Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: 50 ҫул Ҫурҫӗр флотӗнче ӗҫлекенскер ентешӗсен ӗҫченлӗхӗнчен тӗлӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 11.08.2014 19:49 | 1748 хут пӑхнӑ
Персона Геннадий Тарасов
Геннадий Тарасов

Геннадий Тарасов — Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче палӑрнӑ ҫын: профессор, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Мурманскри тинӗс биологи институчӗн директорӗн ҫумӗ, АПШ, Германи, Польша ӑсчахӗсемпе пӗрле тӗпчев ӗҫӗсем ирттерет, 160 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ... Вӑл Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Унпа Валентина Багадерова журналист Чӑваш наци конгресӗнче тӗл пулса ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ, Мурманскри кун-ҫулӗ, Арктикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ.

Тарасов 18 ҫулта Хусана В.И. Ульянов (Ленин) ячӗллӗ патшалӑх университетне вӗренме тухса кайнӑ. 1963 ҫулта диплом илсен Мурманск хулине лекнӗ. Ҫӗршыври студентсене «Батайск» карап ҫине тинӗс экспедицине илсе кайма пуҫтарнӑ чух Хусан университетӗнчен ултӑ ҫынна суйласа илнӗ. Телейлисен йышне вӑл та лекнӗ. 60-мӗш ҫулсенчи ӑрушӑн Арктика питӗ кӑткӑс пулнӑ. Кашниех хӑйне Папанин, Шмидт, Седов... вырӑнӗнче курнӑ. Уҫӑ тинӗсри экспедици унӑн шӑпана татса панӑ темелле. Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн малтанхи вырӑнах таврӑннӑ. Авланнӑ. Мӑшӑрӗ Киров облаҫӗнчен.

Тарасов мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех тинӗсре ҫӳрет. Тип ҫӗр ҫинче раштав-ака уйӑхӗсенче кӑна пулаҫҫӗ иккен.

50 ҫул Ҫурҫӗр флотӗнче ӗҫлекенскерӗн тӗп асра юлнӑ экспедицисем нумай иккен. Арктикӑри кашни кун кӑсӑклӑ тесе шухӑшлать. Ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ чухне тӑван ялне кашни ҫулах килсе ҫӳренӗ.

Чӑваш Республикинче ял ҫынни япӑх мар пурӑннине кура чӑтаймасӑр кӳршӗсенчен: «Укҫа ӑҫтан вӑрлатӑр?» — тесе ыйтнӑ иккен. Ӗне, вӑкӑр, пӑру, ултӑ-ҫичӗ сурӑх, сысна ҫурисен шутне пӗлместӗп, картиш тулли кайӑк-кӗшӗк усранине курса тӗлӗннӗ. Ҫавӑн пек ентешсемпе мӑнаҫланине пӗлтерет иккен.

Геннадий Антипович общество ӗҫне те хастар хутшӑнать-мӗн. Мурманск облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ. Общество ирттерекен кашни мероприятие хутшӑнма тӑрӑшать. «Ентешсемпе тӗл пулма шӑрттан пулӑшрӗ, — шӳтлерех тет иккен Геннадий Антипович. — Пӗр лавккана кӗтӗм, Чӑваш Енре туса кӑларнӑ таварсене сутаҫҫӗ. Сентре ҫинче шӑрттан асӑрхарӑм. Анне питӗ тутлӑ пӗҫеретчӗ ҫак ҫимӗҫе. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ... кӗтӗм хайхи лавккана. Сутуҫӑпа паллашрӑм. Тепрехинче автономи ертӳҫине тӗл пултӑм».

#Раҫҫейре, #Мурманск облаҫӗ, #Шупашкар районӗ, #ЧНК, #Анаткас Тӑрӑн

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/153.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем