Унччен республика шайӗнчи «Чӑваш пики» конкурса ҫуркунне йӗркелесси йӑлана кӗнӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫуркунне ирттереймерӗҫ. Пӗр вӑхӑт ҫулла пулать тесе сас-хура тухрӗ. Анчах ЧНК конкурса кӗркуннене хӑварнине пӗлтерчӗ. Ҫулла ҫамрӑксен экзаменсем тытмалла, вӗренме кӗмелле.
Акӑ кӑҫал ЧНК тата ЧР Культура министерстви пуҫарӑвӗпе йӗркеленнӗ «Чӑваш пики» конкурс саккӑрмӗш хут иртет. Унта район шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ чи илемлӗ, чи сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗсем тупӑшӗҫ.
Конкурс Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Аслӑ Патриархӑмӑр Иван Яковлев вилнӗ кун хӑнасем вӑл ҫуралнӑ тӑрӑха — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкине — пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе юпан 23-мӗшӗнче Шупашкартан ушкӑн тухса кайнӑ. Вӑл йышра — ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, ЧНК президенчӗн ҫумӗн Алексей Леонтьев, Президиум пайташӗсем Эдуард Бахмисовпа Зинаида Воронова, комитетсен пайташӗсем Ирина Удалова, Светлана Асамат тата Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлекен Надежда Иванова.
Шупашкар хӑнисене Теччӗ район администрацийӗн ӗҫченӗсем, чӑваш наци культура автономийӗн районти ертӳҫи Володар Тимофеев, шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем кӗтсе илнӗ. Тарават кӗтсе илни вӗсем чӑвашлӑхшӑн тунсӑхлани, культурӑна хисеплени сисӗннӗ.
Кӑҫал Кӑнна Кушкине хупасси ҫинчен сас-хура тухнӑ-мӗн. Ӑна унта уҫӑмлатнӑ. Шкултан гимнази тӑвасшӑн иккен. Унта Раҫҫейри пултаруллӑ чӑваш ачисене пухӗҫ.
Шупашкарсем пушӑ алӑпа килмен. Светлана Асамат хӑйӗн тин пичетленнӗ кӗнекипе унта паллаштарнӑ, чылайӑшне шкула парнеленӗ.
Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ.
Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ.
Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ертсе пыракан «ТУС» акционерсен хупӑ обществи нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр хӑпартать. Сӑмах май каласан, Николай Угаслов — Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи иккенне чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть «халӑх тарҫи» ҫынсене ырӑ ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Кӑмаккасси ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьене ҫурт парнеленӗ. Бобровсен ҫемйинче пилӗк ача иккен. Вӗсем ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатас шухӑшпа тахҫаннах тӗмсӗлсе пурӑннӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Анат Ачакри хӑйӗн пӳртне ҫав ҫемьене парнеленӗ. Пӳрчӗ пысӑк — икӗ хутлӑ, кирпӗчрен.
Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх «ТУС» компани нумай пулмасть йӑлӑм енчи «Чувашия» санаторие туяннӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗ Улатӑр хулипе районӗнче хӑйӗн уйрӑмне йӗркеленӗ. Ӑна Кивӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Лебедева ертсе пырӗ. Пуҫламӑш организацине 10 ҫын кӗнӗ.
Улатӑр район администрацине нумаях пулмасть ӗҫлӗ визитпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев тата президиумӑн пайташӗ Валерий Клементьев ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Романовпа вӗсем чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ имӗш. Хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш наци конгресӗ регионсем тата нацисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетме пулӑшать.
Республикӑри районсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ чӑвашсем кашни ҫулах хула кунӗнче Чӑваш наци конгресне кӗрсе тухаҫҫӗ тесе пӗлтерет конгресӑн информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева.
Кӑҫал та ЧНК алӑкӗ вӗҫӗм уҫӑ тӑнӑ темелле.
Тӗп хуламӑр уявӗнчи каҫ вара ҫынсем тӑван юрра-ташша курса савӑнма Чӑваш наци конгресӗн ҫурчӗ умне васканӑ. Кунта Лариса Долина концертӗнчен те кая мар халӑх пуҫтарӑннине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. ЧНК культура комитетне ертсе пыракан Елена Османова юрӑҫ чи малтанах конгрес президентне Николай Угаслова сӑмах панӑ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ хула ҫыннисене тата хӑнасене Шупашкар ҫапла капӑр пулнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ, уяв ячӗпе саламланӑ.
Ун хыҫҫӑн икӗ сехет ытла чӑваш эстрада юрӑҫисем урам тулли пуҫтарӑннӑ халӑха тыткӑнланӑ. Кунта тинтерех ҫеҫ Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хӑйӗн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗпе, Сарӑту хулинче пурӑнакан Эльвира Никитина, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Николаев, Андрей Кузнецов, Людмила Кинер, Любовь Гордеева тата ытти юрӑҫсем пулнӑ.
Геннадий Тарасов — Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче палӑрнӑ ҫын: профессор, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Мурманскри тинӗс биологи институчӗн директорӗн ҫумӗ, АПШ, Германи, Польша ӑсчахӗсемпе пӗрле тӗпчев ӗҫӗсем ирттерет, 160 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ... Вӑл Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Унпа Валентина Багадерова журналист Чӑваш наци конгресӗнче тӗл пулса ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ, Мурманскри кун-ҫулӗ, Арктикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ.
Тарасов 18 ҫулта Хусана В.И. Ульянов (Ленин) ячӗллӗ патшалӑх университетне вӗренме тухса кайнӑ. 1963 ҫулта диплом илсен Мурманск хулине лекнӗ. Ҫӗршыври студентсене «Батайск» карап ҫине тинӗс экспедицине илсе кайма пуҫтарнӑ чух Хусан университетӗнчен ултӑ ҫынна суйласа илнӗ. Телейлисен йышне вӑл та лекнӗ. 60-мӗш ҫулсенчи ӑрушӑн Арктика питӗ кӑткӑс пулнӑ. Кашниех хӑйне Папанин, Шмидт, Седов... вырӑнӗнче курнӑ. Уҫӑ тинӗсри экспедици унӑн шӑпана татса панӑ темелле. Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн малтанхи вырӑнах таврӑннӑ. Авланнӑ. Мӑшӑрӗ Киров облаҫӗнчен.
Ҫакӑн пек ятлӑ наци уйлӑхӗ кӑҫалтанпа Тутарстанта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть пӗрремӗш смена вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри «Эткер» уйлӑх йышшине кӳршӗллӗ ҫав регионта йӗркелес шухӑш тахҫанах пулни пирки Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ. Кӑҫал вара уйлӑха йӗркелемех йышӑннӑ. Ӑна уҫма Чӑваш наци конгресӗ тата Чӑваш наципе культура автономийӗ хытах тӑрӑшнӑ-мӗн. Сахал мар укҫа-тенке вырӑнти усламҫӑ тата меценант, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хывнӑ. Лагере тытса тӑрассине Тутарстанӑн Вӗренӳ министерстви хӑй ҫине илнӗ.
Уйлӑх пурӗ вунӑ кун ӗҫленӗ: утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ та 23-мӗшӗнче хупӑннӑ. Анчах килес ҫул йӗркелӳҫӗсем хастартарах пулса ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелемелли республика программине лекме ӗмӗтленеҫҫӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасем валли 50 вырӑнлӑх икӗ сменӑллӑ уйлӑх ӗҫлеттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче Тутарстанӑн 8 районӗнчи 25 ача каннӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренме ачасене тӗрлӗ кружок тата чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курни, кӑсӑклӑ ҫынсемпе тӗл пулни пулӑшнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ.
ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ.
Байкал (чӑв. Пуян кӳлӗ) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ.
Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ҫынни пуҫласа янӑ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |