 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.
Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.
Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.





| Ыра    сунакан // 2482.40.6682 2023.05.28 15:22 | |
| Сан-  питпе    те   ,   камалепе     те    илемле     сынна--Елена    Николаевана---100     сул    саванса     тата     сынсене     савантарса     пуранма     сиреп     сывлах    сунатап !!! | |
