ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «РИА Новости» реклама агентствине интервью панӑ. Унта вӑл халӑхшӑн уҫӑ пулнине палартнӑ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кунсерен лавккасенче пулать, урамра ҫӳрет, ун чухне ҫынсем ун патне пырса калаҫаҫҫӗ. «Ку савӑнтарать», – тенӗ Элтепер.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ чухне ун патне ыйтусемпе ытларах пынӑ. Халӗ вара – ӗҫшӗн тав тума е пӗрле сӑн ӳкерӗнме.
Пушкӑртстанра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫат 35 ҫул тултарнине уявланӑ.
Унта «Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ.
«Мӗн тери телейлӗ кун паян! Пуринчен ытла мана юратнӑ хаҫатӑм аякра, тӗрлӗ халӑх хушшинче, ниме пӑхмасӑр паянхи кун та ҫирӗппӗн малалла утни, аталанни, республикӑри мӗн пур чӑваша пӗрлештерсе тӑни савӑнтарать, мӑнаҫлантарать!
«Урал сасси» ача чухне мана ырӑ тӗслӗх кӑтартаканӗ, ҫул уҫса параканӗ пулнӑ! Халӗ те чуна ӑшӑтса, вӑй парса тӑрать», — хӑпартланса пӗлтернӗ издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Культура» Чӑваш Енри турист маршручӗсемпе паллаштаракан кӑларӑм эфира тухӗ.
«Неизвестные маршруты России. Чувашия. Из Чебоксар к Мокринскому мосту» кӑларӑм 11 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ун вӑхӑтӗнче пирӗн тӑрӑхри кӑсӑклӑ маршрутсемпе паллаштарӗҫ. Ҫав шутра — Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейпа та.
Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатне кӑларса тӑма тытӑннӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче 35 ҫул ҫитнӗ. Ӗнер вара «Хыпар» издательство ҫуртӗнче асӑннӑ каларӑм редакторӗ Юрий Михайлов пулнӑ.
«Пелепейри информаци центрӗн «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Николаевич Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ пулин те, чӗререн хисеплесе ентешех тесе калас килет манӑн ӑна. Юрий Николаевич Пушкӑртстанра ытларах та пурӑнать, вӑл унта ҫамрӑклах тӗпленнӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова.
«Урал сасси» хаҫат хӑйӗн сумлӑ юбюилейне «хыпарҫӑсене» йыхравлама Шупашкара килнӗ.
Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫатне «Хыпар» Издательство ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫулсерен 900 пин тенкӗ перекетлеме май парӗ. Ку укҫана ӗҫченсен шалӑвне ӳстерме, типографи тата коммуналлӑ тӑкаксене саплаштарма ямашкӑн палӑртнӑ.
«Тӑван Ен» пӗрлешетернӗ хыҫҫӑн та Шупашкар округӗнче тухса тӑрӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсен хаҫачӗсем «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш Улӑпӗ И.Я.Яковлев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, Шупашкарта патриархӑмӑр палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ӗнер Шупашкара тепӗр чӑваш Улӑпӗ Иван Казанков килсе ҫитрӗ.
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнипе пӗрлех ЮТВ телеканал валли «Ҫынсем. Ҫулсем. Еткерлӗх» — «Люди. Годы. Наследие» кӑларӑм ӳкертӗмӗр, И.Я.Яковлев палӑкӗ умне пуҫ тайса чечек хутӑмӑр… Наци радиовӗнче вара хӑйнеевӗрлӗ марафон иртрӗ – 2 сехете яхӑн тӳрӗ эфирта Иван Казанков ентешӗмӗр-мухтавӑмӑр пулчӗ…», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн ӗҫченӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ. Кӑларӑм ҫинчен вӑл «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн эфирӗнче, «Ир пулсан» передачара каласа кӑтартнӑ.
Филологи наукисен кандидачӗ, гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Ильина «Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекепе туллин паллаштарнӑ. Ӑна институтӑн фольклор ӗҫченӗсем хатерленӗ.
Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫулти купӑсҫӑ Артем Осипов «Лучше всех!» телекӑларӑма хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ачана пуш уйӑхӗнче ӳкернӗ. Кӑларӑм эфира ҫурла уйӑхен 24-мӗшӗнче тухнӑ.
Арҫын ачана виҫҫӗре чухнех музыка инструменчӗпе кӑсӑклантарса яма пултарнӑ аслисем. Ачан талпӑнӑвне кура амӑшӗ, Елена Осипова, ҫав енӗпе вӗрентес тенӗ.
Чӑваш Енре Медиацентр туса хурасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна кам ертсе пырассине те хыпарланӑччӗ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Аса илтерер: Дмитрий Андреевич 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗччен Издательство ҫуртне вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ.
Медиацентра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ – ЧР Цифра министерстви. Мънле ӗҫсем пурнӑҫлӗ-ха Медиацентр? МИХсене кӑларса тӑрӗ, республикӑри интернет-ресурссене аталантарӗ, контент тӑвӗ, медиасферӑна тишкерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хаҫатсен дизайнӗпе, версткипе, рекламипе те ӗҫлӗ.
Палӑртса хӑварар: Дмитрий Моисеев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, 2006 ҫулта «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» корреспондентра ӗҫленӗ, 2009-2015 ҫулсенче унӑн редакторӗ пулнӑ. 2016 ҫултанпа – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ. Вӑл – ЧР Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, кӗнекесен авторӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх халӑх театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ.
Чӑваш Енре медиацентр туса хума палӑртни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Кун пирки companium.ru сайтра пӗлтернӗ.
Директор пулма «Хыпар» издательство ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫлекен Дмитрий Моисеева ҫирӗплетнӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.
Ҫав организацин юридици адресне Шупашкар хули, Ленинла комсомол урамӗ, 1В ҫурт тесе кӑтартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Виктория Вышинская.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |