫак ӗҫ вӗҫленсе пынине пӗлтермест — миллион мӑшӑр тӑвиччен тата нумай вӑй хумалла-ха! Анчах кашни ҫакнашкал утӑм вӑл пире эпир палӑртнӑ тӗллев патне ҫитерсе пырать.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине тултарас енӗпе ӗҫлекен хастарсен йышӗ хальхи вӑхӑтра ҫак хайлавсемпе ӗҫлет: Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ», Владимир Арсеньевӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫри ҫутҫанталӑка сӑнласа паракан «Тайгари тӗлпулусем» калавсен пуххи, Евгений Герасимовӑн «Щорс» повеҫӗ тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ку вӑхӑтра эпир Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнекипе тата Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» хайлавӗпе ӗҫлеме тытӑнса.

Чипер сывӑ пулсан ҫулталӑк вӗҫӗччен мӑшӑрсен йышне 640 пине ҫитерме планлатпӑр. Ытти пирки вара куҫ курӗ унта.

Сӑмах май, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатас кӑмӑл пур пулсан, 4276750027671261 карточка ҫине (Сбербанк) укҫа-тенкӗ куҫарма пултаратӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн авӑн уйӑхӗнчи ӗҫне тишкернӗ май эпир ӑна пӗтӗмлетсе «кахаллантӑмӑр» тесе хак панӑччӗ. Ку уйӑх та ҫавнашкалах вӗҫленме пултарӗччӗ, ҫавах та, иртнӗ уйӑхринчен ытларах тума мехел ҫитертӗмӗр-ҫитертӗмӗрех. Авӑнра пирӗн пурӗ те 24 пин те 192 мӑшӑр хатӗрленчӗ, ҫавна май ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнишӗн эпир пӑшӑрхантӑмӑр. Шел те, юпа уйӑхӗнчи ӗҫ те ытла мала каяймарӗ — иртнӗ уйӑхра эпир пурӗ 24 пин те 332 мӑшӑр ҫеҫ хатӗрлерӗмӗр.

Паллах, авӑн уйӑхӗпе танлаштарас пулсан, нумайрах. Анчах ҫавах кашни уйӑхрах тенӗ пек 30 пин ытла тунӑ хыҫҫӑн ку кӑтарту пире тивӗҫтерсех каймасть. Ҫавах та сӑлтавӗсем те ҫук мар. Пӗрре вӑл Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» хайлавпа нумай ҫӑрӑлни (ҫавна май вӑл ытти кӗнекесемпе ӗҫлессине чарса лартрӗ), тепре Виктор Гюгон «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫул» романӗ йывӑррӑн мӑшӑрланни. Унсӑр пуҫне «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ӗҫри патшалӑхпа граждан обществин институчӗн вырӑнӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хатӗрленесси те вӑхӑта илчӗ. Унта эпир Александр Антоновпа иксӗмӗр те тухса калаҫрӑмӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Чӑваш чӗлхи

Авӑн уйӑхӗ иртнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра вара унӑн ӗҫӗ ытлашшиех нумая куҫман, пурӗ те 24 пин ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума ӗлкӗрнӗ. Сӑлтавӗсене илес пулсан вара ҫаксене палӑртма пулать: йывӑртарах кӗнекесем, ытти ӗҫсем кансӗрлени. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхине авӑн уйӑхӗнче эпир рекорд тума пултарнӑччӗ — ҫурла уйӑхӗнче 21 пин мӑшӑр хатӗрленӗ пулсан, авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла.

Авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӳпҫере Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни», Петр Павленкон «Телей», Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем», Виктор Гюгон «Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул» хайлавӗсем мӑшӑрланчӗҫ. Малалла мара Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» (пичет пахалӑхӗ япӑх пулнӑран унпа ӗҫлесси вӑраха тӑсӑлса кайрӗ-ха) тата ытти хайлавсемпе ӗҫлеме палӑртнӑ.

Малтанхи кӑтартусемпе танлаштарнӑ май ҫакна палӑртма пулать: халь пирӗн 1 846 текст (+21), 615 107 пуплевӗш (+24 633). Сӑмахсен йышӗ 6 471 015-пе (+231 659) танлашать.

 

Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗ, ҫавна май пӗтӗмпе 45 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Хӗрӳ ӗҫ харама каймарӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ ҫур миллион урлӑ каҫрӗ. Уйӑха эпир 535 200 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла май пурӗ 45 пин те 146 мӑшӑр тунӑ пулать. Рекорд таран кӑшт кӑна ҫитеймерӗ — кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче эпир 45 595 мӑшӑр тусаччӗ, ҫавах та ун хыҫҫӑн ку иккӗмӗш кӑтарту. Виҫҫӗмӗш вырӑнта халь иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗ тӑрать — ун чухне эпир 44 пин те 371 мӑшӑр хатӗрленӗ.

Кун чухлӗ мӑшӑр тума пире Максим Горкийӗн «Амӑшӗ», Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ», Антонина Голубевӑн «Уржум ачи», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» хайлавӗсем тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Малалла вара эпир Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни» романпа, Ванда Василевскаян «Асамат кӗперӗ» повеҫпе, Петр Павленкон «Телей» романӗпе, Геннадий Фишӑн «Кимас кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫӗпе ӗҫлесшӗн. Паллах, ыттисем те пулӗҫ. Черетре тата темиҫе теҫетке хайлав тӑрать.

Иртнӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ май ҫак кӑтартусене палӑртма пулать: текстсем йышӗ 1 825 (+18), пуплевӗшсен йышӗ 590 474 (+43 651), сӑмахсен йышӗ 6 239 356 (+397 330) калӑпӑшпа танлашрӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтерӗшлӗ виҫе урлӑ каҫрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 500 пин ытла хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, нейронлӑ меслетпе тивӗҫлӗ шайри куҫаруҫӑ тӑвас тесен сахалран те пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, пӗтӗмӗшле палӑртнӑ кӑтарту ҫеҫ пулин те эпир ҫак виҫен ҫурри урлӑ иртрӗмӗр-иртрӗмерех!

Мӑшӑрсем хатӗрлеме ҫӑмӑлах мар. Ҫак ӗҫе тӑваттӑн-пиллӗкӗн кӳленсе эпир уйӑхне 35-40 пин мӑшӑр тӑватпӑр. Вӑтамран пӗр кӗнекерен 5 пин мӑшӑр тухать: эпир кӗнекене сканерлатпӑр, саспаллатпӑр (ӳкерчӗкри саспаллисене Finereader программӑпа палласа илетпӗр), текстри йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ун хыҫҫӑн вара тӗнче тетелӗнче вырӑсла текста шыраса тупса пуплевӗшсене мӑшӑрласа тухатпӑр. Мӑшӑрлассине алӑпа тӑватпӑр — капла пирӗн мӑшӑрсен пахалӑхӗ самай ӳсет. Ҫак ӗҫе автоматизацилеме май паракан программӑсем те пур, анчах вӗсемпе ӗҫлес тесен чӑрмавсем чылай сиксе тухаҫҫӗ: пӗр енчен мӑшӑрлав ӗҫӗнче йӑнӑшсем каяҫҫӗ, тепӗр енчен чӑвашлипе вырӑсла текстсем пӗрешкел марри час-часах тӗл пулкалать. Калӑпӑр, Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑнне», Семен Бабаевскийӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» пирӗн тӑлмачсем ҫак хайлавсене улӑштариччен куҫарнӑ пулнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи

Ҫурла уйӑхне каҫнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫитӗнӳсене илес пулсан — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче мӑшӑрсен йышӗ 490 пине ҫитрӗ (+35 009). Тепӗр май каласан, 500 пин мӑшӑрччен нумаях юлмарӗ! Эпир малтанах палӑртса хунӑччӗ: ку кӑтартӑва ҫурмиллиона ҫитернӗ хыҫҫӑн вӗсене Яндекса парӑпӑр, ҫапла май Яндекс.Тӑлмачри куҫару тата та лайӑхланмалла.

Сӑмах май, эпир хамӑрӑн тӑлмача та, http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑскерне, ҫӗнетрӗмӗр. Халӗ вӑл 400 пин мӑшӑр ҫинче вӗрентнипе ӗҫлет. Маларах чӑвашла-вырӑсла моделе ҫӗнетсеччӗ, икӗ кун каялла вара вырӑсла-чӑвашлине ҫӗнӗлле вӗрентрӗмӗр. Енчен те унччен BLEU кӑтарту 32,54 пулнӑ пулсан, хальхинче ӑна 33,8 таран хӑпартрӑмӑр (малалла ӑна хӑпартма питӗ йывӑр. Калӑпӑр, тепӗр ҫавӑн чухлех ӳстерех тесен, сахалран та пӗр 200 пин мӑшӑр хатӗрлемелле (халь эпир +150К хушрӑмӑр)...).

Иртнӗ уйӑхра эпир Владимир Короленкон «Чӗлхесӗр» калавне, Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» повеҫне, Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» повеҫне, Михаил Алексеевӑн «Ҫӑкӑртан Асли ҫук» хайлавне тата ыттисене мӑшӑрларӑмӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ уйӑхра, ҫӗртмере, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн пайташӗсем пурӗ 35 пин те 149 мӑшӑр хатӗрленӗ. Ку кӑтарту иртнӗ уйӑхринчен пӗчӗкрех пулин те (ҫу уйӑхӗнче 37 пин ытла турӑмӑр) ҫавах та сахалах мар. Тем тесен те хальхи вӑхӑтра пирӗн 455 пин мӑшӑр пур теме май пур.

Иртнӗ уйӑхра пирӗн корпус ҫак хайлавсемпе пуянланчӗ: Жюль Вернӑн «Грант капитан ачисемпе» (сӑмах май тӗнче тетелӗнче вырӑсла куҫару темиҫе те пур, пире вара вӑрҫӑччен тухни кирлӗччӗ — тавах Турра, ӑна тупма пултартӑмӑр, ҫавна май мӑшӑрлас ӗҫ хӑвӑрт пулчӗ), Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнипе», тата ытти хайлавсемпе. Унсӑр пуҫне тепӗр пысӑк ӗҫ те тӑвайрӑмӑр: тинех хамӑрӑн тӑлмачӑн серверне йӗркелесе ҫитерме май тупрӑмӑр. Ку ӗҫ валли, паллах, тӑкакланма та тиврӗ — 60 пин патнелле пӗтертӗмӗр. Халӗ вара вӑл пирӗн Rizen3800X процессорпа, 32 гигабайт асӑмпа ӗҫлет.

Малалли тӗллевсем те пирӗн пысӑках. Сӑмахран, хамӑрӑн куҫаруҫӑна бета-версине ҫитересси, хальхи уйӑхра та иртнӗ уйӑхринчен сахалтарах мар мӑшӑр тӑвасси. Кун валли пӗтӗмпех пур пирӗн: черетре Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени», Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» хайлавӗсем тӑраҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Чӑваш чӗлхи

Кӑшӑлвирус алхасма пуҫланине пула килте ларма тивнӗ чухне эпир «Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту пуҫартӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Пурӗ ҫичӗ куҫару ярса пачӗҫ (ярса панӑ вӑхӑтпа):

• Алексей Леонтьев — «Мунчара» (В бане);

• Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя);

• Алина Иванова — «Тӑван кӗтесре» (В родном углу);

• Светлана Трофимова — «Кӳршӗсем» (Соседи);

• Альбина Кыран — «75000»;

• Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (Из воспоминаний идеалиста);

• Ишук Тавраш — «Кӑшкӑру палли» (Восклицательный знак).

Хаклав ӗҫне тӑваттӑн хутшӑнтӑмӑр: Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Валери Туркай тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников.

Пурин хаклавне те пӗрлештернӗ хыҫҫӑн малти вырӑна ҫак куҫарусем тухрӗҫ:

1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр);

2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе);

3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе).

Хаклавпа туллин кунта паллашма пулать.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

«Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ:

• 75000;

• Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста);

• Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак);

• Кӳршӗсем (Соседи);

• Мунчара (В бане);

• Тӑван кӗтесре (В родном углу);

• Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя).

Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников.

Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Акӑ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫу уйӑхӗнчи ӗҫне те хак пама вӑхӑт ҫитрӗ. Пысӑках ҫитӗнӳсем тума май килмерӗ пулин те иртнӗ уйӑхри кӑтартуран иртме май килчӗ-килчех. Иртнӗ уйӑхра пирӗн лаборатори пурӗ 37 014 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ.

Тен, ку кӑтарту пысӑкрах та пулӗ пулӗччӗ, анчах та кӑшӑлвирус ӗҫлеме чӑрмантарни ҫав-ҫавах пирӗн ӗҫре те палӑрчӗ. Ҫавах та, наци вулавӑшӗ ӗҫлеменнине пула кӗнекесем тупма йывӑрланчӗ пулин те эпир вӗсене тупкаларӑмӑр — ҫапла май кӑтартусем те пӗчӗкех пулмарӗҫ.

Кӑшӑлвируса пула каннӑ вӑхӑтра пирӗн алла ытларах енӗпе Аркадий Гайдарпа Иван Тургенев хайлавӗсем лекрӗҫ. Аркадий Петрович хӑйӗн повеҫӗсене сыпӑксем ҫине пайлама юратманни пирӗн ӗҫе кӑшт йывӑрлатрӗ ҫав: калӑпӑшлӑ хайлавсене мӑшӑрлама ҫӑмӑлах мар. Ҫавах та ку ӗҫе эпир турӑмӑрах — «Параппанҫӑ кун-ҫулӗ», «Тимурпа унӑн команди» паянхи куна илсен мӑшӑрланнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Вӑрҫӑ секречӗ» мӑшӑрланать (унта 3 пин ытла пуплевӗш).

Наци вулавӑшӗ майӗпен ӗҫлеме пуҫланине кура эпир те ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пирӗн умра халь Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» тата «Тӑвӑлпа ҫуралнисем» хайлавӗсем, Иван Тургеневӑн «Умӗн» тата «Ҫурхи шывсем» кӗнекисем выртаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем