Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗрҫӗсем ҫула вак кирпӗчпе саплаҫҫӗ. Ку хыпара «PROГород» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ӑна Михаил Катмичев ятлӑ ҫын систернӗ иккен. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫав этем редакцие сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ. Ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑклӑ ҫула Ҫӗнӗ Шупашкарти Чумкасси микрорайонта кирпӗчпе саплаҫҫӗ иккен.
Анчах Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче кунта ним начаррине те курмаҫҫӗ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку вӑл — вӑхӑтлӑх йышӑну. Ҫула юсама хальлӗхе ҫанталӑк юрӑхлӑ мар иккен. Кӑштахран шӑтӑк-путӑк вырӑнне вӗри асфальт сарма тытӑнӗҫ.
Хулари тӳре-шара ҫул-йӗр юсама кӑҫалхи хыснара 3,5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Федерацин ҫул-йӗр юсавӗпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ программӑна хутшӑнса 12 участока 315 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетмелле.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «И собаки лают по-чувашски» (чӑв. Йытӑсем те чӑвашла вӗреҫҫӗ) курав уҫӑлнӑ. Сатира графикипе кӗнеке иллюстрацийӗсен куравне Виталий Емельянов (1937–1982) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кулӑшла та ҫивӗч ӳкерчӗксене курассишӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60–70-мӗш ҫулӗсенче пиншер ҫын «Капкӑн» журнал ҫырӑнса илнӗ тесе палӑртнӑ музей сайтӗнчи хыпарта.
Виталий Емельянов хутпа тата кӑранташпа нихӑҫан та ҫӳремен-мӗн. Унӑн вичкӗн куҫӗ хӑйех йӑлтах асра хӑварнӑ. Унӑн сатирӑлла ӳкерчӗкӗсенчи сӑнсем йӑлтах чӑвашла тенине илтме пулать. Чуна парса ӗҫлекен художника Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Капкӑнта» та, Ӳнер пуххинче те юратнӑ. Сатирик пулин те кӑмӑлӗ ырӑ пулнӑ-мӗн.
«Асамат & Шевле» ача-пӑча журналӗн учредителӗ тата кӑларса тӑраканӗ Владислав Николаев реклама агентне шыранине пӗлтерет.
Хастар та ӳркенмен ҫак маттур «Фейсбукра» хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе кӳлӗнекене пысӑк процент тивӗҫӗ. Ача-пӑча валли кӑларса тӑракан журнал тиражӗ 6 пин иккенне палӑртнӑ. Вӑл Чӑваш Енри ача-пӑча патне ӑсанать. «Тен, такам хушма тупӑш ӗҫлесе илесшӗн», — тесе ҫырнӑ Владислав Николаев хӑйӗн страницинче.
Владислав Николаев хӑй вӑхӑтӗнче «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗнче тӑрӑшрӗ. Редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн уйрӑм пичет кӑларӑмӗ калӑплассипе ҫине тӑма пуҫларӗ. Паян вӑл «Асамат & Шевле» ача-пӑча журналне халӑх патне ҫитерет. Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ евӗрех вӑл та реклама шырать.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫемье командисен хушшинче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унта пуҫтарӑннисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫирӗп ҫемье — ҫӗршыв тӗрекӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ.
Эстафетӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсемпе вӗсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Республикӑри районсемпе хуласенчен пухӑннӑ 30-а яхӑн команда тӗрлӗ дистанцире мала тухассишӗн тупӑшнӑ. Вӑрмар районӗн чысне, сӑмахран, Архиповсем хӳтӗленӗ, Шупашкар районӗнчи Никитинсем те ҫӗнтерес тӗллевпе старта тухнӑ. «Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ» ята Шупашкар районӗнчи 9 ҫулти Дима Юрьев тивӗҫнӗ, аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче Комсомольски тӑрӑхӗнчи Анатолий Давыдова чысланӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине пӗлтернӗччӗ. Анчах халӗ ку сӑмах тӳрре килменни палӑрнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, «Агросила» халь «Чувашский бройлер» обществӑна туянма палӑртмасть. «Унта право енчен йывӑр лару-тӑру», — тенӗ «Агросилӑн» nӗg директорӗ Светлана Барсукова Хусанти «БИЗНЕС Online» кӑларӑма.
Ҫав вӑхӑтрах тутарсем Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянас процедура малалла пырать. Ҫак ӗҫе пуш уйӑхӗн ҫурринче вӗҫлесшӗн. «Агроинвестор» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи «Юрма» «Агросилӑна» 8 миллиард тенке кайса ларма пултарать.
Мускаври Калуга ҫулӗ ҫинче хута каякан тоннель йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Московский Комсомолец» хаҫат пӗлтерет.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак инкекре Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тоннель паян 11 сехетре ишӗлсе аннӑ. Пӗтӗмпе 40 тӑваткал метр лаптӑк арканнӑ.
Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Аманнисене пульницӑна илсе кайнӑ. Конструкци айне пулса вилнӗ ҫын – Алексей Андреев. Вӑл, 60 ҫултискер, Чӑваш Енрен пулнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем конструкци айне лекме пултарнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмашӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал паллӑран та паллӑ, сумлӑран та сумлӑ драматург, композитор, дирижёр, чӑваш драматургийӗн тата профессилле музыкин никӗслевҫийӗсенчен пӗри, Федор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Михаил Кондратьевӑн ҫӗнӗ кӑларӑмне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче 13 сехетре хӑтлама палӑртнӑ.
Журналистсен — пысӑк ҫухату. РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, 90 ҫула кайнӑ Михаил Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Михаил Иванович МИХсенче 45 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.
Михаил Иванов Ленинградри Ленин орденӗллӗ А.А.Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче журналиста вӗреннӗ. Унтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе Валентина Андреевнӑпа паллашнӑ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ҫулталӑк ытла ҫук ӗнтӗ. Валентина Иванова 1978 ҫултанпа Чӑваш Енри ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ.
Михаил Иванов «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.
Михаил Ивановпа нарӑсӑн 22-мӗшӗнче 13-14 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
«Советская Чувашия» хаҫата вулакансем Александр Егорова, унӑн спорт ҫинчен ҫырнӑ статйисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Шел те, вӑл паян, нарӑсан 21-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Александр Афанасьевич 57 ҫулта пулнӑ.
Александр Егоров 1998 ҫулта «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫата вӑл 2006 ҫулта килнӗ. Малтан – корреспондентра, кайран аслӑ корреспондентра тӑрӑшнӑ.
Александр Егоров журналист ӑсталӑхӗпе иртнӗ республика конкурсӗсене нумай хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Спорт тишкерӳҫи Раҫҫейри, республикӑри аслӑ шкулсенчи студентсемпе, редакцие практикӑна килнӗкерсемпе, ӗҫленӗ. «Саша Егорова ҫӑлма май килмен. Редакци Саша вилӗме парӑнтарасса юлашки тумлам юличчен ӗненчӗ», — тенӗ «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владмир Васильев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |