Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.
«Сывлӑх» наци проекчӗн енӗсенчен пӗри – ҫул-йӗрте аварие лекнисене вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳресси.
Ҫавна май федераллӑ трассӑсем ҫывӑхӗнче 3 шайлӑ травматологи центрӗсем уҫӑлмалла. Республикӑри районти тӗп больницӑсенче пуринче те реанимобильсем пулӗҫ (ҫакӑ пӗр шайлӑ шутланать). Шупашкар районти тӗп больницӑна вара кунсӑр пуҫне тата компьютер томографӗ, УЗИ-аппарат, рентген оборудованийӗ уйӑрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл икӗ шайли пулӗ. Федераци бюджетӗнчен Шупашкар районӗн пульницине 40 миллион тенкӗ килмелле.
Ӗнер, авӑнӑн 12-мӗшӗнче, В.В. Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Чӑваш Енре вӑл вӗрентӳпа сывлӑх сыхлас енӗпе ӗҫлекен наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ.
Владимин Путин Шупашкарти перинаталь центрне, тухтӑрӑн пӗтӗмӗшле практика офисне тата гимназине ҫитсе курнӑ, унти ӗҫсемпе паллашнӑ.
Ҫавӑн пекех Раҫҫей президенчӗ Тренкасси вӑтам шкулне ҫитсе курнӑ. Унта Чечня Республикипе, Белгородпа Калининград облаҫӗсемпе интертетел-конференци ирттернӗ.
Каҫхине вара Путин Чӑваш Енпе сывпуллашса каялла, Мускава вӗҫсе кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.