Етӗрнери спирт савучӗ, унччен 7 ҫул хушши ахаль ларнӑскер, ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай пулмасть унта Иван Моторин премьер-министр та пырса кайнӑ.
Хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑнана каласа панӑ тӑрӑх савут хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех пуҫланӑ, анчах малтанах унти оборудованипе кӑлтӑксем сахал мар сиксе тухнӑ. Тултаракан аппаратӑн операторӗ Николай Платонова ӗненес пулсан хальхи вӑхӑтра пур станок ӗҫне те йӗркеленӗ, вӗсем чӑхӑмламасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар кӑларас енӗпе те малтанхи калӑпӑш таран ӳснӗ.
Андрей Егоров директор пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫалӑха ҫӗнӗрен ӗслеттерсе янӑ хыҫҫӑн кӗленчесен дизайнне улӑштарнӑ, анчах рецептурине малтанхинех хӑварнӑ. Паянхи кун спирт савучӗ пурӗ 12 тӗс ҫутӑ эрех кӑларать. Ӑна республикӑра тата ун тулашӗнче сутаҫҫӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн спиртне (унпа вӗсем маларах мухтанатчӗҫ) Етӗрнери савут кӑлармӗ. Ку саккуна хирӗҫлет имӗш — пӗр вырӑнтах спирт та водка та кӑларма юрамасть.
Атӑлҫи федераци округӗнчи субъекчӗсен мэрӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева миҫемӗш вырӑн йышӑннӑ-ха? Вӑл – 14-мӗш йӗркере.
Танлаштарӑма «Медиалогия» хатӗрленӗ. Журналистсене Ирина Клементьева должноҫӗпе ытлашши усӑ курнипе кӑсӑклантарнӑ. Вӗсене следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарни интереслентернӗ. Анчах танлаштарӑмра вӑл япӑх хаклав илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин йышӑннӑ. Вӑл журналистсене Хусан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне 95 процент йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та. Лешӗ вара, иккен, тӳре-шара хӗрӗ. Ҫавна май амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкӗ валли ылтӑн медаль туса панӑ пулать. Ку Рузаннӑна килӗшмен, вӑл тӳре-шара хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫ пулманни пирки каланӑ. «Эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тӑрӑшса вӗрентӗмӗр, тӑрӑшрӑмӑр, хӑшӗ-пӗри вара уроксене ҫӳремесӗрех ылтӑн медаль илеҫҫӗ», — тенӗ хастар хӗр.
Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, Павлик Морозов пек ачасене ҫӗклетчӗҫ, вӗсен ӗҫне тӗслӗх пек лартатчӗҫ (тӗрӗс астӑватӑп пулсан, вӑл хӑйӗн ашшӗне, кулаксен йышне кӗрекенскере, тӗрмене ларттарнӑ, ӑна ҫавӑншӑн кулаксем персе вӗлернӗ).
ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫулҫӳревҫӗсене пулӑшакан турист карттине хатӗрленӗ.
Палӑртмалла: кунашкал карттӑна Раҫҫейри ытти регион та хатӗрленӗ: Крым Республики, Карели Республики, Мари Эл тата ыттисем. «Чувашия туристическая» карттӑна ЧР Культура министерстви саккасӗпе хатӗрленӗ.
Турист картти – справочник, унта республикӑри паллӑ вырӑнсене кӗртнӗ. Тӗнчере кунашкал карттӑсене тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ. Уйрӑмах унашкаллисем Египетра, Турцире, Испанипе анлӑ сарӑлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ Владимир Лабинов Карелинче РФ Президенчӗн представительствинче вӑй хума пуҫланӑ.
Чӑваш Енрен самай аякри регионта ӗҫе тытӑниччен Йӗпреҫ чӑвашӗ ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Малашне Владимир Лабинов РФ Президенчӗн Карели Республикинчи представительствинче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимлӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Владимир Лабинов Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх тата ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗ пулнӑ.
В. Лабинова ҫӗнӗ должноҫе Карели Республикин Пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Тимофеев сӗннӗ. В. Тимофеев та РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ, унччен Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Чӑваш Енре ветропарк тӑвасшӑн. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва ведомство ертӳҫипе, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗпе Владимир Аврелькинпа сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура «Русский ветер» тулли мар яваплӑ общество Турцири Guris компанипе ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки калаҫнӑ.
180 МВт хӑватлӑ ветропарка 2018-2020 ҫулсенче тӑвасшӑн. Халӗ икӗ компани ветропарк строительствине инвестици хывасси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнче срокран тухнӑ эмел купине тупнине сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: купана кӑмпаҫӑсем вӑрманта ӑнсӑртран асӑрханӑ. Вӑл – ял ҫывӑхӗнчех. Унта вара ачасем выляҫҫӗ. Инҫех мар ӗнесем ҫӳреҫҫӗ. Эмелсем ачасене илӗртме пултарнӑ-ҫке-ха. Шӑпӑрлансем ӑна ҫӑвара хыпнӑ пулсан ку мӗнпе вӗҫленнине калама та хӑрушӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, 1,5 тонна эмел Чӑваш Енри складра упранма пултарайман. Эппин, вӗсене урӑх регионтан килсе тӑкнӑ.
Специалистсен пӗтӗмлетӗвӗ вара лӑплантармасть: эмелсем ҫыншӑн вилмелле хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Вӗсене тӗп тума йышӑннӑ. Ку ӗҫе «Экология» НПО ООО производство базинче пурнӑҫланӑ.
Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ те, Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри ялта вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл тӑрӑхри ушкӑнсенчен пӗринче ҫырни тӑрӑх хакласан халӑх вышка сывлӑха сиен кӳресрен пӑшӑрханса ӳкнӗн курӑнать. Анчах ҫав вӑхӑтрах тепӗр япала та – ӑмсану – сисӗнет. Вышкӑна вырнаҫтарма уйрӑм ҫын, Матвей ятлӑскер, хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче ирӗк панӑ иккен. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», - текенскерсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева та йыхравланӑ.
Пухурисем яваплисене тата тӳре-шарана вышкӑна ялтан аяккарах илсе кайма ыйтнӑ. Халӗ вӗсем пуҫлӑхсем хӑйсене илтӗҫ-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ.
Чӑваш Енри пӑхаттир-пуҫлӑх Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пырать.
Паян Шупашкар районӗнчи Станьялӗнче Муниципалитет пӗрлешӗвӗн служащийӗн тата пуҫлӑхӗн X кунӗ иртнӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, Михаил Игнатьев Элтепер хутшӑннӑ.
Виҫӗ енлӗ спорт ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров пӗрремӗш вырӑн йышӑнса «Пӑхаттир-пуҫлӑх» номинацире палӑрнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗнчи Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗнчи Денис Денисов.
Утӑ чи вӑйлӑ ҫулакан пуҫлӑх — Хӗрлӗ Чутай район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров, иккӗмӗшӗнче — Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов.
Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра хулари маршруткӑсене хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Транспорт сетьне оптимизациленӗ май темиҫе маршруткӑна пӗтересшӗн.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫак ыйту пирки калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх хушшинче соцыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсем троллейбуссемпе ҫӳреме килӗшнине, маршруткӑсем кӑмӑла кайманнине пӗлтернӗ-мӗн. Ҫавна май тӳре-шара хулари транспорт сетьне улшӑнусем кӗртесшӗн.
Ларура ҫак сӗнӳсене йышӑннӑ:
- 20 маршрута хупмалла, ҫав шутра 10, 14, 16, 18, 21, 24, 34, 36, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссемпе маршруткӑсене.
- 16 автобус тата 2 троллейбус маршрутне улӑштармалла.
- 22-мӗш маршрутлӑ троллейбуса йӗркелесси.
Кунсӑр пуҫне транспортӑн пӗр пайне ҫӗнетесшӗн. Улшӑнусем кӗртесси пирки документа ҫак эрнере пичетлӗҫ, кун хыҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |