Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.8 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.04.2026 16:14 | 58 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ. Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн сайтӗнче.

Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах чӑвашлӑха аталантаракан, тӑван халӑхӑн чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ, ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлне-хӗрне диктант сӑн-сӑпачӗ пулма» палӑртаҫҫӗ.

Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасовӑна палӑртнӑ.

Ирина Лампасова 1992 ҫулта Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ факультетне (историпе филологи (2009–2014) тата управлени (2010–2015)) харӑсах вӗренсе пӗтернӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх наци телерадиокомпанийӗнче вӑй хурать: Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ, унтан – музыка редакторӗ, халӗ – Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ.

#чӑвашлӑх, #диктант, #чӑваш чӗлхи, #Комсомольски районӗ, #Анат Тимӗрчкасси, #МИХсем, #Вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем