«Советская Чувашия» хаҫат каллех эстафетӑна чӗнет. Ӑмӑрту ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, иртӗ.
Эстафетӑра 14 комплект медальшӗн спортмсенсем 11 ӳсӗм ушкӑнӗнче тупӑшӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: ачасем те, аслисем те.
Старта 10 сехетре тухӗҫ. Хаҫат журналисчӗн Александр Егоровӑн кубокне те выляттарӗҫ. Вӑл спорт журналистикин кубокӗ пулӗ.
Палӑртмалла: ӑмӑртура вакцинаци тумалли мобильлӗ пункт та ӗҫлӗ.
Шупашкарта кӑларакан трактор ҫинчен Индире те пӗлеҫҫӗ. Телесюжета асӑннӑ ҫӗршыври телеканалсенчен пӗри кӑтартнӑ. Унта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Шупашкарти вӑй агрегачӗсен заводӗнче кӑларакан «Силант» электротрактор ҫинчен сӑмах пырать. Ун ҫинчен эпир те каласа кӑтартнӑччӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ машина дизельпе ӗҫлекен машинӑсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Телесюжетра уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, трактор аккумуляторӗ 8 сехет ӗҫлет, унтан ӑна 6 сехетлӗхе зарядкӑна лартмалла.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
«Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем.
Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ.
Кашни ҫулах республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк палӑртаҫҫӗ. Килес ҫулхи мӗн ятлӑ пулсан аванраххине палӑртма «Грани» хаҫатпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ ыйтӑм ирттерет.
Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ.
Ыйтӑма хальлӗхе хутшӑннисенчен 20 проценчӗ «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ» ятшӑн сасӑланӑ.
«Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх.
Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет.
«Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ —
1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ.
Ҫитес ҫул Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республикӑра медиахолдинг тӑвасшӑн. Унта вун-вун массӑллӑ информаци хатӗрне кӗртме палӑртнӑ.
ЧР цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, медиахолдинга районсенчи пур хаҫат та – пӗтӗмпе 26 – кӗрӗ. Министр хаҫатсене тӗнче тетелне ытларах кӑлармаллине палӑртнӑ.
Пӗлтӗр Чӑваш Ен делегацийӗ Тутарстана кайса унти «Татмедиа» медиахолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Унта районсенчи, хуласенчи тата республикӑри 98 хаҫат, 14 журнал, 17 телеканал, 10 радиоканал, 79 сайт кӗрет. Кӑҫал вара Чулхула облаҫӗнчи опытпа кайса паллашнӑ.
Министр шухӑшӗпе, медиахолдинг йӗркелесен федераци гранчӗсене ҫӗнсе илме ҫӑмӑлрах.
Чӑваш Енри журналистсемпе уйрӑм авторсем, блогерсемпе фотокорреспондентсем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса премие тивӗҫейӗҫ.
«Моя Земля – Россия» – 2022 (чӑв. Манӑн Ҫӗр — Раҫҫей) премие тивӗҫес тесен ял хуҫалӑх тематикиллӗ проектсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствине ҫитермелле.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ 13 номинацире иртӗ. Вӗсене 3 тематика блокне пӗрлештернӗ: «Ял хуҫалӑх производстви», «Ял хуҫалӑх территорийӗсем», «Социаллӑ ыйтусем («ҫӗр ҫинчи» ҫынсем)».
Вӑрнарта пурӑнакан ҫемьене Пӗрремӗш каналӑн телекӑларӑмӗсенчен пӗринче кӑтартнӑ.
Амӑшӗпе хӗрӗ — Алиса тата Илона — Мироновсем «Видели видео?» (чӑв. Видео курнӑ-и?) шоура ӳкерӗннӗ. Телекӑларӑм редакторӗсене Мироновсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫурисене пулӑшни килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӗсене телекӑларӑмра кӑтартнӑ.
Хӗлле амӑшӗпе хӗрӗ виҫӗ йытӑ ҫурине пулӑшнӑ. Вӗсене такам вӑрманта хутаҫра пӑрахса хӑварнӑ. Пӗчӗкскерсем чутах шӑнса вилмен. Телекӑларӑмра Мироновсем ҫав историпе паллаштарнӑ. Йытӑ ҫурисене вӗсем чӑвашла ятсем парса тухнӑ: Хӗл, Вӑрман, Нарӑс.
Алиса килсӗр чӗрчунсене пулӑшассипе тахҫанах тӑрӑшать иккен. Вӑл ҫине тӑнипе 100-е яхӑн йытӑ-кушак ҫӗнӗ хуҫа тупнӑ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем мӗнле хаҫат-журнал вулаҫҫӗ? Хальхи вӑхӑтра вӗсем "Советская Чувашия", "Республика", "Чебоксарские новости", "Российская газета" хаҫатсене, "Кадровик", "Советник бухгалтера бюджетной сферы" журналсене ҫырӑнса илеҫҫӗ. Ҫитес ҫур ҫула 6 хаҫат-журнал ҫырӑнса илме палӑртнӑ. Куншӑн 46243,7 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Хальлӗхе аукциона хутшӑнакансем тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗнче 10 хаҫат-журнал вулаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче "Хыпар", "Грани", "Российская газета", " Аргументы и факты", "Вести Чувашии", "Чебоксарские новости", "Коммерсанть","Комсомольская правда"хаҫатсем, " Наука и жизнь", "Цифровой океан" журналсем пур. Ҫитес ҫур ҫулта администраци хаҫат-журнал илсе ҫитернӗшӗн 35198,9 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |