ЧР Транспорт министерстви ҫӳллӗ мар икӗ автобус туянасшӑн. Кашни 6,6 миллион тенкӗ тӑрать.
Аукцион ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртмелле. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 60 кунран автобуссене Шупашкарти Республика тӳремне илсе ҫитермелле.
Ку автобуссем М3 категориллӗ, метанпа ӗҫлеҫҫӗ. Салона 25 ҫынран кая мар вырнаҫать. Автобусра сусӑрсене кӗмелли платформа пулӗ. Ҫавӑн пекех пассажирсене пӗлтермелли таблосем вырнаҫтарӗҫ.
Гаранти 3 ҫул пулӗ. Икӗ автобусӑн малтанхи хакӗ — 13,25 миллион тенкӗ. Ӑна республика хыснинчи укҫапа туянӗҫ.
Шупашкарти тӑватӑ вулавӑша ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен сӑнӗсем ҫӗнӗ сӑн кӗртӗҫ. Вӗсене юпа уйӑхӗнче ӳкерсе пӗтермелле. Ҫӗнӗ ӗҫе ҫитес уйӑхӑн ҫуррисенче пуҫӑнӗҫ.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ бензин-топливо сутакан пысӑк компанисенчен пӗри ирттернӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Укҫа ҫӗнсе илме пултарнӑ «ART-Libraries» проекта В. Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн пай ертӳҫи Юлия Шелтукова хатӗрленӗ. Проект партнерӗсем — Шупашкар хула администрацийӗ, «FreeArt» аэрографи студийӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗсем. Юлия Шелтукова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, дизайна вӗсем пӗрле татса парӗҫ. Хӑш ҫыравҫӑпа сӑвӑҫ сӑнне ӳкересси те каярах паллӑ пулӗ.
Планпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкул кӑҫалхи аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута каймалла. Анчах подрядчик ҫав вӑхӑт тӗлне ӗҫне вӗҫлеме ӗлкӗрейӗ-ши?
Шкул строительстви мӗнле пынипе ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин паллашнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, подрядчик укҫа-тенке йӑлтах илнӗ. Анчах ӗҫ вара темӗн чухлех юлнӑ. Хальлӗхе спорт лапамне туса пӗтермен, шалти ӗҫсене те вӗҫлемен, ӑсталӑх класӗсене, апат блокне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен.
Объекта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ачасен парта хушшине лармалла. Ӗҫ мӗншӗн вӑраха тӑсӑлать? Подрядчик ҫакна япӑх ҫанталӑк пулнипе сӑлтавлать. Ӗҫ тӑсӑлсан шкул лицензи илмесӗр юлма пултарать. Кун валли те вӑхӑт самай кирлӗ, специалистсен пӗтӗм территорие пӑхса ҫаврӑнмалла.
Строительсем шкулти ӗҫе ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ-ха та…
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне юсамашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ку укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрса парӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсав Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ ятпа «Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей вӑйӗ» чула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хунӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне кӑҫалах уҫма палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Ку ахальтен мар. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр-ҫке-ха.
Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.
Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман.
Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫӑна шыраҫҫӗ.
79 ҫулти хӗрарӑм полицие утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килнӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне урамра хӗр пынӑ та пӗр эрне пурӑнма ирӗк ыйтнӑ. Ватӑскер хирӗҫлемен.
Унтан ҫакскер кинемее укҫа хакӗ пӗтнине ӗнентернӗ, ырантан вӗсене улӑштарма тытӑнаҫҫӗ имӗш. Унтан ватӑскер банка кайнӑ та укҫи-тенкине илнӗ.
Унтан хӗр хваттер хуҫи чирлине пӗлтернӗ. Ватӑскер унран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫапла вӗсем сывалмалли йӑла тунӑ, ҫуртапа пӗрле укҫа та хунӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр укҫана хаҫатпа чӗркесе шкап тӑррине хума, унтан чиркӗве кайма ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: ҫав вӑхӑтра хӗр те, 300 пин тенки те ҫухалнӑ.
Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |