Чӑваш Енре пульницӑсенчи чи лайӑх регистратурӑна суйланӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ нумаях пулмасть паллӑ пулнӑ.
Конкурса сасӑлав мелӗпе ирттернӗ. Вӑл тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Тӳресен вырӑнӗнче пациентсем хӑйсем пулнӑ. Вӗсене ятарлӑ анкетӑна ҫырма сӗннӗ. Унта регистратура хӑтлӑхне, унта ӗҫлекенсен ыркӑмӑллӑхне, пахалӑхне палӑртмалла пулнӑ.
Ҫавӑн пекех пациентсене анкетӑра тухтӑрсемпе кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ маррине палӑртма ыйтнӑ. Тухтӑрсен графикӗ пурнӑҫланса пырать-и? Участковӑйне киле чӗнме ҫӑмӑл-и? Йӑлтах анкетӑра палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн районсенчи чи лайӑх регистратура - Канашри тӗп пульницӑра. Хула регистратурисен йышӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнтернӗ. Республика шайӗнче Президент пепкелӗх центрне ҫитекенни пулман.