Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музей ӗҫченӗсем Шупашкарта пуҫтарӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе «XXI Петров вулавӗсем» Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта 13 хулари 17 музей ӗҫченӗсем килсе ҫитмелле.
Ҫав шутра — Раҫҫейӗн этнографи музейӗнчен (Санкт-Петербург) тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ Патшалӑх биологи музейӗнчен (Мускав). Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ республикӑсенчен: Саранскран, Чикмерен, Йошкар-Оларан. Федерацин Атӑлҫи регионӗсене илсен, Елабуга, Самар, Тольятти, Сызрань, Ӗпхӳ хулисенчен. Аякри Тӗментен те ҫитӗҫ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алевтина Николаева 75 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1947 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи чӑваш студийӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унтан ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Театрта пултаруллӑ артистка 2010 ҫулччен ӗҫленӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ Антон Салмин.
Хӑтлава монографи авторӗ, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Аслӑ Петӗр ячӗпе хисепленсе тӑракан Антропологипе этнографи музейӗн (Кунсткамерӑн) аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин олнайн-мелпе хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем тата автономи ертӳҫи, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов та кӗнекене инҫет ҫыхӑну мелӗпе хӑтланӑ.
Антон Салмина ӑслӑлӑх тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл чӑвашсен тата чӑвашсен кӳршисемпе ҫыхӑннӑ халӑхсен этнологийӗпе тата историйӗпе ҫыхӑннӑ 270 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра — 20 монографин.
Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.
Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.
Чӑваш Енри 45 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Лешӗ ют ҫӗршыври тухтӑр-мӗн. Вӗсен юрату пуҫланнӑ.
Кӑштахран арҫын савнине хаклӑ посылка йышӑнма ыйтнӑ. Укҫине килсен саплаштпрма шантарнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тӗрле счет ҫине 2,7 милллион тенкӗ куҫарнӑ. Анчах савнийӗ ниепле те чарӑнайман, татах укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ.
Оперативниксем ҫав ҫын Нигерирен пулнине, Чӑваш Енри хӗрарӑм куҫарса панӑ укҫана Питӗрти банкоматран илнине палӑртнӑ. Полицейскисем служба командировкине кайса 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ӑна пирӗн республикӑна илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ ҫинчен Раҫҫейри турооператорсем те пӗлме тытӑнӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чулхулара «Раҫҫейӗн музей маршручӗсем» проектпа тишкерӳ тата презентаципе мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
РФ Культура министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн 6 федераци округӗнчи 12 регионта (Тӗмен, Кемӗр, Мускав, Ростов, Ярославль, Мурманск, Ленинград, Чулхула облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Мари Элта, Краснодар крайӗнче, Питӗрте) иртеҫҫӗ, Питӗрте пӗтӗмлетӗҫ.
Асӑннӑ форума Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Шуршӑлти А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑнаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет.
70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать.
Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147).
Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра «Хӗрарӑм куҫӗ тӗслӗ тӗнче» плэнер иртет. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем унта 14-мӗш хут пухӑннӑ.
Ку таранччен ӳнерҫӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ҫак мероприятие ирттернӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче те, Питӗрте, пулнӑ. Турцие кайса та картинӑсем ӳкернӗ. Хальхинче вара Шупашкар районӗнче пухӑнма шутланӑ.
Плэнер йӗркелӳҫи Светлана Кокель каланӑ тӑрӑх, унта хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ те, ларса калаҫаҫҫӗ те. Хӑй чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, ӑна ӗҫтешӗсем ҫапла ӳкернӗ.
Плэнера тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе – 14-ӑн. Гатчинӑри Татьяна Иванова-Ткаченко кашни ҫуллах чунӗ Чӑваш Ене туртнине палӑртнӑ. Вӑл 12-мӗш хут ӗнтӗ плэнера килет.
Пӗлтӗр плэнерта курав валли 500 ытла ӗҫ пухӑннӑ. Кӑҫал та унран кая мар пулӗ-тӗр.
Авӑн уйӑхӗнче Шупашкартан Санкт-Петербурга самолет тӑтӑшрах вӗҫме тытӑнӗ. Сӑмах - «Победа» авиакомпани пирки.
Авӑн уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче Санкт-Петербурга эрнере 6 рейс пулӗ. Самолет кашни кунах, юнкунсӑр пуҫне, вӗҫӗ.
Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра Шупашкартан Питӗре самолет эрнере 4 хутчен вӗҫет: ытларикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата шӑматкун.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Раҫҫее Узбекистанран автобуссем ҫӳреме тытӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Ташкента Мускавпа, Питӗрпе тата Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ.
Мускава автобуссем тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен килӗҫ. Транспорт Ташкентран 12 сехетре ҫула тухӗ. Билет хакӗ — 1 млн сум.
Хусана автобуссем ытларикунпа эрнекун килӗҫ. Ташкентран вӗсем 11 сехетре хускалӗҫ. Билет хакӗ – 800 пин сум.
«Ташкент-Санкт-Петербург» маршрутпа автобуссем юнкунсерен тата шӑматкунсерен ҫула тухӗҫ. Транспорт Ташкентран 16:00 сехетре хускалӗ. Билет хакӗ – 1 250 000 сум.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |