Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче регистрациленнӗ хӗрарӑм 18 ҫул тултарман 4 ачишӗн алимент тӳлемен. 2017 ҫултанпа парӑм 400 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ.
Регистрациленнӗ вырӑнта ҫак хӗрарӑм пурӑнман, ҫавӑнпа ӑна приставсем шырама тытӑннӑ. 40 ҫултискере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, Муркаш районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Ҫак хӗрарӑмпа суд приставӗсем калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ачисем пирки пӗр сӑмах та ыйтса пӗлмен. Ӑна Чулхулари фермӑра юлнӑ ӗнесем кӑна пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл унта дояркӑра ӗҫленӗ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, суд ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн алимент тӳлемен амӑшне административлӑ майпа 10 талӑклӑха арестленӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Шупашкарти аэропорта ҫулсерен субсиди уйӑрнине пӗлтерет. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 2,5 хут нумайрах пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла майпа ун чух 5,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кӗмӗл Шупашкартан Ӗпхӗве тата Шупашкартан Питӗре каякан авиарейссен хакне чакарма кайнӑ. Кӑҫал 22,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал Шупашкара Росавиаци субсиди уйӑрмассине пӗлтернӗ.
2019 ҫулта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене ҫӳреме 60 ытла рейспа ҫӳреме субсиди парӗҫ. Списока Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 10 хула лекнӗ: Саранск (5 рейс), Хусан (18 рейс), Бугульма (5 рейс), Ӗпхӳ (9 рейс), Чулхула (6 рейс), Пермь (10 рейс), Ӗрӗнпур (3 рейс), Чӗмпӗр (1 рейс), Киров (1 рейс), Самара (10 рейс).
Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла.
Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн.
Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ.
Шупашкар хӗрӗ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята тивӗҫнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Йышра Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пулнӑччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер илемлӗ гимнастика енӗпе виҫӗ хут тӗнче чемпионкипе тӗлпулнӑ.
Республика ертӳҫи Чӑваш ҫӗрӗн пултаруллӑ спортсменкине ахаль туман — асӑнмалӑх парне панӑ. Ӑна вӑл алла ҫыхмалли наци элемӗллӗ сехет тата Тав хучӗ тыттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Евгения Леванован пӗрремӗш тренерне Ирина Штайнера та хавхалантарнӑ.
Ҫак вырсарникун Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленчӗ. Унта Раҫҫей команди чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ турӗ. Ҫӗнсе илме май пур сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшӗ Раҫҫей пикисене тивӗҫрӗ. Унсӑр пуҫне икӗ кӗмӗл, виҫӗ бронза медаль лекрӗ вӗсене.
Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пур.
Пике илемлӗ гимнастикӑна тӑватӑ ҫулта ура ярса пуснӑ. Малтанласа ӑна ҫак ӑсталӑха Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикин пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер хӑнӑхтарнӑ. 12 ҫулта Евгения Чулхулари олимп резервӗн училищине вӗренме кӗнӗ. Пӗлтӗр вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине лекнӗ, Ирина Винер-Усманова тренер патӗнче пултарулӑха туптать.
Командӑра Шупашкар хӗрӗ тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл виҫӗ мечӗклӗ тата икӗ скакалкӑллӑ ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.
Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.
Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.
«Диссернет» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн диссертацийӗн 40 проценчӗ хӑйӗн мар иккен. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки» ) кӑларӑм хыпарланӑ.
«Диссернет» пӗрлӗх эксперчӗсем Алексей Ладыковӑн диссертацине тӗрӗсленӗ те текстӑн 40 проценчӗ ют ҫыннӑн иккенне палӑртнӑ. Аса илтерер, Алексей Олегович экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне тивӗҫмешкӗн 20о4 ҫулта диссертаци ҫырса пӗтернӗ, диссертацие вӑл Чулхулари менеджментпа бизнес институчӗн диссертаци канашӗнче хӳтӗленӗ. «Исследование структурно-отраслевых изменений в региональной экономической системе» диссертацие ҫырнӑ чухне унӑн ертӳҫи И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Анатолий Яковлев пулнӑ. Алексей Ладыковӑн наука ӗҫӗнче экспертсем Валерий Смирновӑн 2003 ҫулта пичетленнӗ «Повышение конкурентоспособности региона в условиях трансформирующейся экономики: на примере Чувашской Республики» статйинчи сыпӑксене асӑрханӑ.
Ӗнер Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Приказа РФ Юстици министерстви ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ведомствӑн республикӑри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе Ольга Никоновӑпа РФ Юстици министерствин Чулхула облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Быстревский Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Сергей Быстровский Ольга Никонова пирки ӑслӑ-тӑнлӑ специалист тесе каланӑ. Чӑваш Енри управлени пуҫлӑхӗ яваплӑха аван пӗлнине те вӑл палӑртнӑ.
Ольга Никонова Чӑваш Енӗн юстици органӗсенче 8 ҫул ӗҫленӗ, РФ юстици органӗсен тытӑмӗнче — 7 ҫул ытла. Хӑйӗн карьерине вӑл чи пӗчӗк должноҫрен пуҫланӑ, ӗҫе хӑнӑхса пырса картлашка хыҫҫӑн картлашка ҫине хӑпарса пынӑ.
Шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Питӗрти чӑвашсен пӗр ушкӑнӗ унти Пески районӗнчи Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчи кӗлле хутшӑннӑ. Ҫав кун ваттисен праҫникӗ пулчӗ.
Питӗр чӑвашӗсем Сергий ҫар ҫыннине (сӑмах чӑвашсенчен пуҫласа Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Сергей Николаевич Бутяков пирки пырать) халалласа литурги, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ чӑвашсен ҫар ҫыннисен ячӗпе панихида иртнӗ.
Питӗрти чӑвашсем кӗлле пынӑ чиркӗве 1781—1787 ҫулсенче П.Е. Егоров архитектор классицизм мелӗпе тунӑ. 1934 ҫулта чиркӗве сирпӗтсе янӑ.
Петр Егоров Чулхула кӗпӗрнийӗнчи Етӗрне уесӗнче 1731 ҫулта ҫуралнӑ.
Питӗрти чӑвашсем халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӳре халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ӑна малтанхи евӗр сӑн кӗртесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |