Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать.
Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ.
43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче.
Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ.
Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Австринчи Пиллерзееталь айлӑмӗнче ҫар ҫыннисен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе ыран тӗнчери 54-мӗш чемпионачӗ иртӗ. Унта пирӗн Чӑваш Енри Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.
Аса илтерер, Кӑнтӑр Корейӑри хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ ентешӗмӗр кайран 2017-2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн виҫӗ тапхӑрне сиктерчӗ. Финлядинчи Контиолахтине юриех кайманнине, Норвегинчи Ослона ҫитме ӗмӗтленнине Татьяна Инстаграмра та ҫырчӗ-ха. Чӑваш биатлонистки ун чух чирлесе ӳкнӗ. Унта вӑл ҫӗршыв командине ӑнӑҫу суннӑччӗ. Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн Тӗменти иртнӗ тӑххӑрмӗш тапхӑрне те хутшӑнмарӗ.
Sports.ru сайтра ака уйӑхн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей биатлонисчӗсенчен Австрири ӑмӑртӑва Антон Бабиков, Максим Цветков, Ульяна Кайшева тата Петр Пащенко хутшӑнӗ.
Ямал-Ненецк автономи округӗн Муравленко хулинчи Лира Губарева йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пыракан «Хавас» чӑваш юрри ансамблӗ «Планета талантов» (чӑв. Пултаруллисен планети) проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
«Хавас» ансамбль пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Маттурскер, ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркеленӗ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче «Шевле» ача-пӑча ансамбльне те пуҫарнӑ.
«Хавас» ушкӑн Тӗменте, Нижневартовскра, Нефтеюганскра, Лянторта, Ноябрьскра, Ханымей поселокӗнче концертсемпе пулнӑ.
Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ.
«Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах.
Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле.
Тӗменти чӑваш пуканине ӑсталакан маттурсемпе вӑл тӑрӑхри «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен облаҫӗ паян) интернет-хаҫат паллаштарнӑ.
«Тюменские чуваши берегут свадебный наряд весом пятнадцать килограммов» ят панӑ материалта Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ тӑван халӑх культурине упраса хӑварассипе хастар ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, «Тӑван» ассоциацие унти аслӑ шкулта ӗҫлекен Ираида Маслова ертсе пырать. Пӗрлешӗве Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухса кайнӑ Антоновсен ҫемйи (вӗсем — усламҫӑсем) те самай пулӑшать. Кун пирки Ираида Маслова ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтерчӗ.
Тӗменти чӑваш культурин центрӗнче иртнӗ «Народная кукла своими руками» (чӑв. Хамӑр алӑпа халӑх пукани) маҫтӑр-класа та Ольга Антонова ертсе пынӑ.
«Асӑрхӑр! Ҫапла! Ҫапла! Ҫапла! Кӗтсе илтӗмӗр!» — хӑйсем патӗнче иртекен чӑваш эстрада артисчӗсен гала-концерчӗ пирки хавасланса пӗлтернӗ Питӗрти тата Ленинградри чӑвашсен Фейсбукри ушкӑнӗнче.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Питӗрти «Буревестник» (чӑв. Тӑвӑл кайӑкӗ) концерт программи те паллӑ. Унта Валерий Клементьев, Алена Акӑшпи, Вячеслав Александров, Роза Степанова, Людмила Кинер чӑваш эстрада артисчӗсем; Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Мурманск, Мускав, Чулхула, Самар, Тӗмен тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчи тата Эстонири Таллинти тата Нарва хулисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ.
Тӗменти чӑвашсем Сурхури уявне анлӑн уявланӑ. Кун пирки вырӑнти ВГТРК-на кӗрекен «Регион-Тюмень» хыпарлать. Чӑвашсем тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ: Исетскинчен, Арамашевӑран, Тӗменрен. Кашни район хӑйсен йӑли-йӗркисемпе паллаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Сурхури — авалтан пыракан чӑвашсен уявӗ. Енчен те маларах ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра, чӑвашсем православи тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн, Раштавран Кӑшарниччен ирттереҫҫӗ. Сурхури ирттерме ӗлӗк ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав канӑвне ирттерме меллӗ те кӑмӑллӑ чи йӳнӗ виҫӗ хула шутне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Хӑйне евӗрлӗ ҫак танлаштарӑма хӑна ҫурчӗсенчи номерсене йышӑнса хума май паракан tvil.ru сайт тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсене тӗплӗ пӑхса-тишкерсе хатӗрленӗ. Шупашкарсӑр пуҫне Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав каникулне ытлашши тӑкакланмасӑр ирттерме меллӗ чи йӳнӗ вунӑ хула йышне Брянск, Самар, Новосибирск, Тӗмен, Новокузнецк (Кемӗр облаҫӗ), Волгоград, Тула, Кисан тата Люберцы (Мускав облаҫӗ) кӗнӗ.
Танлаштарӑма кӗнӗ ҫак хуласенчи хӑна ҫурчӗсенче туристсем вӑтамран 1-3 талӑклӑха чарӑннӑ, пӗр талӑкшӑн 1,1-2,1 пин тенкӗ тӳленӗ.
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |