И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи, коррекци педагогики тата психологи факультетӗнче «Ӑслӑлах кунӗпе» килӗшӳллӗн регионсем хушшинче алла вылятса каламалли сӑвӑсен конкурсӗ иртнӗ.
Кӑҫал унта 32 конкурсҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене алла вылятса калаҫмалли чӗлхе куҫаруҫи Аделина Замикова тата Наталья Степанова, коррекци педагогикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Федотова хакланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӳсӗмне кура виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. «А» ушкӑнра Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Валерия Гайфутдинова 1-мӗш выран йышӑннӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Дарья Ивановӑпа Сергей Михайлов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Унтах вӗренекен Анастасия Колтыгина вара Б ушкӑнра 1-мӗш пулнӑ. Мари Элтен килнӗ Татьяна Ливанова тата Полина Самойлова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
«В» ушкӑнра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки Татьяна Мигушова пӗрремӗш пулнӑ. Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Екатерина Макарова куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Мари Республикинчи Анастасия Морозова жюри парнине тивӗҫнӗ. Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» тавра ҫыхӑнну ыйтусене сӳтсе явма тепӗр хут пуҫтарӑннӑ.
Калаҫӑва кӗскен пӗтӗмлетсен ҫак хыпарсене пӗлтерме пулать. Наци радиовӗ валли текста вуланӑ та иккен, ку ӗҫе РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх артистки Нина Яковлева пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр шухӑш — республика тулашӗнчи чӑвашсем валли ятарлӑ видео хатӗрлесси. Ӑна YouTube видеохостингра е тепӗр вырӑнта лартасшӑн (видео диктант пуҫлансан курӑмланӗ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатӗрлес ыйтӑва та хускатнӑ. Кунта Праски Витти ӑсталанӑ ӗҫе суйласа илнӗ.
Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» эрнекун, акан 25-мӗшӗнче, 13 сехетре иртмелле. Ҫырас шухӑшлисем Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пымалла. Ҫавӑн пекех килте те ҫырма пулать — Марина Карягина ҫырнӑ текста Наци радиовӗн эфирӗнче вуласа парӗҫ.
Чӑваш Енре IT-специалистсем ҫителӗксӗрри — ҫивӗч ыйту. Ҫак ҫитменлӗхе тӳре-шара пӗтересшӗн.
2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсемпе професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче ҫак специалистсем валли тӳлевсӗр 926 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ. Ку хальхипе танлаштарсан 22,7 процент нумайрах. Абитуриентсем аслӑ шкула 12 специальноҫпа, професси пӗлӗвӗ паракан учреждение 7 специальноҫпа вӗренме кӗме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре IT-специалистсене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, Шупашкарти политехника институчӗ, Шупашкарти электро-механика колледжӗ, Шупашкарти механика-технологи техникумӗ тата Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ хатӗрлет. Ытларах ҫак енӗсемпе тӳлевсӗр вырӑн уйӑрнӑ: «Информатика тата шутлав техники» (ЧПУ), «Прикладной информатика» (ЧПУ тата ЧППУ), «Компьютер системинчи програмлани» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ), «Компьютер системи тата комплексӗ» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ).
2015-2016 вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре информаци технологийӗсен тытӑмӗнчи специальноҫсене вӗренмелли тӳлевсӗр вырӑнсене 34 процент ӳстерме палӑртнӑ.
РФ коммуникаципе ҫыхӑну министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври информаци технологине 2018 ҫулччен аталантарас тесен 350 пин специалистран кая мар хатӗрлемелле.
Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Паян 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелесе ирттерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Унта тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсемсӗр пуҫне вӗренӳ тата педагогика институчӗсен ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ.
Кӗскен пӗтӗмлетсен, диктант акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланмалла. Пӗлтӗрхи пекех текста наци радиовӗпе вулама палӑртнӑ. Паянхи ларура ӑна кама вулаттарассине те пӑхса тухрӗҫ. Ку ӗҫе СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫласса шанаҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ университетпа педагогика университетӗнче тата вӗренӳ институтӗнче иртмелле. Пӗлтӗр диктанта вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ пулсан кӑҫал халӑхпа пӗрле ҫырма культура министрӗ Вадим Ефимов явӑҫасса кӗтеҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ Шупашкарти аслӑ шкулсенче ҫеҫ мар, пӗр харӑсах республикӑри кашни районтах иртессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр сиксе тухнӑ кӑлтӑксемпе йывӑрлӑхсенчен кӑҫал малтанах хӑтӑлма шутлаҫҫӗ.
Сӑмах май тексчӗ хатӗр, ӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра институт ӗҫченӗсем ӑна тӗрӗслеҫҫӗ, авторӗпе пӗрле стилистика тӗлӗшӗнчен якатаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ.
Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ.
Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ.
«Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар.
Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн.
Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ.
Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Пӗлтӗр республикӑра пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пӗрремӗш хут иртрӗ. Ӑнӑҫлӑ темелле: диктанта 2000 яхӑн ҫын хутшанчӗ.
Ҫакнашкал акцие ҫулсерен ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал «Тоталлӑ диктант» Косманавтика кунӗнче, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулӗ. Унта Раҫҫейри 200 хула хутшӑнӗ. Акцие И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУстуденчӗсемпе преподавателӗсем пуҫарнӑ.
ЧР информаци политикин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тоталлӑ диктанта» 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл тӗнче шайне ҫитнӗ. Кӑҫалхи диктанта 45 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ.
Миграци службин тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар ҫав. Ара, урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсене тӗрӗслесех тӑмалла. Пысӑк хуласенче, уйрӑмах Мускавра, ют халӑх ҫыннисем саккунсӑр майпа пурӑннине, ӗҫленине телекуравпа час-часах курма пулать. Пирӗн республикӑра та ют ҫӗртен килнисем ҫук мар. Ав Тӗп пасарта «Раҫҫее килтӗн тӗк саккунлӑ майпа ӗҫле» тесе ҫырнине темиҫе вырӑнта та вулама пулать.
Нумаях пулмасть Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ 43 студент, Туркменистан ҫыннисем, саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлме ирӗк паракан документсӑр вӑй хунине тупса палӑртнӑ. Вӗсем пурте И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренеҫҫӗ иккен. Ҫитменнине вӗсенчен 15-шӗ 18 ҫул тултарман.
Туркменистанран Шупашкара вӗренме килнӗ студентсем тирпейлӳҫӗре ӗҫленӗ, ҫурт-йӗрсене юсакаланӑ. Анчах Раҫҫей саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ку йӗркене пӑсни шутланать.
Халӗ тытса чарнӑ студентсене 2 пин тенкӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫыннӑн вара 7 миллион тенкӗ таран кӗсйинчен кӑларса хумалла. Унӑн организацине 1,5 ҫуллӑха ӗҫлеме чарма та пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |