Раҫҫей регионсен аталанӑвӗн министерстви халӑх кӑмӑллакан Раҫҫей хулисене палӑртас тӗллевсемпе ятарлӑ танлашӑм (рейтинг) ирттернӗ. Ведомство тӗтелӗнче рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсен мала тухнӑ 50 хулан списокне кӑтартса панӑ. Шупашкар хули рейтингра 49-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ иккен.
Мала тухнӑ пилӗк хула шутне Мускав, Питӗр, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр, Екатеренбург тата Ростов-на-Дону. Ултӑмӗш вырӑна вара политикӑна инвестицилле ертсе пыракан Хусан хули тивӗҫнӗ.
Чи илертӳллӗ хуласене палӑртас ӗҫе 2012–2013 ҫулсенче, 164 хула хушшинче ирттернӗ. Темиҫе учреждени сӗнӗвӗсемпе усӑ курнӑ: Раҫҫей инженер союзӗ, Госсторой, Роспотребнадзор тата М. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ.
Республика тӗп хулин халӑхӗ Шупашкар ытти хуласенчен самай аяларах вырӑнта пулнишӗн пӑшӑрханать пулсан, чулхуласем вара 10-мӗш вырӑнтисен шутне лекейменнишӗн куллянаҫҫӗ.
Хулара пурӑнакансем хушшинче 64% лайӑх ӗҫ тупасишӗн Шупашкартан тухса кайма хатӗр имӗш. Кун ҫинчен HeadHunter компанийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ирттернӗ рейтингран паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен 24,16% Мускава пурӑнма, ӗҫлеме кайма хирӗҫ мар. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей тӗп хулинче ӗҫпе аталанма та майсем пур, шалу укҫи те самай пысӑк. Иккемӗшпе виҫҫемӗш вырӑна вара Шупашкар ҫыннисем Питӗрпе (9,10% ) Хусана (6,49%) хулисене суйланӑ.
Республикӑн тӗп хуламӑрӑн ҫыннисен шучӗпе ӗҫ вырӑнӗ Чулхулара (4,29%), Йошкар-Олара (1,04%) е Самарта (0,83%) лайӑхрах пулнине шанакансен йышӗ те пӗчӗк мар. Ҫиччӗмӗш вырӑнта Сочи вырнаҫнӑ, ун проценчӗ — 0,8%, саккӑрмӗш вырӑн Чӗмпӗр хулин — 0,7%. Рейтинг кӑтартӑвӗсене Екатеринбургпа (0,63%) Краснодар (0,58%) вӗҫлеҫҫӗ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Чулхулана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем хӑнана килӗҫ — вӗсем кунта пӗрремӗш хут чӑвашла спектакль лартса парӗҫ.
«Юратсан юрлас килет» икӗ пайлӑ камита курма Железнодорожниксен культура керменне ҫитмелле пулӗ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Билет хакӗ: 250–500 тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли карас номерӗ: 8-906-36-76-785.
Камит авторӗ — Василий Леканов, режиссёр — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андиян Павлов, илемлетекенӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Юрий Матросов, спектакле лартакан ӳнерҫӗ — СССР халӑх артисчӗ, РФ тата ЧР патшалах премийӗн лауриачӗ В.Н. Яковлев.
Чулхулара музей пур — Щелоковски хутӑрта вырнаҫнӑ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен кил-ҫурчӗсене унта курма пулать. Чулхула облаҫӗн пӗчӗк ӗҫе пулӑшу кӳрекен тата аталанма пулӑшакан, усӑ куракансеме услугӑсен пасарӗн министрӗ Денис Лабуза пӗлтернӗ тӑрӑх музейри ҫуртсен пӗр пайне Бор районне куҫарма палӑртнӑ — унта халӑх ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑх ялне (выр. фольклорно-этническая деревня) йӗркелесшӗн иккен.
Нумай пулмасть Чулхулапа Бор хушшинче вӗрен-ҫула хута яни пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Министр каланӑ тӑрӑх унпа ярӑнакансем Бора ҫитнӗ май кунта нимӗнле кӑсӑк та ҫуккипе аптараҫҫӗ иккен. Унсӑр пуҫне ҫул енӗпе япӑх пулнӑран Щелоковски хутӑрти музее ҫитме йывӑр. Ҫӗнӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртсен тӳрех икӗ мулкача тытма пулать иккен — Борта та кану йӗркеленӗ, музейпа та халӑх ытларах паллашӗ.
Халӑх шухӑшӗпе вара ҫуртсене куҫарассин сӑлтавӗ ытларах Щелоковски хутӑрти ҫӗре пушатассипе ҫыхӑннӑ — вӑл хулан чаплӑ пайӗнче вырнаҫнӑ-ҫке. Чӑн та, ҫитме ҫулӗ япӑх пулсан, тен ҫулне тусан вырӑнлӑрах пулӗччӗ? Йӳнӗрех те ларӗ.
Тепӗр сӑмах хамӑр республика пирки. Чулхуласем этнопарка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ, пирӗннисем хӑҫан ку ӗҫе пуҫарӑнасси паллӑ та мар.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулхулара эрне хушши «Атӑл манӑн чӗрене юхса кӗрет» ятпа ташӑ фестивалӗ иртрӗ. Ӑмӑрту хаклавҫисем те хахальлисем мар — Мускавпа Петӗртен килнисем те пур. Пурте — ташӑ енӗпе ҫӗршыв шайӗнче палӑрнӑ ӑстасем. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» кану керменӗнче вырнаҫнӑ «Экситон» ташӑ ушкӑнӗ те фестивале хутшӑнчӗ, ун чысне Валентина Лиховедпа Сергей Улицкий хӳтӗлерӗ.
Ачасене темиҫе ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ирина Лиховед вӗрентет. Ташӑ енӗпе малти вырӑна йышӑнас тесен пайтах тертленме тивет иккен. Паянхи вырӑна улӑхиччен Валентинӑпа Сергей иртнӗ ҫулсенчи ӑмӑртусенче чи аялти картлашкасенчен пуҫланӑ, вӑхӑт та вӑй та шеллемесӗр тӑрӑшнӑ, малтан мала туртӑннӑ. Чӑнах та ӗнтӗ, Атӑл тӑрӑхӗнчи пур хуларан пуҫтарӑннӑ ташӑ ӑстисене ҫӗнсе иккӗмӗш вырӑна тухма кашниех пултараймасть пулӗ.
Паянтан пуҫласа Чулхулапа Бор хулисене ҫыхӑнтаракан вӗрен-ҫул хута кайӗ. Пӗрремӗш хут каретка ҫула Бор хулинчен 14 сехет ҫурӑра тухӗ, Чулхуларан — 15 сехетре.
Вӗрен-ҫул хута яма хатӗрри пирки ӗнер паллӑ пулнӑ — ӗҫлеме пуҫлассине темиҫе хут куҫарнӑ хыҫҫӑн тинех пур нормӑсене тивӗҫтерни пирки ҫирӗплетсе пама пултарнӑ. Паллах, кӑткӑс хатӗр вӑл — Атӑл урлӑ карнӑ вӗрен тӑршшех ҫухрӑм патнелле. Ӑстасем калашле кӑсӑклӑх енӗпе купашкал проект Раҫҫейре те, тӗнчере ту ҫук.
Хакӗ пирки калас пулсан — пӗр енне 50 тенкӗ кирлӗ пулать.
Ӗнер, ҫурлан 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Чулхулари мероприятие, Федерацин Атӑлҫи округӗн территорийӗнче экстремизмпа кӗрешес ыйтусене сӳтсе явма хутшӑннӑ. Федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен субьектсен ертӳҫисемпе вырӑна тухса йӗркеленӗ ларӑва шалти ӗҫсен министрӗ — Ведомствӑсен экстремизмпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссӗйӗн председателӗ Рашид Нургалиев ирттернӗ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вӗрентӳ сферин, вӑй тытӑмӗсен тата тӗрлӗ конфесси представителӗсем экстремизм сӗмлӗхӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗрӗслес тӗлӗшпе хӑйсен сӗнӗвӗсене панӑ. Право хуралӗн органӗсен, Раҫҫейӗн шалти ӗҫсен министрӗн шухӑшӗпе, Интернетри информаципе уйрӑмах тимлӗ ӗҫлемеллине, мӗншӗн тесен экстремизма ҫывӑх шухӑшсенчен нумайӑшӗ шӑпах ҫак сеть урлӑ сарӑлать.
Ӗлӗкренпе чӑваш ака-сухана пӗтернӗ хыҫҫӑн Акатуя тухнӑ — ҫурхи ӗҫсем вӗҫленине уявланӑ. Ку уява халӗ те ирттереҫҫӗ, вӑл шутра аякри чӑвашсем те!
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче (июнӗн 20-мӗшӗнче) Акатуй Чулхулара янрӗ! Пуҫламӑшӗ — кӑнтӑрла, 12 сехетре! Юлташсем, хӑнасем, хаклӑ ҫыннӑмсем — Акатуя уявлама, сире пурне те, чӗнетпӗр авалхи хулана, Чулхулана!
Уяв 1-мӗш май ячӗллӗ паркра (Чкаловский метропа юнашар, Канавино районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ. Тӑванӑрсене, юлташӑрсене чӗнме ан манӑр!
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Чулхулара И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа меропряти иртрӗ. Халӑх пухӑвне Чулхула облаҫӗн чӑваш культура тӗплӗхӗн ертӳҫи Анатолий Петрович Ефимов уҫрӗ — пӗрлӗх ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ, паян пухӑннӑ кун сӑлтавӗ пирки каласа пачӗ. Малалла Линда Лашневская сӑмах илчӗ — вӑл Иван Яковлевич Яковлев кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн доклад турӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх историйӗпе те паллаштарчӗҫ — А.П. Ефимов, Сӑкӑт Ванькки сӑвӑҫ чӑвашсем ӑҫтан тухнӑ, мӑн асаттесемпе асаттесем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Мероприятине Чӑваш Ен ҫӗрӗнчен ятарласа икӗ ушкӑн килчӗ — Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӑр Ен» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ тата «Мерчен» ятлӑ юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ. Икӗ ушкӑн пухӑннӑ ҫынсене халӑх юррисемпе паллаштарчӗҫ.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри халӑхсен пӗрлехи туслӑхӗн ҫуртӗнче (Островский урамӗ, 23 ҫурт) К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑслӑлӑхпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетра пуҫланать. Ӑна Тутарстанри чӑваш халӑхпа култура автономийӗ йӗркелет. Пултарулӑх каҫӗнче поэмӑн тутарла куҫарӑвӗн презентацийӗ иртӗ. Куҫараканӗ — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис.
Ҫавӑн пекех ытти хуласенче те ун йышши мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, кӗҫех (раштавӑн 13-мӗшӗнче) Чулхулара «Нарспи» пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |