
Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.
Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.
Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.

Тӗменри ачасен пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» 14-мӗш фестивалӗ иртнӗ.
Тупӑшӑва облаҫри ҫирӗм ытла наци культура пӗрлӗхӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире: халӑх тата эстрада вокалӗ, хореографи, илемлӗ сӑмах, наци декораципе хушма искусство, живопиҫ, кӳлепе енӗпе — хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса Ишим, Тӗмен, Ялуторовск, Тобольск, Заводоуковск хулисен, облаҫӑн кӑнтӑр пайӗнчи 18 район, Петропавловск хулин (Казахстан) юрӑҫисемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль гала-концертпа хупӑннӑ. Наци ӗҫӗсен комитечӗн, Тӗмен облаҫӗн тата Хула думин представителӗсем, наци общество пӗрлӗхӗсен тата ыр кӑмӑллӑх фончӗсен ертӳҫисем ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ «Хӗлхем» ушкӑнӗсем (кӗҫӗн тата аслӑ ӳсӗмрисем, ертӳҫи Ю. Лактионова) «Халӑх хореографийӗ» номинацире диплома тивӗҫнӗ. Ытти чӑваш ачи те вӗсенчен юлман. «Халӑх вокалӗ» номинацире Дмитрий Бендорф, Ксения Кучкильдинова, инструментпа калакансен хушшинче Мария Мироненко, ал ӗҫ ӑстисен хушшинче Исетск районӗнчи Солобоево ялӗнчи ачасен ушкӑнӗ (ертӳҫи Н.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Марина Федорова иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Тӗмен хулинче кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна та мар, унтан вӑл ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Икӗ пӑт таякан кире пуканне хӗр 114 хутчен ҫӗклесе 68 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗнче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Марина хальхи вӑхӑтра Санкт-Петербургри ҫарпа спорт академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Кӑҫал хӗршӗн чӑннипех те ӑнӑҫлӑ ҫулталӑк. Маларах вӑл Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
