Елена Иванова ҫак кунсенче Лондонра иртекен XIV Паралимп вӑййисенче иккӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ. Пӗрремӗшне вӑл темиҫе кун маларах 200 метр чупассипе ҫӗнсе илчӗ пулсан, ӗнер вара 4х100 метр эстафетӑра Анастасия Овсянниковӑпа, Светлана Сергеевӑпа тата Маргарита Гончаровӑпа пӗрле мала тухма пултарчӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле вӑхӑчӗ — 54,86 ҫеккунт. Иккӗмӗш вырӑнта Китай спортсменкисем (55,65 ҫ.), виҫҫӗмӗшӗнче — акӑлчансем (56,08 ҫ.).
Ҫитес вӑхӑтра, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Елена тепре ӑмӑртӗ — хальхинче унӑн 100 метр чупма тивӗ.
Саламлатпӑр! Малалла та ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Ҫурлан 12-мӗшӗнче Лондонри XXX Олимп вӑййисем вӗҫленчӗҫ. Ку вара Нарат ялӗнче пурӑнакансене пӗрре те куллянтармарӗ — вӗсем тӗнче шайӗнчи чи пысӑк спорт ӑмӑртӑвӗ хупӑннине халалласа «Ҫирӗп ӳт-пӳре — ҫирӗп сывлӑх» ятлӑ спорт уявне ирттерчӗҫ, унта ача-пӑча хутшӑнчӗ. Н.Перцева вара Нарат ял вулавӑшӗнче ятарлӑ «Спорт — ман тус» курав йӗркелерӗ, олим вӑййипе кӑсӑк викторина ирттерчӗ.
Ӑмӑртусене пур ача явӑҫрӗ — шкул ҫулне ҫитменнисемте вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлӳ пухакансем те. Чи маттурисемпе хастаррисем ҫаксем пулчӗҫ: Иванов Максим, Семенов Семен, Андрей Кармаков, Наташа Трифонова, Вова Мадянов. Вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.
Аслӑ Британин тӗп хулинче, Лондонра, ҫак кунсенче олимп вӑййисем иртеҫҫӗ. Унта пирӗн республикӑран та спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ, ҫав шутра Татьяна Архипова та.
Паян марафон чупрӗҫ — 42 ҫухрӑм тӑршӗлле ҫула пирӗн ҫӗршывран виҫҫӗн тухрӗҫ: Альбина Майорова, Лилия Шобухова тата Татьяна. Лилия вӗҫне ҫитеймерӗ, 20 ҫухрӑм иртсен хӑйне япӑх туйма пуҫланӑран ӑмӑртӑва вӗҫлерӗ.
Пирӗн ентеш Африка спортсменӗсене ҫеҫ мала ярса виҫҫӗмӗш тухма пултарчӗ. Вӑрӑм ҫула вӑл 2:23:29 вӑхӑтра вӗҫлерӗ. Ку вӑл мала тухнӑ Эфиопи спортсменӗнчен 22 ҫеккунт нумайрах. Иккӗмӗш вырӑна Кенирен тухрӗ — 2:23:12.
Саламлатпӑр!
Утӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ чӑваш спортсменӗсемпе тата вӗсен тренерӗсемпе тӗл пулнӑ.
Ҫуллахи ХХХ Олимпиада вӑййисем 2012 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 12-мӗшӗччен Лондонра иртеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗп ӑмӑртусене пирӗн республикӑран 5 спортсмен хутшӑнӗ:
Ирина Калентьева, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче чемпионки, тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионачӗсен призерӗ, ХХIХ Олимп вӑййисен бронза призерӗ (маунтинбайк);
Татьяна Архипова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ХХIХ Олимпиада вӑййисене хутшӑннӑскер, 2007 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн чӑрмавсем урлӑ 3 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейӗн 2011 ҫулхи чемпионачӗн 10 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Токиора 2011 ҫулта иртнӗ марафонӑн бронза призерӗ (ҫӑмӑл атлетика — марафон);
Альбина Майорова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, XXVIII Олимпиада вӑййисене марафон чупӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Японире иртнӗ тӗнче марафонӗн ҫӗнтерӳҫи (ҫӑмӑл атлетика — марафон);
Кристина Савицкая, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, 2011 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн бронза призерӗ, 2011 ҫулта тӗнчери ҫамрӑксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Раҫҫейӗн ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗн (ҫӑмӑл атлетика — ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗ) чемпионки;
Елена Наговицына, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, 2011 ҫулта 10000 метра чупассипе Раҫҫей чемпионки, Раҫҫейӗн 2012 ҫулхи чемпионачӗн 5000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, ҫӑмӑл атлетика (5000 метра чупасси).
Утӑн 18-23-мӗшӗсенче Шупашкарта маунтинбайкпа Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Пӗрремӗш кун эстафетӑпа 15-16 ҫулхи хӗрсем ӑмӑртнӑ.
Хӗрсем хушшинчи Санкт-Петербург командинчи Анастасии Сумцова ҫӗнтернӗ, ун хыҫҫӑн финиша Тинӗсҫум Енри Кристина Макроусова ҫитнӗ. Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Марина Семенова — виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Саламлатпӑр!
Акӑ, тахҫантанпа чунтан кӗтекен кун ҫитрӗ. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 14-мӗшӗнче, Тӑвайра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Аль» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ уҫӑлчӗ.
Район центрӗнчи кӑна мар, республикӑри чи хитре капмар ҫуртсенчен пӗри пулнӑн туйӑнать вӑл. Ытти районсеннинчен чылай лайӑхрах пек. Мӗншӗн тесен ӑна тума нумайӑшӗ чун ӑшшине панӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа строительсем, массӑллӑ субботниксен вӑхӑтӗнче тирпей-илем кӗртес ӗҫсене хутшӑнакансем таранах. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем ҫав паллӑ уява хатӗрленсе, комплекс умӗнче кунсерен репетицисем ирттерчӗҫ. Комплекс шӑпи, тӗрӗссипе, республика Пуҫлӑхӗ, министрсем таранах хумхантарчӗ.
Ахальтен мар пуль ӑна уҫма Михаил Васильевич Игнатьев, ЧР физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, Раҫҫей Спорт министерствин физкультурӑпа массӑллӑ спорт Департаменчӗн директорӗ Марина Томилова (Мускав), Алтай Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Огнев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Ивановпа Генрих Васильев тата ытти сумлӑ хӑнасем, хаҫат-журнал, телевидени редакцийӗсен журналисчӗсем йышлӑн килнӗ.
Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн).
Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Тӗмер, Пуянкасси, Нӑрваш шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех Чутейпе Йӑнтӑрчӑ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ.
Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах.
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса Сергей Владимирович Мельникова Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ.
Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ.
Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников Ҫӗмӗрлери ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май Михаил Игнатьев Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр.
Пӗлтӗр кӑҫалхи ҫӗртмен 13–18-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен вӑйисене ирттерме йышӑннӑччӗ. Ӑна йӗркелесси пирки Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев акан 25-мӗшӗнче Мускавра канашлура пулчӗ. «Вӑйӑсене Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Александр Петриков. «Кӑҫалхи ял ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗсене Чӑваш Енре ирттерме халӑх юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх тата спорт енӗсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунине кура суйларӑмӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. Михаил Игнатьев хушса каланӑ тӑрӑх Чӑваш Ен халӑхӗн 29% кашни кун тенӗ пекех пушӑ вӑхӑтне спортпа туслӑн ирттерет: «Юлашки вӑхӑтра ялсенче 22 ҫӗнӗ спорт-кермен хута янӑ, кӑҫал тата иккӗшне уҫасса кӗтетпӗр. Вара, 2012-мӗш ҫулта, республикӑри мӗнпур ял ҫынни спорт-кермене ҫӳреме пултарӗ».
Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх 17 тӗслӗ спорт вӑййисем Шупашкарти «Олимпийский», «Энергия», «Спартак» тата «Труд» стадионсенче, ял хуҫалӑх академинче, Шупашкар кооператив институтӗнче иртӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.
Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.
Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен.
Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |