Казахстанра ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта 79 ҫӗршывран 520 спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Дагестанран 7-ӗн пулнӑ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗл ернӗ тӑрӑх, ҫиччӗшӗ те медальпе таврӑннӑ. Ылтӑн ҫӗнсе илнӗ А.Садулаев, Г.Рашидов, З.Угуевпа пӗрле И.Тражукова пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗ Инна Тражукова юлашки икӗ ҫул Дагестан командишӗн кӗрешет.
Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменсене Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев саламланӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗсене ҫӳллӗ шайри ӑмӑртура тӗнчери чи лайӑх результатсем кӑтартнӑшӑн мухтанӑ. Физкультурӑпа спорта аталантарнӑшӑн тата спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Дагестан Пуҫлӑхӗ спортсменсемпе тренерсене патшалӑх наградисем панӑ.
Инна Тражукова «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра искусствӑлла курӑклӑ футбол уйӗсем тума палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен спорт министрӗ Михаил Богаратов районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Спорт сооруженийӗсене Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче, Етӗрнепе Шупашкар хулисенче тума палӑртнӑ. Ядрин и Чебоксары. Вӗсенче футбол уйӗсен вырӑнӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсенче унччен хатӗрленӗ эскиз проекчӗсем те пур.
Аса илтерер: Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ.
Спорт сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетме, пурлӑхпа техника базин никӗсне вӑйлатма 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ.
2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ.
Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ.
Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пиллӗкмӗш хут тивӗҫнӗ.
Художество гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ Азербайджанри Баку хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫей спортсменӗсем 10 ылтӑн медальтен саккӑрӑшне ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсен — икӗ кӗмӗл тата виҫӗ бронза медаль. 5 мечӗкпе тунӑ хӑнӑхтарупа Раҫҫей спортсменкисем 30,00 балл пухнӑ. Ку вӑл — тӗнче чемпионачӗшӗн те, художество гимнастики енӗпе командӑсен ӑмӑртӑвӗшӗн те рекорд.
Ҫӑлтӑрлӑ ушкӑнти Шупашкар хӗрӗ — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Пултарулӑхне тӑватӑ ҫултанпа художество гимнастики енӗпе туптать вӑл. Маларах Чӑваш Енӗн художество гимнастикин республикӑри командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха илнӗ. 12 ҫулта Чулхулари олимп резервӗн училищине, художество гимнастикин уйрӑмне, вӗренме кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ӑна 2017 ҫулта йышӑннӑ.
Ку шӑматкун республикӑра массӑллӑ мероприяти – «Наци кросӗ» - иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта старта 5 пин ытла ҫын тухнӑ. Спорта юратакансене улшӑнса тӑракан ҫанталӑк та хӑратман. Чылайӑшӗ «Наци кросне» ҫемйипех хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта старта тухнӑ чи аслӑ ҫын 78 ҫулта пулнӑ. 1941 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тухтӑрсенчен справка илсех килнӗ. Кинемей ыттисемпе пӗрле чупнӑ.
«Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулчӗ. Мероприятие републикӑри районсемпе хуласенче пухӑннипе пӗрлех Шупашкарта та пуҫтарӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртекен чупӑвӑн Шупашкарти тӗп стартне Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Юрӑ уйӗнче йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва уҫма Лана Прусакова фристайлистка хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ыттисем те пулнӑ.
«Наци кросне» тухнисем ҫулне кура тӗрлӗ инҫӗшне ҫӗннӗ: 1, 3, 4, 6, 8, 12 километра. Чӑваш Ен Правительствинче ӗҫлекенсем те яланхиллех старта тӑнӑ. Светлана Енилина премьер-министр финишра палӑртнӑ тӑрӑх, тӳре-шара мала тухма тӗллев лартман, халӑхпа пӗрле пулас тенӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Александрова Русский (чӑв. «Вырӑс») ҫурмаутрав тавра иртнӗ «Русская кругосветка» ишеве хутшӑннӑ. Спортсменсем пӗр талӑк ишнӗ.
Кашни спортсмен шывра ҫур сехет ишнӗ, унтан катер ҫине хӑпарса каннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Павел Комаров, хӗллехи ишев енӗпе чемпион ятне илнӗ Евгений Зозуля, Оксана Белецкая тата Руслан Зуев пӗршер сехет ишнӗ.
Старт авӑнӑн 14-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулнӑ. Спортсменсем тепӗр кун ирхи 8 сехетре финиша ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӗсем 50 ҫухрӑм ытла парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: ӑмӑртӑва 21 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 12-шӗ ултӑ ҫул каялла Беринг пырӗ урлӑ ишнӗ. Ҫав йышра пирӗн Татьяна Александрова та пулнӑ.
«Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Мероприяти републикӑри районсемпе хуласенче иртӗ. Чи пысӑк старт Шупашкарта пулӗ.
Кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, мероприяти кӳлмекре, Юрламалли уйра, иртӗ. Кроса хутшӑнакансене 8 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен регистрацилӗҫ. 11 сехет те 45 минутра мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Чи малтан 3 ҫухрӑм чупакансем старта тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӳсӗмрисем тӗрлӗ дистанцие чупӗҫ. Юлашкинчен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чыслӗҫ.
«Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри икӗ спортсмен Пензӑри марафона хутшӑнса 500-шер пин тенке тивӗҫнӗ. Сӑмах май, ку марафон виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Перьмре иртнӗ пӗтӗм тӗнчери марафона Шупашкарти Александр Новиков хутшӑнса абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл 42 ҫухрӑма 2 сехет те 20 минут та 17 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Хӗрарамсен йышӗнче те Шупашкар спортсменки ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗн хӗрӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Татьяна Архипова ҫак дистанцие 2 сехет те 30 минут та 4 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Вӑл хӗрарӑмсен йышӗнче сезонри чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |