Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫемен Элкере халалланӑ электронлӑ кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.04.2014 11:00 | 1183 хут пӑхнӑ
Культура Хӑтлавра
Хӑтлавра

И.Я.Я.ковлев ячӗллӗ ЧППУра «Поэт, писатель, гражданин..» электронлӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш АССР халӑх поэчӗ, писатель, публицист, общество деятелӗ Семен Васильевич Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Электрон документаллӑ курава ЧР Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкерӗн фончӗн хучӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӗсем ӑна студентсене, университет преподавателӗсене, патшалӑх архивӗсен ӗҫченӗсене кӑтартнӑ.

Ҫемен Элкер пурнӑҫӗнче литература пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унӑн фондӗнче халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан тӗрлӗ документ пур. Ҫакна кура Ҫемен Элкер чӑваш наци литератури аталанӑвне мӗн чухлӗ тӳпе хывнине хаклама пулать. Кӑсӑкла биографи, писателӗн пуян пултарулӑхӗ, обществӑпа политика пурнӑҫӗ… - пӗтӗмпех электрон кӗнекере пур.

Хӑтлавра истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультечӗн деканӗ А.Скворцова, ЧР Культура министерствин архив секторӗн заведующийӗ А.Абдюшев, ЧР Патшалӑх истори архивӗн директорӗ Г.Ертмакова хутшӑннӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ О.Скворцова Петӗр Хусанкайӑн Ҫемен Элкере халалланӑ сӑввине вуланӑ, халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Ҫемен Элкер хӑйӗн пурнӑҫне чӑваш халӑхне халалланӑ, чӑваш чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна нацист тесе айӑпланӑ.

Хӑтлав вӗҫӗнче историпе филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем Ҫемен Элкерӗн сӑввисене вуланӑ. Студентсем тата хӑнасем Ҫемен Элкер фондӗнчи документсемпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Вӗсен йышӗнче — поэтӑн ал вӗҫҫӗн ҫырнӑ хайлавӗсем, тӑванӗсен, юлташӗсен, вулакансен ҫырӑвӗсем.

#хӑтлавсем, #ЧППУ, #юбилейсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.26 09:54
Вара Çемен Элкере халаланă электронлă кĕнекене ăçта вулама пулать? Мĕншĕн вăл "СУМ"ра çук?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем