Чиркӳ ирттерекен пысӑк уявсенчи кӗлӗсене Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартасси юлашки ҫулсенче йӑлана кӗчӗ. Кӑҫалхи Раштавра та ҫаплах пулӗ.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий Раштав кӗллине Шупашкарти Ведени соборӗнче ирттерӗ.
Тӳрӗ трансляцие Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче тата «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Православная Чувашия» (чӑв. Православиллӗ Чӑваш Ен) ушкӑнра кӑтартӗҫ.
Раштав кӗлли кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пуҫланса кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре вӗҫленӗ.
Сурхури умӗн, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр троллейбуспа ярӑнма май килӗ. Унпа Хӗл Мучи тата Юрпике ҫула тухӗҫ.
Кивӗ ҫулта та, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хула тӑрӑх тӳлевсӗр транспорт ҫӳренӗччӗ. Хӗл Мучипе Юрпикеллӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене килӗшнӗрен ырӑ пуҫарӑва пӑрахӑҫламан, акцие тепӗр хутчен ирттерме йышӑннӑ.
Юмахри сӑнарсем ыран 54-мӗш номерлӗ троллейбусра 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗҫ. Вӗсене сӑвӑ каласа кӑтартма, Юрпикепе Хӗл Мучи калакан тупмалли юмахсен тупсӑмне шырама май килӗ. Маттурсене пылак кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ятарлӑ троллейбусра укҫа тӳлеттермӗҫ.
Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем кӑҫал 247 кун ӗҫлесе 118 кун канӗҫ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кантарӗҫ, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи вырсарникуншӑн — раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн — нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи тунтикун. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, 22-мӗшӗшӗн ӗҫлеттерӗҫ. Унтан нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлемӗпӗр.
Ҫу уйӑхӗнче 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Раҫҫей кунӗ шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тепӗр кун ӗҫлеттермӗҫ.
Унсӑр пуҫне Республика кунӗ те — канмалли кун.
Чӳк уйӑхӗнче 4-7-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн ҫӗршывра «Ӗмӗтри чӑрӑш» акци иртет. Ачасем хӑйсен вӑрттӑн ӗмӗтне пӗлтереҫҫӗ, аслисем, ҫав шутра тӗрлӗ шайри тӳре-шара та, пӗчӗккисен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ачана савӑнтарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, 14 ҫулти Маша, лашапа ярӑнма ӗмӗтленет. 12-ри Иван пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленет. Паян ача машинист кабининче ларса курнӑ ҫеҫ мар, пуйӑса чукун ҫул вокзалне илсе пыма пулӑшнӑ. Кун пирки Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ачана савӑнӑҫ кӳме пулӑшнӑшӑн Элтепер Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Чулхулари филиалне тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх.
Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тата Шупашкарта иртӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Юлашки темиҫе ҫулта ку уява республикӑн тӗп хулинче кӑна мар, пӗр-пӗр муницпалитетра та ирттереҫҫӗ. Республика кунне халалласа Шупашкарти экономика форумӗ, «Чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» форум, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ тата ытти те пулӗ. Социаллӑ объектсене те ҫавӑн пек уяв тӗлӗнче уҫма кӑмӑллаҫҫӗ.
Мероприятисем епле форматпа иртесси пирки хальлӗхе татса калама хӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов ҫавӑ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑруран килӗ.
Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр пӗрле пурӑннин 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Даниловсене ылтӑн туйпа Ленин районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара саламланӑ, вӗсене ЗАГС пайне чӗнсе илнӗ.
Юрий Данилов строительство техникумне пӗтернӗ, Агрегат савутӗнче ӗҫленӗ. Елена хапрӑкра тата ача садӗнче тӑрӑшнӑ. Юрий ӑна пӗрремӗш хутчен сӑнӳкерчӗкре курнӑ, унпа паллашма шутланӑ. Вунӑ ҫултан вӗсем пӗрлешнӗ.
Уява вӗсен хӗрӗпе мӑнукӗ те ҫитнӗ. Даниловсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе пайланнӑ. Пӗр-пӗрне итлемелле тата илтмелле – ҫапла пӗлтернӗ вӗсем.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1969 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче кӳлӗнчӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе Элтепер пулса тӑрӑшать.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче 8 класс вӗренсен Шупашкарти строительство техникумне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ те, спортпа та туслӑ пуьнӑ вӑл, ӗҫлеме те вӑхӑт тупнӑ. Кайран И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗренсе тухнӑ. Яланах талпӑнулӑхпа, мал ӗмӗтлӗхпе, ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Халӗ Олег Николаев — Чӑваш Енре тата Раҫҫейре аван пӗлекен политик.
Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле елкӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ Эльвира Хмелева асӑрханӑ. Вӑл вӗсене Шупашкарта иртнӗ эрнере курнӑ.
Сӑнӳкерчӗкре сулахай енче сӑнланнӑ елка Йӑлари каяшсен управленийӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна пластмасса кӗленчерен ӑсталанӑ. Теприне, сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче сӑнланнине, журналист республикӑн Апат-ҫимӗҫ фончӗ умӗнче курнӑ.
Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |