Ҫак кунсенче Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗкӗрешсен уявӗ иртнӗ. Ҫак меропяритие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Пӗр пек тумланнӑ, пӗр пек сӑнлӑ ачасем паркра чупса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен вӗсене курса чӑнах та савӑннӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем вара пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Сцена ҫинче ачасем юрӑсем шӑрантарнӑ, тӗрлӗ хускану тунӑ.
Кунашкал тӗлпулӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗлтӗр вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ачасем валли ятарласа ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ.
Тӗнче тетелӗнче йӗкӗрешсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Унтах ачасене воспитани парас, мӗнле апат ҫитерес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ушкӑнра – 90 ҫемье.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск тӑрӑхӗнче ҫумӑр витӗр Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем Байкал (тӗрӗклерен вӑл Пуян кӳлӗ тесе куҫать) кӳлли хӗрринче, «Тальцы» уҫӑ сывлӑш айӗнчи музей комплексӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттернӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Иркутск облаҫӗн саккунсем кӑларакан пухӑвӗн комитет председателӗ Ирина Свинцова, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн управленийӗн тата правительство пуҫлӑхӗ Ольга Куриленкова, Иркутск облаҫӗн культурӑпа архив министерствин канашҫи Оксана Седина хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ регионти юрӑ-ташӑ ӑстисем те унтисене савӑнтарнӑ.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Ятман ялӗн уявӗ иртнӗ. Унта нумай-нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене те саламласа чысланӑ.
Культура ӗҫченӗсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Кӑҫал ятмансем ял уявӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакансене чыслама палӑртнӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем хӑпарнӑ: Анатолий тата Римма Палишковсем (50 ҫул пурӑнаҫҫӗ), Герман тата Зоя Ивановсем (55 ҫул пӗрле). Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе район пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, тӑван колхозра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Хӑйсене лайӑх енчен кӑна кӑтартнӑ вӗсем, ҫавна май «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем Хисеп кӗнеки ҫине алӑ пуснӑ. Вӗсене Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятӗнчен ӑшшӑн саламланӑ.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГСӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа хӑйне евер акци ирттерме палӑртнӑ. Ыран вӗсем мӑшӑрсене уйӑрмӗҫ.
«Пӗр кун – уйрӑлусӑр» ятлӑ мероприятие ҫемье хакне ӳстерес, статусне хӑпарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ыран арӑмӗпе упӑшки уйрӑлма шут тытсан ҫакна пурнӑҫа кӗртеймӗ. Мускав районӗн ЗАГСӗ вӗсене пур-пӗрех уйӑрмӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем мӑшӑра мирлешме сӗнӗҫ.
Лайӑх хыпар та пур: ыран асӑннӑ районта 7 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсем шӑпах Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пӗрлешме палӑртнӑ.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ саламланӑ.
«Пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫителӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ытти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн саламӗнче.
Республика Элтеперӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, «ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑнать, вӑл телейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе тулать.
Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллӑрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пултартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑка тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла».
Паян Чӑваш Ен Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин Республика кунне ирттерес ыйтупа йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ.
Унта ҫав куна халалласа ирттермелли мероприятисен планне тишкернӗ май Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XX фестивалӗ, тӗрлӗ курав иртессине ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Антонова пӗлтернӗ. Республика кунне чӗнсе пин ытла йыхрав хучӗ янӑ. Килес кӑмӑл пуррине Раҫҫейӗн 15 регионӗ тата ют ҫӗршыв пайташӗсем палӑртнӑ. Фейерверк ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланмалла. Унта пилӗк пиротехника компанийӗ хутшӑнӗ.
Республика кунӗ Пӑрачкав районӗнче те иртнине кура асӑннӑ муниципалитет пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, ҫавӑн пекех Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева та епле хатӗрленнипе паллаштарнӑ.
Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалласа А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗнче акатуй иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ уяв ҫӳ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун пулчӗ. Ир-ирех ачасем, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе шкул садӗнче хурансем ҫакрӗҫ, сӗтел ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартрӗҫ. Малтанхи кунсенче кашни класс хӑйӗн картине, апат хатӗрлемелли вырӑна, кил-ҫурта илемлетрӗ, тирпейлерӗ.
Акатуй 9 сехет ҫурӑра вӑйӑ картипе пуҫланчӗ. Чӑваш тумӗ тумланнӑ ача-пӑча, яш-кӗрӗм карталанса утни чуна тыткӑнларӗ. Акатуя шкул директорӗ Ершова Т.А. уҫрӗ. Татьяна Аркадьевна чи хастар та пултаруллӑ ачасене грамотӑсемпе чысларӗ, ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенсене тав хучӗсем пачӗ. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Евстафьевич Ерагин чӑваш-халӑх йӑли-йӗркине упрасси пирки калаҫрӗ, ачасене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ. 6, 8 класс хӗрӗсем чӑваш ташшипе савӑнтарчӗҫ, 3-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑлине кӑтартса пачӗҫ, Саида Колдашова «Тӑван яла» юрӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗ.
Уява уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем ачасен кану вырӑнне ҫул тытрӗҫ. Асӑнса хӑвармалла, кӑҫал кашни класс «Техӗмлӗ сӗтел» тата «Чи илемлӗ те тирпейлӗ кил карти» конкуса хатӗрленнӗ.
Тӗмен хулинче ӗнер чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Тӗменти уява Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пур.
«Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ. «Манӑн Акатуя каяс килет, анчах укҫа ҫук», — тенӗ иккен вӑл ывӑлне. Нина Васильевна Тӗмене ҫитес тесе 2 кун ҫӗрулми сутнӑ. Ҫунатланнӑ хастар хӗрарӑм ӗнер Акатуйра савӑннӑ.
Свердловск облаҫӗнчи хӗрарӑм утӑмӗ аякри чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культуришӗн, тӑван чӗлхешӗн, пуян эткерлӗхӗшӗн чӑннипех те тунсӑхланине ҫирӗплетекен тӗслӗх тесе хӑюллӑнах калама пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |