
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ.
Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.
Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ.
Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи, педагогӗ Игорь Елин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Игорь Валентинович 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Афганистанра ҫарта тӑнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ.
Игорь Елинпа ыран 10 сехетре Шупашкарта Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗнче сывпуллашӗҫ.

Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа нумай функциллӗ центр директорӗн тивӗҫӗсене Михаил Анисимов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер: унччен вӑл, 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Маларах министр ҫумӗн должноҫӗнче ӗҫленӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ Михаил Анисимова должноҫре ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вӑл ку пукана официаллӑ майпа йышӑннӑ. Михаил Владимирович И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна математика тата информатикӑпа шутлав техники енӗпе пӗтернӗ. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Чӑваш Енре экологи аталанӑвӗ тата климат улшӑнӑвӗ енӗпе ӑслӑлӑхпа техника программи пурнӑҫа кӗрӗ. Ку енӗпе республикӑра яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Программӑна 2021-2030 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.
Ӗҫлӗ ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе республикӑн виҫӗ вице-премьерне: экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Д.И. Краснова, ял хуҫалӑх министрне С.Г. Артамонова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне А.Л. Салаевӑна; ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Э.Н. Бедертдинова, промышленность тата энергетика министрне Е.Р. Герасимова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорне А.Ю. Александрова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорне В.Н. Иванова тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне А.Е. Макушева; Экологипе ҫутҫанталӑкӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорне О.С. Александрова кӗртнӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянтанпа — ҫӗнӗ пресс-секретарь. Хушӑва республика ертӳҫи хӑй алӑ пуснӑ.
Пресс-секретарь пулма Борис Краснова ҫирӗплетнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ.
Маларах вӑл Росреестр ертӳҫин пулӑшуҫинче, Ингушети пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи-канашҫинче, «Опора России» (чӑв. Раҫҫей тӗрекӗ) президент организацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. Борис Краснов РФ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службине те ертсы пынӑ, «Химпромра» та, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче те тӑрӑшнӑ.

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр.
Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет.
Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе кӑҫал 150 ҫул, «Чӑваш халӑхне» халала ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Ҫак пулӑмсене асра тытса халалласа регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература конкурсӗ иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата Чӑваш Енри шкулсенче 7–11-мӗш класенче, колледжсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурса йӗркелекенсем хушшинче — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата ыттисем.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.

«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ – 2020» республика конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри аспирант ятне Чӑваш патшалӑх аграри университетнчи Татьяна Иванова тивӗҫнӗ, гуманитари енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Наталья Ярабаева.
Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Беликов; техника науки енӗпе — ЧПУн прикладной механикӑпа графика кафедрин заведующийӗ Сергей Васильев; социогуманитари наукисен енӗпе — ЧПУн публика правин кафедрин аслӑ преподавателӗ Гульназ Гайнетдинова: ветеринари науки енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ Дмитрий Никитин; чи лайӑх ҫамрӑк ученай-тӗпчевҫӗ — Владимир Дементьев, «Химпром» предприятин технологи пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ; чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй-практик — Дмитрий Михайлов, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн конструктор бюровн пуҫлӑхӗ.
ЧПУра «Физикӑпа астронми» енӗпе вӗренекен Дарья Ануфриевӑна хӑйӗнпе паллаштаракан чи лайӑх хӑтлав хатӗрленӗшӗн палӑртса та хӑварнӑ.
