Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗтӗм чӑваш диктантне иккӗмӗш хут ҫырчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2014 17:46 | 1760 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Педагогика колледжӗнче ҫырнӑ самант / Н. Плотников тунӑ сӑн
Педагогика колледжӗнче ҫырнӑ самант / Н. Плотников тунӑ сӑн

Паян 13 сехетре Пӗтӗм чӑваш диктантне иккӗмӗш хут ҫырчӗҫ. Ҫак мероприятие пӗлтӗр пуҫланӑччӗ. Ун чухне 2 300 яхӑн хутшӑннӑччӗ.

Кӑҫал Марина Карягина хатӗрленӗ текста 3–4 вырӑнта (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче) тата ытти вырӑнсенче ҫырнӑ. Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсене ҫитме пултарайманнисем тата республика тулашӗнче пурӑнакансем текста Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче тата Чӑваш наци телекуравӗн тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видео урлӑ итлесе ҫырма пултарнӑ.

Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттерессишӗн кӑҫал Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ яваплӑ пулнӑ. Унта илтнӗ калаҫусем тӑрӑх мероприяти пысӑк кӑлтӑксемсӗр иртнӗ. 15:00 сехетсем тӗлнелле йӗркелӳҫӗсем тӗрлӗ вырӑнта ҫырнӑ текстсене пухатчӗҫ, вӗсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-на тӗрӗслеме илсе каятчӗҫ. Илтнӗ тӑрӑх ӗҫсене Шупашкар шкулӗсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тӗрӗслемелле.

#Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ институчӗ, #ЧППУ, #педагогика колледжӗ

 

Комментари:

Андрей Шур // 1365.26.7793
2014.04.26 09:03
Чăваш вутра та çунмасть, шывра та путмасть. Маттур!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем