Шупашкарти сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗрне кӗнӗ ҫӗрте тухтӑр кӳлепине вырнаҫтарса хунӑ. Хулари Чечек урамӗнче вырнаҫнӑ медицина центрӗ ҫапла майпа хӑйсен организацийӗ умне илем кӳрес тенӗ.
Кӗҫех тухтӑр кӳлепине куҫ хывакан та тупӑннӑ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче ҫавна пӗҫертсе кайнӑ.
6 пин тенкӗ тӑракан кӳлепене вӑрланӑ ҫын тӗлӗшпе хулари йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тухтӑр кӳлепине ӳсӗр арҫын килне йӑтса кайнӑ иккен.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ.
Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл 66 ҫулти пӗлӗшӗн хваттерӗнче пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ваттине хӗненӗ, лешӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ.
35-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви малалла пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӑй ҫамрӑк та мар, 57 ҫулта. Ҫамрӑк чух ҫын хӗрӳ-ха, ҫулсем кайнӑҫемӗн этем тени лӑпланакан, ӑсланакан.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах суда, унтан суд приставӗсем патне ҫитнӗ. Приставсем ӑна кӳршинчен каҫару ыйтма хушнӑ.
Арҫын каҫару ыйтса ҫырнӑ хута Пӗлтерӳ хӑми ҫине вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 15 пин тенкӗ тӳленӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн директорне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ. Воспитательсенчен пӗри шкул директорӗн тӑван хӗрӗ пулнӑ.
Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ.
Ҫапла вара 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен виҫӗ воспитателе хавхалантару укҫине 392 пин тенкӗ ытла йӗркене пӑсса куҫарса панӑ.
Суд шкул директорне 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна вӗлернӗ.
Тӗпчевҫӗсем усал ӗҫ тунӑ ҫынсене шырама тытӑннӑ. Вӑрах вӑхӑт шыраса тӑман — пуҫтахсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ, тепри — унӑн 18 ҫулти пӗлӗшӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 2 сехет тӗлӗнче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсен пӗлӗшӗпе тӗлпулнӑ, унпа хирӗҫме тытӑннӑ. Ҫамрӑксем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗсенчен пӗри тата шар курни ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсем икӗ ҫул каяллах леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫынтан парӑм шыраса илме ӗмӗтленнӗ. Тӗрӗсрех каласан, исполнительнӑй производствӑна чарса лартман.
Кӑлтӑка Етӗрне районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Надзор органӗнче тӑрӑшакансем вилнӗ ҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫ районти суд приставӗсем патӗнче пулнине тупса палӑртнӑ. Куҫне икӗ ҫул каяллах хупнӑ ҫыннӑн парӑмне татма тивӗҫ ҫывӑх ҫыннисем пулман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
«Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Апаш арҫынине шырать.
Ҫухалнӑ этем – 30 ҫулти Павел Алексеевич Верхилеев.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ.
Ҫамрӑк арҫын килтен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Вӑл 183 сантиметр ҫӳллӗш, начар кӗлеткеллӗ, хура сӑн-сӑпатлӑ, симӗс куҫлӑ.
Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, самай вӑйлӑ пушара сӳнтернӗ.
Шел те, вилнисем пур. Инкек пуличчен ҫав вырӑнта 4 ҫын ӗҫленӗ. Виҫҫӗшӗ вилнӗ, пӗри суранланнӑ. Хамӑрӑн ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте Красноармейски районӗнчен, вилнисем – ҫамрӑксем. Водитель чӗрӗ юлнӑ. Вӑл газовиксене ҫав вырӑна илсе ҫитерекенни пулнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев пуҫарнӑ. Газ пӑрӑхне йӗркене кӗртме 3 кун кирли пирки пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.
Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |