Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлакра пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ял клубне юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттермешкӗн вӗсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пухнӑ.
Ял халӑхӗ тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе ывӑннӑ. Вӗсем клуба хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. Пишпӳлек район администраийӗ тата Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсене пӗр пус парса та пулӑшмасть.
Шел те, вырӑнти тӳре-шара укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть кӑна мар, ҫак нимелле пурнӑҫлакан ӗҫе те хутшӑнмасть. Йӑлпӑлак ҫыннисем вара пуҫ усмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне шанаҫҫӗ!
Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе Йӑлпӑлаксем ятарласа уҫнӑ «Контактри» ушкӑнра паллашма пулать
Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакансем чан ҫапаҫҫӗ. Ялти пӗртен-пӗр пӗве шурлӑха ҫаврӑнма пултарать.
Ҫуркунне Ишлей ял тӑрӑхне кӗрекен пӗве чӑтайман – ишӗлсе аннӑ. Кун хыҫҫӑн пӗвере шыв шайӗ чакнӑ. Унӑн хуҫи ҫук. Эппин, гидротехника сооруженине камӑн юсамалла?
Халӑх пӗвене юсаттарассишӗн тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Анчах вырӑнти тӳре-шара хӑнк та тумасть. Бетон арканма тытӑннӑ, тӑпра ишӗлме пуҫланӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви пӗвене вырӑнти влаҫ балансӗ ҫине илме сӗнет. Анчах лешсем илмеҫҫӗ.
Пушар тухсан мӗн тумалла? Ара, пӗверен шыв илме ҫук-ҫке. Вырӑнти влаҫ хӑйӗн балансӗ ҫине илменнипе юсав тӑвасшӑн мар. Тӳре-шара пӗвене сад юлташлӑхӗ ҫине куҫарма, кайран ятарлӑ программӑсене хутшӑнма сӗнет.
Халӑх вара мӗн тумаллине пӗлмест. Кӗҫех ҫыран ишӗлме пуҫлас хӑрушлӑх пысӑк. Тата ялта шывсӑр пурӑнма май ҫук.
Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Анчах вӗсем икӗ эрне ӗҫлесе татаҫҫӗ-ха.
Палӑртмалла: унта вӑй хуракансенчен пӗри пӗр уйӑхран сахалрах ӗҫлет. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлнӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑрӑва нумаях пулмасть 40-мӗш маршрут тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ун чухне транспорт пайӗнче ӗҫлекенсене полици пайне икӗ хутчен илсе килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем транспорт пайӗн пуҫлӑхне тата ӑна пӑхӑнакан ҫынна взятка илнӗшӗн тытса чарнӑ.
Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫи 6,2 процент ӳснӗ. Вӑтам шалу 23,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче саккун кӑларакансен шалӑвӗ вӑтамран 52,2 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 26,2 процент нумайрах.
Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вӑтам шалӑвӗ 24,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсен те пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан нумайрах, 6,8 процент ӳснӗ.
Суд тата прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем вара питех мухтанаймаҫҫӗ. Вӗсем уйӑхне вӑтамран 19 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ку муниципалитет служащийӗсенчен те пӗчӗкрех кӑтарту. Вӗсен шалӑвӗ 20,7 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Сӑмах май, республикӑри вӑтам шалу 24,5 пин тенкӗпе танлашать. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан 7,5 процент ӳснӗ.
Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.
Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Яковлев парадра сӑмах паманшӑн кӳреннине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун патне Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем килнӗ, каҫару ыйтнӑ.
Вӗсем унӑн хӗрӗнчен Верӑран та каҫару ыйтнӑ, ку ӑнланманлӑх пулса тухнине каланӑ.
Хӑнасем Алексей Алексеевича тимлӗ итленӗ, унӑн ыйтӑвӗсене хуравлама тӑрӑшнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ветеран пӑшӑрханнине пӗлсе тӑрсах мӗншӗн ун патне тухтӑр яман? Ҫакна никам та хуравлайман.
Ветеран каланӑ тӑрӑх, ун патне ҫак пулӑма пачах хутшӑнман ҫынсем каҫару ыйтма килнӗ. Сӑмах паман ҫынсем вара килсе курӑнман.
Чӑваш Енри вӑйпитти ӳсӗмри сусарсенчен 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле кашни виҫҫӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтермелле. Ҫакна «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра ҫакна республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Ун пирки тӳре-шара сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтупа халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен директорӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 86 пин ҫын сусӑр пурнать, вӗсенчен 27 пинӗшӗ — вӑйпитти ӳсӗмрисем. Ҫавсенчен кашни пиллӗкмӗшӗ кӑна производствӑна хутшӑнать. Ҫитес виҫӗ ҫулта Чӑваш Енре вӑйпитти ӳсӗмри сусӑрсенчен кашни иккӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Сусӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерессишӗнех предприяти-организацисенче вӗсем валли квотӑсем пӑхса хӑвараҫҫӗ: 100-тен ҫынлӑ коллективсенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен сусӑрсем валли икӗ процент пӑхса хӑвармалла, 35-100 вырнлисенче — 1,5 процент.
Чӑваш Енӗн экономика министрне Владимир Аврелькина Сергей Григорьев пулӑшса пырӗ. Ӑна ҫак эрнере Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне лартнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Сергей Григорьевӑн сӑнӳкерчӗкне, биографине хальлӗхе вырнаҫтарманччӗ-ха. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх хакласан, министерствӑри портфельлӗ пуличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн центрӗн ертӳҫи шутланнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Виталий Емельянова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ.
Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Ҫӗрпӳ район администрацине Андрей Павлов ертсе пыма пуҫланӑ. Унӑн кандидатурине малтан республикӑри конкурс комиссийӗ пӑхса тухнӑ. Унтисен «али витӗр» тухнӑскере Районти депутатсен пухӑвӗн XIV черетсӗр ларӑвӗнче ырланӑ, депутатсем кандидатурӑшӑн сасӑланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче тата Раҫҫейӗн коопераци университетӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине район администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе пичетлеменччӗ.
38 ҫулти пуҫлӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкра ҫуралнӑ. Муниципалитета вӑл Районти депутатсен пухӑвӗн хальхи созывӗ вӗҫлениччен ертсе пырӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн унчченхи пуҫлӑхӗн Александр Казаковӑн контракчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗҫленнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫул Михаил Игнатьев Элтепер 3,74 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку вӑл виҫемҫулхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш 424 пин тенкӗпе танлашнине кура пӗтӗмӗшле 4,16 миллион тенке ларнӑ.
Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ 4,35 миллион тенкӗ, 900 пин тенки пурлӑх сутса туни тесе хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Министрсен тупӑшӗ пирки сӑмаха паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче хускатнӑ. Светлана Енилина финанс министрӗ республикӑри тӳре-шаран шалӑвӗ пӗлтӗр ӳсменнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр унчченхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ. Финанс министрӗ депутатсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӳре-шаран пӗтӗмӗшле тупӑшӗ пысӑкланни пурлӑх сутса тупӑш курнипе, преподавательте тӑрӑшнипе, усӑ курма отпускшӑн компенсаци илнипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |