Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, республикӑра та Олимп кунне уявлаҫҫӗ. Спорт уявне халаласа республика районӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Вӑрнар районӗ те хӑйӗн ҫыннисене сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пропагандӑлать. Ҫавӑнпа та паян Вӑрнарти «Химик» стадионта 10:00 сехетре Олимп кунне уявлама пухӑнаҫҫӗ.
Ҫак кун валли районта ятарлӑ программа та хатӗрленӗ пулнӑ. Унта ҫак спорт тӗсӗсене кӗртнӗ: мини-футбол (арҫын командисем хушшинче, 8 ҫын), пляж волейболӗ (арҫынсемпе хӗрарӑмсен командисем хушшинче), стрит-бол (арҫынсен командисем хушшинче), дартс (кӑмӑл тӑвакансем).
Вӑрамар районӗнче Олим кунне йӗркелекенсем спорт кунӗ сывлӑхлӑ, тулли кӑмӑлпа, тухӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ.
Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ.
Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ.
Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ.
Хусанти Универсиада ҫитиччен пӗр эрне ытларах кӑна юлчӗ ӗнтӗ. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ командине йӗркелессипе ятарлӑ суйлава та ирттернӗ пулнӑ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн 8 ентеш Раҫҫейӗн командине лекме пултарнӑ: инҫете чупаканссипе Алина Прокопьевӑпа Наталья Пучкова; хӑвӑрт утассипе — Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова; нумайла ӑмӑртассипе — Кристина Савицкая; кӗрешессипе — Екатерина Краснова тата теннис вӑййипе выляссипе — Антонина Савельева. Тата темиҫе спортсмен саппасра пулӗ. Пӑхатӑн та ҫак йыша, тӳрех шухӑш ҫуралать — пирӗн хӗрсем кӑна маттур иккен, каччӑсем спорт ҫитӗнӗвӗсенче вӗсенчен темшӗн каярах.
Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури, спорт тата туризм министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх кашни спорт тӗсӗпе списока ҫитес кунсенче йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне тата республикӑри 50 яхӑн тӳре (судья) Универсиада ӑмӑртӑвӗн йӗркисене тытса пырӗ.
Хусанта иртекен тӗнче шайӗнчи ҫуллахи XXVII Универсиада утӑн 6–17-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.
Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.
Ҫӗртмен 20–23-мӗшӗсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа япӑх илтекен спортменсем хушшинче чемпионат иртнӗ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫесем Болгари ҫӗршывӗн София хулинче иртекен XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййине хутшӑнӗҫ. Пирӗн 3 ентеш те — Анастасия Мамлина, Иван Пакин тата Андрей Андреев — иртнӗ кунсенчи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх унта кайма ҫул уҫнӑ. Мамлина, Пакин, Андреев — олимп резервӗ йышне кӗрекен 1-мӗш ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем.
Шупашкарта иртекен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пурӗ Раҫҫейри 247 вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче хастарлӑхпа палӑрма пултарнӑшӑн эпир хамӑр ентешсене чун-чӗререн саламлатпӑр!
Тунтикун, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту пуҫланчӗ. Чӑваш Енӗн спортсменсем ӑмӑртун пӗрремӗш кунӗнчех 4 медале тивӗҫнӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ылтӑн, пӗрри — кӗмӗл медаль.
Чӑваш Енӗн минспортра пӗлтернӗ тӑрӑх йӗтре тӗртмелли секторта чи лайӑх кӑтартусене пирӗн ентеш, спорт мастерӗ Евгения Смирнова кӑтартнӑ пулнӑ. Вӑл снаряда 16 метр 42 сантиметр инҫӗше текнӗ.
Чӑрмавсем урлӑ каҫса чупнинче вара финала тӳрех пирӗн икӗ спортменка тухнӑ пулнӑ. Екатерина Блескина — 13,55 секунд кӑтартупа ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Екатерина Павлик вара 13,96 секунд кӑтартупа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тепӗр ылтӑн медале Татьянова Ефимова тивӗҫнӗ пулнӑ. Вӑл 5 пин метр тӑршшӗ чупӑва 16 минут 39,54 секунд хушшинче тухма пултарнӑ.
Асӑннӑ ӑмӑрту виҫӗ кун пырӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионти пӗтӗмпе 593 спортсмен хутшӑнӗ.
Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫейӗн ҫамрӑксен пӗрлешӳллӗ командине йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем вара патшалӑх чысне утӑн 11–14-мӗшсенче Финлядиг Тампер хулинче иртекен Европа чемпионатӗнче хӳтӗлӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ кӗрешӳҫӗ «Еврази чемпионӗ» титула ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӗве тухӗ. Ӑмӑрту ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Шупашкарта иртӗ.
Республика кунӗнче Чӑваш енри, Мускаври, Сарӑтури тата Махачкалари 14 спортсмен Шупашкарти «Энергия» стадиона пухӑнӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ кӗрешӳрен — кудо, каратэ, тхэквондо, бокс, хутӑш кӗрешӳ енӗсем, кикбоксинг — тӑрӗ. Пирӗн республикӑна Тӗнче кубокӗн кӗмӗл призёрӗ Артур Шишокин хӳтӗлӗ. Вӑл Рамазан Разаков тӗнче чемпионӗпе тупӑшӗ. Хӗрарӑмсенчен вара Тӗнче кубокне кикбоксинг енӗпе пӗлтӗр ҫӗнсе илнӗ Ирина Спиридонова ринга тухӗ.
Кӗрешӗве курас текенсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ иккен. Ӑмӑрту каҫхи сакӑр сехетре пуҫланмалла.
Ыран, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче стадион уҫаҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженине хута яма 54 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Футбол уйне искусствӑлла материалтан сарнӑ.
Стадион уҫнӑ ятпа ыран районта пысӑк уяв ирттерӗҫ. Район администрацийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе спортсменсем парада тӑрӗҫ, артистсем вара юрласа та ташласа кӑтартӗҫ.
Спорт ҫуртне уҫма республикӑри пысӑк пуҫлӑхсем килсе ҫитмелле-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов та.
Стадиона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн «Спорт ҫемйи» фестиваль пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем Чӑваш Ен Элтеперӗн парнине ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртӗҫ. Конкурс спортӑн тӗрлӗ енӗпе иртмелле: сӑмахран, чупассипе, дартс, урамри баскетбол, хутӑш эстафета, ишес, сикес тӗлӗшпе.
Ҫитес кану кунӗсенче Шупашкар хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет.
Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ.
Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр!
Ыран, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Асхвари «Урожай» стадионра Канаш районӗн Акатуйӗ иртӗ. Уяв ирхринех, 10 сехетре пуҫланӗ те каҫхине вӗҫленӗ. Яланхи пекех сире спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура программи кӗтӗ. Халь кӑна илтрӗр пулсан сире пурне те ҫак уява йыхравлатпӑр!
Мӗнле кӑна ӑмӑрту пулмӗ-ши... Ирхине (Акатуй пуҫлас умӗн пуль-ха) шкул ҫулне ҫитмен ачасем 60 метр чупӗҫ. Каярах вӗсем ҫӗр метр велосипедпа ярӑнса тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту хатӗрӗ — велосипечӗ — хӑйсен пулмалла имӗш.
10 сехетре, Акатуя уҫнӑ вӑхӑтра мини-футбол ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ. Районти ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ушкӑнӗсем ӗнерех, ҫӗртмен 6-мӗшӗнчех тупӑшнӑ, уяв вӑхӑтӗнче вара ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине палӑртмалла иккен.
Канаш районӗн Акатуйӗнче ытти енлӗ ӑмӑртусем те сахал мар: кашта ҫинче туртӑнасси; дартс пересси; кире пуканӗ йӑтасси; ал вӑйне виҫесси; волейболла вылясси; пӗрене ҫинче кӗрешесси; кӗрешӳ; вӗрен туртасси; тата ыт. те. Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ пирки те манмалла мар.
Юрӑ-ташӑ сасси кунӗпех янрӗ, техӗмлӗ апат шӑрши инҫетри ялсене те ҫитӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |