Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах.
Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ.
Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Раҫҫейри хӑш хулара пурӑнакансем усал сӑмахпа калаҫма юратаҫҫӗ? Раҫҫей правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тесе тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласене тишкернӗ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ хулара пурӑнакансенчен ыйтса пӗлнӗ. Владивостокра, Нижневартовскра, Новосибирскра, Хабаровскра тата Сургутра пурӑнакансем усал сӑмахпа перкелешме юратаҫҫӗ-мӗн. Шупашкар кунашкаллисен йышне лекмен, пачах тепӗр май – пирӗн тӗп хуламӑр культурӑллӑ хуласен списокне кӗнӗ.
Петрозаводскра, Вологдӑра, Питӗрте тата Химкинче пурӑнакансем те усал сӑмах калама юратмаҫҫӗ иккен.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава командировкӑна кайнӑ. Кремльте Ӗмӗтсен чӑрӑшне лартнӑ, унта Чӑваш Енри ачасен ӗмӗтне ҫырнӑ теттесене те ҫакнӑ. Чӑваш Енри ачасен пӗтӗмпе 3 тетте пулнӑ.
Михаил Игнатьев виҫӗ теттене илнӗ, шӑпӑрлансен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама шантарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш ӗмӗте ыран Правительство ҫуртӗнче иртекен пресс-конференци умӗн пурнӑҫлӗ. «Республикӑри икӗ ача Аслӑ Устюгра тата Питӗрте пулса курасшӑн. Денис Николаев Ҫӗнӗ ҫулта боксер грушине парнелессе шанать», - пӗлтернӗ влаҫ органӗсен сайтӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Элтепер Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр арҫын ачана тӗрлӗ тӗслӗ массаж сӗтелӗ парнеленӗ.
Чӑваш Енри шкул ачисен пӗр ушкӑнӗ пӗр миллион тенке тивӗҫнӗ. Ку хыпара эпир Раҫҫейӗн Ҫут ӗҫ министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Ачасем инженери ушкӑнӗсен «Кванториада-2019» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча конкурсене хутшӑннӑ. Унта пирӗн республикӑри «Iten» ушкӑн абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Мала тухнисен йышӗнче — тӗрлӗ регионти ҫичӗ команда: Аҫтӑрхан облаҫӗнчи «Квант», Тӗмен облаҫӗнчи «Sinteza Miraklo 2.1», Мускаври «KIVICode», Питӗрпе Тӗмен облаҫӗнчи «Ninsar», Хабаровск тӑрӑхӗнчи «Восток-27», Свердловск облаҫӗнчи «OutsideTolerance» тата Чӑваш Республикинчи «Iten». Вӗсем раштав уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ ӑмӑртура хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑнсене миллионшар тенкӗ укҫа парӗҫ.
«Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑх Питӗр хулинче те ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсем йӗркелӳ ларӑвне ҫак эрнере ирттернӗ.
Питӗрти чӑвашсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку организаци 2017 ҫултанпах ӗҫленӗ. Анчах унччен вӑл РФ Юстици министерствинче регистрациленмен.
«Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑхӑн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи пулма Григорий Дмитриев полковника, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне суйланӑ. Унӑн ҫумӗсем — Анатолий Тарасов полковник, техника наукисен докторӗ, Анатолий Удяков полковник, Александр Митрюков подполковник, педагогика наукисен кандидачӗ. Уйрӑмӗн пайташӗсен йышӗнче — Виталий Золотов, 1-мӗш рангри саппасри капитан, ҫарпа тинӗс наукисен кандиачӗ, Виктор Ирдынкин, 2-мӗш рангри саппасри капитан, педагогика наукисен кандидачӗ, Артемий Павлов майор, техника наукисен кандидачӗ, Валериан Гаврилов, экономика наукисен кандидачӗ, Василий Емельянов воин-интернационалист, Алексей Иванов. Ревизорӗ — Михаил Сергеев.
Иркутск хулинчи хастар чӑвашсем паллӑ ӑсчаха, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, тӗнчипе ятлӑ-сумлӑ Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ирттернӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Иркутск хула администрацине, Иркутск облаҫӗн Правительствине, Чӑваш Ен Культура министерствине, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне, Чӑваш наци конгресне, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее, Томск облаҫӗнчи чӑваш культурин обществине, Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономине, Тутарсемпе пушкӑртсен культура центрне, кӑмӑлпа пулӑшнӑ ытти мӗнпур ҫынна тав тунӑ.
«Чӑвашкредитпромбанк» кредит организацийӗ лицензисӗр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫакӑн пек йышӑнӑва Раҫҫейӗн банкӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тунӑччӗ. Ҫӗршыври банксен хушшинче «Чӑвашкредитпромбанк» актив виҫипе 258-мӗш йӗрке йышӑннӑ.
Банка укҫа хывнисен вклачӗсене страхлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 миллион та 400 пин тенкӗ таран тавӑрса памалла.
Халӗ «Чӑвашкредитпромбанк» клиенчӗсем хӑйсен вклачӗсене «Россельхозбанкран» илейӗҫ. Страхланӑ суммӑна тӳлемешкӗн банк-агент пулма «Россельхозбанка» суйласа илнӗ. Кун пирки «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Вкладсене страхлассипе ӗҫлекен агентство) патшалӑх корпорацийӗн Халӑхпа ҫыхӑну тытакан департаменчӗ паян пӗлтернӗ.
Укҫана ҫӗршывӑн тӑватӑ субъектӗнче: Чӑваш Енре, Мари Элта, Мускавра тата Питӗрте — парӗҫ. Тупрана чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пама пуҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |