Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӳлевлӗ вӗренме май пуррине пирӗнтен кашниех пӗлет ӗнтӗ. Ачисем хисеплӗ ҫын пулччӑр тесе пӗрисем пур-ҫук кӗмӗлне кӑларса тыттараҫҫӗ, теприсем кӗсьери тупрана ниҫта чикме аптӑранипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачамӑрсем специальноҫпа ӗҫлессине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӳлевлӗ пӗлӳ илме пуринчен ытла пулас композиторсен тӑкакланмалла. Ҫакна прейскурана тишкернӗ Александр Белов журналист асӑрханӑ. Ҫапла, унччен хӑнӑхнӑ пек юристсен е мануаллӑ терапевтсен мар.
«Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ.
Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ.
Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ.
Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4.
Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ.
Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ.
Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ.
Шупашкарти икӗ шкул Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне лекнӗ. Танлаштарӑва хатӗрленӗ RAEX аналитика агентстви аслӑ шкулсене кӗме пултаракан ачасене вӗрентсе кӑларнине тӗпе хурса тишкернӗ.
Юлашки виҫӗ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен танлаштарӑва Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази кӗнӗ. Малтан асӑнни унти 44-мӗш вырӑн йышӑнать, тепри — 167-мӗш йӗркере.
Сӑмах май ҫакна та пӑлартмалла: Чӑваш Енри 20 вӗренӳ учрежденийӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 200 пин тенкӗ грантне тивӗҫнӗ. Списока Шупашкарти 4-мӗш лицей, 3-мӗш, 118-мӗш, 156-мӗш, 172-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем, 1-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 37-мӗш тата 49-мӗш тата районсенчи шкулсем тата ача пахчисем кӗнӗ. Вӑл укҫа вӗренӳ учрежденийӗсене самай вырӑнлӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ.
Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ.
Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ.
Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта.
Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва канашсем петицисен порталӗнчен пӗринче пичетленӗ. Унта кӑтартнӑ дата — кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ.
«Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнакансем, пирӗн ыйтӑва тимлӗх уйӑрма ыйтатпӑр», — пуҫланӑ петицие.
Унта шыв пӑрӑхӗ шӑтнипе утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шыв парассине чакарнине пула утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче типӗ ларнине, кайран хӑш-пӗр кун шыва графикпа пама тытӑннине ҫырса кӑтартнӑ.
Хулари «Водоканал» предприяти электроэнергипе тивӗҫтерекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула йывӑрлӑх сиксе тухнӑ иккен.
Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫутӑ парассине чакарнӑ хыҫҫӑн насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑччӗ, ун хыҫҫӑн ыйту татӑлнӑччӗ.
Шупашкарти темиҫе шкулта ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме хирӗҫленӗ. Кун вырӑнне вӗсем йывӑр чирлӗ ачасене укҫа парса пулӑшӗҫ.
Кӑҫал хӑш-пӗр шкулта йӑларан пӑрӑнас тенӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хаклӑ чечек ҫыххи туянас вырӑнне вӗсем укҫа-тенке чирлӗ шӑпӑрлансене парӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 1-мӗш гимназире 7-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем педагога пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ. Перекетленӗ ытти укҫана хосписӑн паллиативлӑ уйрӑмне ярӗҫ.
Вӗрентекенсем те ку акцие ырланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ укҫапа реабилитаци пӳлӗмӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ.
Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ.
Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |