Шупашкар районӗнче 58 пин ҫын ытла пурӑнать. Юлашки ҫулсенче район халӑхӗн йышӗ ӳсрӗ. Ку ӳсӗм ҫуралакан ачасен хисепӗ пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗнчен пысӑкраххипе мар, района пурӑнма килекенсем хушӑнсах пынипе пулса пырать.
Район хуласен ҫумӗнче вырнаҫнӑран кунта чылаййӑн куҫса килеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуласенчи хваттерсенче пурӑнакансем те нумай лартаҫҫӗ. Хайхи «Дом в деревне, свое молоко» лозунг хӑйӗн ӗҫнех тӑвать.
Ял халӑхӗн хисепӗ пирки ял администрацийӗсем тытнӑ экспертсем мӗнле прогноз параҫҫӗ-ха;
2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче 2026 ҫын пурӑннӑ. «2020 ҫул тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен йышӗ паянхи шайрах юлӗ е нумаях чакмӗ» тенӗ ял тӑрӑхӗн генеральнӑй планӗнче. Шемшер ял тӑрӑхӗнче 1280 ҫын пурӑннӑ. 2025 ҫул тӗлне 1269 ҫын юлма пултарать теҫҫӗ экспертсем. Атайкасси ял тӑрӑхӗнче 2787 ҫын пропискӑра тӑнӑ. Анчах пуласлӑхра кунта та йыш чакать иккен. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче 4780 ҫын тӗпленнӗ. 2025 ҫулта кунта 40 ҫын сахалрах пурӑнма пултарать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ.
Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |