 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 «Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка ҫулсенрен иртекеннисен йышне кӗрет. Кунашкал суту-илӗве республикӑн кашни кӗтесӗнче йеркелеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар — Шупашкартах, ав, вӑхӑтлӑх ял хуҫалӑх пасарӗ валли уйӑрнӑ вырӑнсем темиҫе теҫетке ытла. Пирӗн республикӑра ӳстернӗ апат-ҫимӗҫе туянас тесен ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать: Шупашкар — 23-50-55, 23-50-59, 23-50-57; Ҫӗнӗ Шупашкар — 73-72-04, 74-56-66; Канаш — (835-33) 2-27-01; Ҫӗмӗрле — (835-36) 2-28-16; Улатӑр — (835-31) 2-00-19, 2-02-70.
Ҫулсерен иртекен пасарсем чылай тӑрӑхра авӑнӑн 7-мӗшӗнтенпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, уҫӑлмалла.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка Тӑвайра та иртӗ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑл ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ умӗнче иртмелле. Ярмӑрккӑра ытти ҫулсенчи пекех ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсен хунавӗсемпе тӗмсем, районта туса илекен паха ял хуҫалӑх продукцийӗ, халӑха кирлӗ таварсем сутӗҫ, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем ҫитӗнтернӗ продукцисен, уйрӑм усламҫӑсем тӑратнӑ изделисен, ӑстасен ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха савӑнтарма концерт, театрализациленӗ представлени пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсем те, район администрацийӗ те ярмӑрккӑна тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
