Малашне «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Гульмира Акимова ертсе пырӗ. Кун пирки Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Гульмира Акимова министерствӑра ӗҫленисӗр пуҫне Казахстанра, Арменире Раҫҫейӗн суту-илӳ представительствинче вӑй хунӑ. Юлашкинчен вӑл Пӗрлештернӗ авиастроительство корпорацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Аса илтерер: унччен «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине Ирина Клементьева ертсе пынӑ. Вӑлах Шупашкар мэрӗ пулнӑ. Халӗ Ирина Клементьева суд ыйшӑнӑвӗпе килтен тухаймасӑр ларать. Ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе следстви пырать, ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарас тӗлӗшпе эпир, ку ҫулталӑка шута илсен, 12-мӗш ҫул тӑрмашатпӑр. Пирӗн сайта тӗслӗх пек курса ҫак вӑхӑт хушшинче чӑвашлисем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем евӗрех шӑтса тухмалла пек те, анчах паянхи лару-тӑру ку апла маррине кӑтартать.
Чӑвашла тухакан хаҫат-журнал пирӗн республикӑри кашни районтах тенӗ пекех пур. Вӗсем те пулин хӑйсен сайчӗсене чӑвашла тумалла пек. Анчах, шел те, ку апла мар. Республикӑри тӳре-шара хаҫат-журналсен сайчӗсене ҫӗнетес тӗллев лартнине асӑрханӑ хыҫҫӑн (пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсен сайчӗсене ҫӗнетнине курмасӑр, паллах, юлмарӑмӑр) эпир вӗсене тишкерсе пӑхас терӗмӗр. Шел те, вӗсене хатӗрленӗ чухне сайт саккаслакансем чӑваш чӗлхи пирки манса кайнӑнах туйӑнчӗ. Районти хаҫат-журналсен хуҫийӗ ытларах чухне Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулнӑран чӑваш чӗлхине мӗншӗн тимлӗх уйӑрманни пирки вӗсенчен ыйтса пӗлес терӗмӗр. Ыйтӑвне авӑн уйӑхӗчченех ярсаччӗ-ха та, хуравӗ вара паян ҫитрӗ.
Хамӑр пирки кӑштах сӑмах хушмалла пуль.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫине Евгений Кадышева яваплӑ должноҫе йышӑннӑ ятпа саламланӑ.
Паянтанпа мэра суйланнӑ Евгений Кадышев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Хӑй халь тимлекен аслӑ шкулта вӗреннӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра электромонтертан ӗҫ биографине пуҫланӑскер каярах ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент, профессор пулса тӑрӑшнӑ.
Михаил Игнатьев Евгений Кадышева хула ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса ӗҫлеме ырӑ сунса каланӑ. Тӗл пулура Элтепер ӗҫ тӑвакан влаҫ тата муниципалитет пӗр шухӑшлӑн ӗҫлемеллине те палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре ҫурт-йӗре ӑшӑ пама пуҫларӗҫ-ха. Ӑна яланхиллех чи малтан социаллӑ учрежденисене ҫитереҫҫӗ, кайран — пурамалли ҫуртсемпе промышленноҫ предприятийӗсене. Ҫапах та республикӑри хӑш-пӗр объектра паян кун та сивӗ-ха. Ҫакӑ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлура палӑрнӑ.
Нумай объекта тунти кун—ытлари кун ӑшӑ пама палӑртнӑ. Газпа тивӗҫтерекенсен умӗнчен парӑмсем пурри те чӑрмав кӳрет, ҫапах та яваплисем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме шантарнӑ.
Хальлӗхе 5 ача пахчипе 9 шкулта ӑшӑ паман иккен. Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев вӗренӳ заведенийӗсене ӑшӑ парассине ҫывӑх кунсенчех вӗҫлеме шантарнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑшӑтма тытӑнмалла.
Нумаях пулмасть Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) «Трактор савучӗсем» концернран 30 миллиард тенке яхӑн шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫак хыпар хыҫҫӑн халӑхра тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хайхи савут панкрута тухасси пирки калаҫма-ҫырма тытӑнчӗҫ. Ку эрнере «Коммерсантъ» статья пичетлесе кӑларнӑ, унта Внешэкономбанк «Трактор савучӗсем» концернӑн аталану планӗ ӑнӑҫсӑррине, ҫавна май предприятие панкрута кӑлармашкӑн ыйту ҫӗклессине палӑртнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин «Промтракторта» пулнӑ, асӑннӑ сас-хура пирки хӑйӗн шухӑшне каланӑ. Савутри лару-тӑрӑва хакланӑ май вӑл предприяти панкрута тухассине ҫирӗплетмен, ҫав вӑхӑтрах хирӗҫлемен те. Министр шантарнӑ тӑрӑх, концерн панкрута тухсан та ӗҫлеме пӑрахмӗ.
«Ку ыйту пирки ҫывӑх кунсенчех татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ, панкрутлӑх процедурине пурнӑҫлани предприяти ӗҫӗ-хӗлне витӗм кӳмӗ», — тенӗ вӑл.
Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑри пысӑк предприятири ӗҫ-пуҫа сӑнаса тӑрӗ. Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен 8 пине яхӑн ҫынна урама кӑларса ямасса шанас килет.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Наци танлаштарӑмӗнче пӗр йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ.
«Республика пуҫлӑхӗ мэра тапӑннине пӑхмасӑрах вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, - тенӗ танлаштарӑм агентствин специалисчӗ. – Ӑна тапӑнни чылай экспертӑн шухӑшне япӑх енне улӑштарнӑ. Килнӗ информацие ӗненес тӗк, Михаил Игнатьев республикӑри тӗрӗслев органӗсенчен, прокуратурӑран, ШӖМрен Алексей Ладыкова хирӗҫ ӗҫ пуҫлама ыйтнӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, Гладков урамӗнчи 1100 ача ҫӳремелли шкула хӑпартни, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа анлӑ ӗҫлени (ҫитес ҫул Шупашкарта 36 ҫула юсасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ) Ладыковӑн ӗҫӗ-хӗлне лайӑх витӗм кӳнӗ.
Журналист Борис Бронштейн «Новая газета» (чӑв. Ҫӗнӗ хаҫат) хаҫатра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев районсенчен пӗринче пулнӑ чух сӗт-ҫу ферминче пулнинчен тӗлӗннине палӑртса ҫырнӑ.
«Ӑнланма ҫук официаллӑ пӗлтерӳ: Чӑваш Енӗн культура министрӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ чухне вӑкӑрсене самӑртмалли фермӑна тата тырӑ ампарне кӗрсе тухнӑ. Тем йӗркеллех мар пек-и? Тен, ку вӑл — йӑнӑш? Тен, тӗрӗсрех ҫапла: ял хуҫалӑх министрӗ районти музыка шкулӗнче пулнӑ. Ҫук, каллех тем йӗркеллех мар. Ҫапах та мӗн ҫырнине ӗненмеллех. Ҫитменнине тӳре-шара фермӑра пулнине республикӑн Культура министерствин сайтӗнче 15 сӑнӳкерчӗкпе кӑтартнӑ», — йӗкӗлтешет журналист.
Манӑн вара, эсир ирӗк парсан, культура министрне хӳтӗлес килет. Вырӑнти тӳре-шара ертсе кайнӑ та ӗнтӗ, вӑл хирӗҫлемен. Кунта вырӑнтисем пӗр министра тепринпе арпаштарнӑ тейӗн. Кушаккине вара патакки.
Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.
Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.
Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.
Ваттисен кунӗ ҫывхарса пырать. Уявра пенсионерсемпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ. Ваттисен ыйтӑвӗсене регионти темиҫе ведомство ӗҫченӗсем хуравлӗҫ.
Аса илтетер: ваттисен кунне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» вара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. 8(83352)39-36-81 телефонпа ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12-ччен шӑнкӑравлама май пур.
Ваттисен ыйтӑвӗсене республикӑри тӗрлӗ социаллӑ ведомство ертӳҫисем хуравлӗҫ: Пенси фончӗ, ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хутлӗх министерстви, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Социаллӑ страхлав фончӗ, Медицина страхлавӗн фончӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ этем правине унччен юстици министрӗ пулнӑ Надежда Прокопьевӑна хӳтӗлеттересшӗн тесе эпир ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтерер, маларах министр пулнӑ ҫын юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшрӗ. Вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе халӑх тарҫисенчен 35-шӗ Надежда Прокопьевашӑн сасӑларӗҫ. Ку кандидатурӑна иккӗн ырламарӗҫ.
Сасӑлама епле сасӑланине пӗлеймӗпӗр те, анчах сессире «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, чӑваш парламентӗнчи ҫав партин фракци ертӳҫи Игорь Моляков ӗнерхи тӳре-шара ҫынсен правине хӳтӗлессипе чунтан тӑрӑшасси пирки иккӗленнине палӑртрӗ. Ант тунӑ чухне Надежда Прокопьева тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |