Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ чӳк уйӑхӗнче 37 пин ытла мӑшӑр хатӗрленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2020 11:43 | 1074 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр!

Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем.

Яланхи пекех уйӑха пӗтӗмлетсе ытти кӑтартусен ӳсӗмне те илсе паратпӑр: текстсен йышӗ халь пирӗн 1 962 (+67), корпусри пуплевӗшсен йышӗ — 681 302 (+34 634), сӑмахсен йышӗ — 7 097 163 (+319 868). Ҫапла, халь пирӗн корпусра 7 миллион сӑмах ытла! Анчах ку пирӗн ӗҫӗн вӗҫӗ мар-ха. Чӑн-чӑн корпусра 20 миллионран кая мар пулмалла теҫҫӗ, ун чухне кӑна вӑл чӗлхен лексикине туллин кӑтартӗ.

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем