Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
«Тӑван ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Апаш шкулӗнчи 11-мӗш класра веренекен Лилия Арефьева спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ. Лилия ҫак ҫитӗнӗве Саранск хулинче ирӗклӗ майпа кӗрешекен 1992-1993 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем хушшинче иртнӗ Атӑлҫи федераллӑ округри ҫӳллахи спартакиадӑра тунӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Лилия ӑмӑртӑва питӗ те каясшӑн марччӗ. Ӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кунсенче шкулта юлашки шӑнкӑрав иртрӗ. Ҫине тӑрсах кайрӑмӑр. Акӑ, халь, пӑх та кур — спорт мастерӗ те пулса тӑтӑмӑр», — тет хӗрӗн тренерӗ В. Смородинов.
Чӑваш халӑх сайтчӗ хӗре малашне те ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑнасса шанать, ӗҫре те пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунать.
Ӗнер Кировра Атӑлҫи Федераллӑ округӗн кёкусенкай уҫӑ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пирӗн республика ушкӑнӗ пуш алӑпа таврӑнмарӗ — пилӗк ылтӑн медаль илсе килчӗ. Кӗрешӳ ҫӑмӑл пулмарӗ — Мӑкшӑ, Пушкӑрт Республикисемпе Киров, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗн спортсменӗсем те малти вырӑна тухма тӑрӑшрӗҫ.
Ылтӑн медальсене ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ:
■ Андрей Данилов (40 кг йыварӑшшисен хушшинче);
■ Денис Краснов (45 кг йыварӑшшисен хушшинче);
■ Роман Чернов (50 кг йыварӑшшисен хушшинче);
■ Сергей Петров (55 кг ытла таяканнисен хушшинче);
■ Кристина Фёдорова (45 кг йыварӑшшисен хушшинче);
Мала тухнӑ спортсменсем малашне хӑйсен маттурлӑхне пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртекен ӑмӑртура кӑтартма тивӗ — унта Раҫҫей шайӗнчи кӗрешӳ пулӗ. Вӑл Тамбовра иртӗ. Эпир вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр!
Иртнӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ килте канас вырӑнне сывлӑхне ҫирӗплетме йӗлтӗр ҫине тӑчӗ. Чӑваш республикинче те «Йӗлтӗр йӗрӗ–2009» спортпа сывлӑх уявӗ кӗрлерӗ.
Мӗнпур предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисем, студентсемпе вӗрентекенсем, туслӑ ҫемьесем — пурте спортсменсемпе харӑссӑн йӗлтӗр ҫине тӑма тӑрӑшрӗҫ.
Ку черетлӗ уявран чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн туслӑ йышӗ те пӑрӑнса юлас темерӗ, кашни ҫулхи пекех йӗлтӗр ҫине тӑчӗ.
Студентсен кӑмӑлне уйрӑмах вӗсемпе пӗрлех вӗрентекенсем, деканат ӗҫченӗсем те чупӑва тухни хавхалантарчӗ.
Кунта Родионовсен туслӑ ҫемйи — Виталий Григорьевич деканпа Эльвира Ильинична вӗрентекен, А.С. Егоровӑпа А.Л. Филиппов декан ҫумӗсем пулчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех А.Н. Лукина, О.Г. Владимирова, М.Г. Вазянова, И.В. Софронова та йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑчӗҫ. Хастар та маттур «чӑн-чӑн спортсменка» Е.Р. Афанасьева доцент та йӗлтӗр ҫинче!
Студентсен йышне факультет спорторгӗ Леня Иванов хавхалантарса тӑчӗ.
Ӑмӑрту кану кунне самаях пуянлатрӗ, чуна кантарчӗ, кӑмӑла уҫрӗ.
2011 ҫулта тӗнче шайӗнчи ҫурмамарафон ӑмӑртӑвӗ Шупашкарта иртме пултарать. Нумай пулмасть Чӑваш Ен спорт Министерствине Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗрлешӗвӗнчен (ИААФ) ҫак ӑмӑртӑва ирттерме вырӑн илмешкӗн ирттерекен тендера хутшӑнма сӗнекен хут килнӗ.
Ҫурма марафон ӑмӑртӑвӗн тӗнче чемпионачӗ кашни ҫул юпа уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче иртет. Кашни ӑмӑртӑва 60 патшалӑхри 250 яхӑн паллӑ фарафонҫӑсемпе стайерсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак спорт ӑмӑртӑвӗ Рио-де-жанейро (Бразили) хулинче иртнӗ, кӑҫал вара Британири Бирменгемра пулӗ. Ӑна курас текенсем юпан 11-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле.
Ҫурмамарафонӑн тӗнче чемпионатне ӑҫта ирттересси пирки ИААФ кӑҫал чӳк уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Вӑл вӑхӑтчен пирӗн министрсем хутсене пухса ҫитерӗҫ те пулӗ. Шупашкара суйлама та пултараҫҫӗ — Пирӗн Республикӑн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи мероприятисем пӗрре кӑна мар иртнӗ! Тата ҫак спортра хӑйсене ӑнӑҫлӑ кӑтартакан спортсменсем те пирӗн респуликӑра чылай — Валентина Егорова, Светлана Захарова, Людмила Петрова, Лидия Григорьева, Алина Иванова, Сильвия Скворцова, тата ыт.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнче унта вӗреннӗ, Чечня Республикинче пуҫне хунӑ Анатолий Иванова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Анатолий Иванов Пӑчанарта ҫуралнӑ. Тӑхӑр ҫул хушши Кӑкшӑм шкулӗнче вӗреннӗ, 11-мӗш класа Палтай шкулӗнче пӗтернӗ. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чечня Республикинче сарӑмсӑр пуҫне хунӑ.
Ӑмартӑва Анатолий амӑшӗпе пиччӗшӗ, Афганистан вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ Раҫҫей шайӗнчи обществӑн Етӗрне уйрӑмӗн обществеллӑ организацийӗ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ.
Ӑмӑртӑва Етӗрне район пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Чернов, РОО тӗп специалисчӗ А.М. Александров, шкул директорӗ Кркалевский Н.А. килчӗҫ. Ҫавӑн пекех Афганистанпа Чечня вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ салтаксем те пулчӗҫ.
Малти вырӑнсене Кураков Александр (Палтай шкулӗ), Карпова А., Иванова Д. (Кӑкшӑм шкулӗ), Петров Николай (Палтай шкулӗ), Васильев Валерий, Белова Люда (Палтай шкулӗ), Михайлов Лев (РШӖП), Александров А.М. (вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗ), Судаков Н. (Кӑкшӑм шкулӗнче физкультура вӗрентекенӗ), Кольцов В.П. (соцхӳтелӳ пайӗ) тухрӗҫ.
Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑна Палтай шкулӗ йышӑнчӗ — вӗсене Ататолий Иванов амӑшӗ Смирнова Калиса Михайловна куҫакан кубок пачӗ.
Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров ячӗллӗ турнирӑн пӗрремӗш финалӗ вӗҫленчӗ. Унта республикӑри чи вӑйлӑ ҫирӗм шахматист хутшӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелекен Вӑрмар ентешлӗхӗн ертӳҫисем пысӑк тӗллевсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ентешлӗх ертӳҫи Леонид Григорьев шухӑшӗпе республикӑра шахмат вӑййине аталантармалла. Чӑвашсем вӑйпа кӑна мар,ӑспа та малта пулмалла.
Аслисем хушшинчи финал ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Владимир Иванов, иккӗмӗшне Андрей Сафронов,виҫҫӗмӗшне Игорь Арипов ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна куҫса ҫӳрекен кубок тата 7 пин укҫа тивӗҫрӗ. Мӗнпурӗ 7 шахмат ӑсти сумлӑ призсем илчӗҫ.
Ачасемпе хӗрарӑмсен хушшинче финалти вӑйӑсем кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Кунта пӗрремӗш вырӑна тухакан ачасем Раҫҫейри шахмат турнирӗсене хутшӑнма путевка ҫӗнсе илеҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар, шахмат клубӗ
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 11-08 ушкӑн студенчӗ Макаров В. Пенза хулинче ал виҫипе ирттерекен ӑмӑртура 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломпа университета таврӑнчӗ.
Саламлатпӑр!
Юпан 15-мӗшпе 26-мӗшӗсенче кире пуканӗ спортне кӑмӑллакансен Шупашкарта икӗ ӑмӑрту иртӗ. Пӗри — Чӑваш Республикин кире спорчӗн уҫӑ чемпионачӗ, тепри — Раҫҫей шайӗнчи кире пуканне ҫӗклессипе «Хыпар» парнисене ҫӗнсе илмелли турнир.
Ӑмӑртусене Чӑваш Енри спортсменсемсӗр пуҫне ытти тӑрӑхран та килме палӑртнӑ — Кирово-Чепецкран, Чӗмпӗртен, Чулхуларан тата Пензӑран. 200 ытла спортсмен хутшӑнӗ.
Турнир ял хуҫалӑх академийӗн спортзалӗнче иртӗ.
Ҫакна асӑнса хӑварма пулать: 25 ҫул хушшинче «Хыпар» парнисемшӗн 2500 ытла атлет кӗрешнӗ, вӗсем 20 ытла регионтан килнӗ. Раҫҫейрен кӑна мар, ҫывӑхри патшалӑхсенчен те пулнӑ — Казахстан, Украина, Белоруси, Латви. Чӑваш Енӗн спортсменӗсене илес пулсан Борис Глинкин ыттисенчен ытларах ҫӗнтернӗ. Ку ӑмӑртусенче вӑл вӗрентнӗ киреҫӗсем чылай пулӗҫ.
Мӑкшӑ Республикинчи Ардатов районне кӗрекен Баево ялӗнче нумай пулмасть Степан Эрьзя скульптора асӑнса чупу иртрӗ. Ӑмӑртура Мӑкшӑ, Тутар тата Чӑваш Республкинчи спортсменсем тупӑшрӗҫ.
Степан Эрьзя Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫитӗнче ӳснӗ, ҫавна май улатӑрсем ку чупӑва яланах хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Игорь Куделькинпа (чукун ҫул транспорт техникумӗнче вӗренет) Анастасия Блохинцева (вырӑнти ЧПУ филиалӗнче ӑс пухать) тата Константин Блохинцев («Атӑлинҫеҫыхӑну» уйрӑмӗнче тӑрӑшать) кайрӗҫ. Ку ӑмӑртурӑва вӗсем малтан та хутшӑннӑ, пӗрремеш вырӑнсем йышӑннӑ. Шел, хыпар ҫӑлкуҫӗ кӑҫалхи пӗтӗмлетӳсене пӗлтермест.
Аслисен 10 ҫухрӑм, ҫамрӑксен вара виҫҫӗ ҫурӑ чупмалла пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |