Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче авалхи «Науруз» («Навруз») уява уявларӗҫ.
Унта Чӑваш Енри тӗрлӗ наципе культура автономисен, пӗрлешӳсен, центрсен активисчӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Наци тумӗсемпе юрӑсеме шӑрантарчӗҫ, ташларӗҫ. Наци апат-ҫимӗҫӗсене кӑтартрӗҫ. Узбексем хайсен паллӑ апачӗпе — пловпа — хӑналарӗҫ.
Акт залӗнче уявла концерт иртрӗ.
Халӑх хастарӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова, Шупашкар пуҫлӑхӗ Олег Кортунов саламларӗҫ.
Чулхулари чӑвашсем Ҫӑварни уявне йыхравлаҫҫӗ. Унти йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫитсе курас текенсене Автозавод паркне чӗнеҫҫӗ. Уява «Чулхула чӑвашӗсем» ансамбль те хутшӑнӗ. Вӗсем сцена ҫине 13 сехетре хӑпарӗҫ.
Ҫӑварни эрни ҫак вырсарникун вӗҫленӗ. Вӑл кашни ҫулах тӗрлӗрен килет. Вырсарникун ҫынсем пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ.
Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.
Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.
Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.
Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.
Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсем валли ятарлӑ акци ирттерет. Ҫак ырӑ йӑлана театрта тахҫанах тытса пыраҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ҫавӑн евӗрлӗ акци иртет унта.
Уяв кунӗнче тӗпренчӗкӗсемпе театра пыракан ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене спектакль курма тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Спектакль умӗн ашшӗсене тӗрлӗ парне кӗтӗ, ҫав шутра — юрӑ-кӗвӗллӗ парне те.
Тӑван ҫӗршывӑн хӳтелевҫин кунӗнче театр «Золотой цыплёнок» (0+) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмах кӑтартӗ.
Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ.
Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ паян пӗр ӗмӗрхине уявлать. Ҫав ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телеграммӑпа саламланӑ.
Халӑх пархатарӗпе историйӗн управҫин ӗҫченӗсем музейпа филиалӗсене аталантарассишӗн нумай ӗҫ туса ирттернине палӑртнӑ.
«Сирӗн тӗпчев, экспозици ӗҫӗ-хӗлӗр, вӗрентӳ, ҫутӗҫ, информаци проектӑрсем Чӑваш Ен тӗп хулипе республикӑн культура тата общество пурнӑҫне пуянлатаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ правительство телеграмминче.
Паян музей юбилей мероприятийӗсене уҫрӗ. Ака уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче «Национальный музей: 100 лет в истории Чувашии» (чӑв. Наци музейӗ: Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи 100 ҫул) ятпа регионсем хушшинчи музей форумӗ иртӗ. Вӑл юбилей мероприятийӗсенчен чи пӗлтерӗшли теме те юрать. Ӑна йӗркелеме федерацин Атӑлҫи округӗнчи музейсен канашӗ хутшӑнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.
Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.
Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |