Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Георгий Иосифович Фёдоров профессор ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 74 ҫул ҫитрӗ. Шел пулин те, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Литературӑна юратакансем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тата ентешӗсем ӑста ӑсчаха тата пултаруллӑ ҫыравҫӑна асрах тытаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи культурӑпа сывлӑх центрӗнче ӑна халалласа пысӑк уяв иртрӗ.
Уява вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Владимир Васильев уҫрӗ, ял библиотекарӗ Татьяна Петрова йӗркелесе ертсе пычӗ. Пухӑннисене Шупашкартан килнӗ ӑсчахсем саламларӗҫ: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ячӗпе — Геннадий Дегтярёв, Чӑваш патшалӑх университечӗ ячӗпе — Марина Савирӑпа Дмитрий Ефимов, педагогика университечӗ ячӗпе — Николай Осипов, культура ӗҫченӗсен ячӗпе — Владимир Милютин. Тухса калаҫакансем Георгий Иосифовичӑн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшрӗҫ, Михаил Тихонов ертсе пыракан «Тӑванлӑх» вокал ансамблӗ Георгий Фёдоров кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗ ҫывӑхӗнче Саранскран Кирова таврӑнакан автобус ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Унта ачасем пулнӑ. Вӗсене ун хыҫҫӑн ҫывӑхри шкула илсе ҫитернӗ.
Ачасене шкулта апатлантарнӑ та тепӗр автобуса лартса янӑ. Ӑна Шупашкартан чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кировран тепӗр автобус хирӗҫ тухнӑ. Вӗсем тӗл пулсан ачасене унта куҫарӗҫ. Ҫапла 28 ача тата 6 аслӑ ҫын киле ҫитӗҫ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах трансмиссипе ҫыхӑннӑ. Ачасем спорт ӑмӑртӑвӗнчен таврӑннӑ чухне пулнӑ ку.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗ 145 ҫулхи юбилейне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уявлать. Ӑна Илья Николаевич Ульянов уҫнӑ. Ку таранччен унтан 8 пин ытла ял ачи вӗренсе тухнӑ.
145 ҫулта шкул сӑнне те, статусне те улӑштарнӑ. 1870 ҫулта уҫӑлнӑ вӑл. Раштавӑн 19-мӗшӗнче занятисем пуҫланнӑ. Пӗрремӗш учитель А.Рождественский пулнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ. Шкул уҫӑлнӑ кун 12 арҫын ача вӗренме килнӗ.
Виҫӗ ҫултан ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ. Хутар шкулӗн шӑпи И.Яковлев ячӗпе те ҫыхӑннӑ. 1900 ҫулта вӑл икӗ класлӑ пулса тӑнӑ.
2010 ҫулта шкула Юрий Мозяков ертсе пыма тытӑнна. 2011 ҫулта гимназие шкул ятне панӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленет.
Ку шкултан Леонид Черкесов, Вениамин Петров, Вячеслав Рафинов, Геннадий Матвеев, Владимир Мурашкин, Владимир Мидуков, Кузьма Великов тата ыттисем вӗренсе тухнӑ.
Халӗ шкулта 167 ача вӗренет, 24 вӗрентекен ӗҫлет. Шкулта вӗренӳ валли пур услови те пур.
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Шкул ачисен хӗллехи каникул пулсан та вӗсем хӑйсем валли ӗҫ тупаҫҫӗ. Ав Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнче каникулта та пултарулӑх кружокӗсем, спорт секцийӗсем, хушма занятисем ӗҫлеҫҫӗ.
11-мӗш класра вӗренекенсем 2-мӗш чӗрӗк пуҫланичченех ППЭне мӗнле предметсемпе тытмаллине палӑртнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем харпӑр расписанипе кун валли хатӗрленеҫҫӗ.
Хутар шкулӗнче чылайӑшӗ обществознанипе физика предмечӗсене суйланӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ҫак предметсене вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Каникула та пӑхса тӑмаҫҫӗ — ачасемпе пӗрле хатӗрленеҫҫӗ. Ара, вӗсем яш-хӗр экзамена ӑнӑҫлӑ тытассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ.
Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ.
«Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра йывӑҫ-тӗм лартма ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрер йывӑҫ та пулин лартмаллах тесе шухӑшлакансем алал кӗреҫе тытма ӳркенмеҫҫех.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем йывӑҫ лартма тухнӑ. Хӑйсем кӑна мар-ха. Вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасемпе пӗрле. Хӗрачасемпе арҫын ачасемпе Алексей пачӑшкӑ та ҫуммӑн тӑрса ӗҫленӗ. Аслисем шӑтӑк туса пынӑ, ачасем — лартса тата шӑварса. Пӗтӗмпе 40-е яхӑн хурӑн хунавӗ лартнӑ.
Сӑнсем (18)
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ.
Сӑнсем (26)
Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
