Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Енри кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 5442 ача ҫуралнӑ. Ҫакна пӗр пин ҫын пуҫне куҫарса хакласан 13,4 тӗпренчӗк тивет. Раҫҫейре ку кӑтарту 12,7-пе, федерацин Атӑлҫи округӗнче 12,8-па танлашать.
Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ача ҫуратакансем йышланаҫҫӗ иккен. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесем 10 455 шутланаҫҫӗ. Вӗсенче 33 пин те 833 ача ӳсет. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла нумай ачаллисем 9709 ҫемьепе танлашнӑ, вӗсенче 31 502 ача пулнӑ. Кашни 15-мӗш ҫемьере виҫӗ е ытларах ача ӳстереҫҫӗ.
Ҫапах та кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра, кӑрлач-ака уйӑхӗсенче, 100 ача сахалтарах ҫуратнӑ. Специалистсем ҫакна паян 1990-мӗш ҫулсенче ҫуралнисем ӗҫлеме тата ача ҫуратма пуҫӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ача ҫуратакансем сахал пулнӑ.
Agabazar // 4190.45.0057
2015.06.14 13:09 | |
Иккӗлле ӑнланмалла каланӑ. Тӗрӗссипе апла та мар-ха. Ҫуралакансен йышӗ ма пӗчӗк: Ҫуратакансем сахалран е Ҫуратаканни "наянран"? | |
