Пушӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те чи илемлӗ пикене суйланӑ. Ҫав каҫ сцена ҫине 10 пике тухнӑ: Анжелика Анисимова, Юлия Петрова (Пучинке), Наталья Ефремова (Эйпеҫ), Кристина Егорова (Кӗлӗмкасси), Людмила Елдырева (Пысӑк Упакасси), Мария Чугарова, Елена Раймова (Чӑваш Тимеш), Мария Майорова (Хурамал), Екатерина Кошелева (Ирҫе Ҫармӑс), Татьяна Яковлева (Шӑрттан).
Яланхи пекех конкурсра хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци апачӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Йӗпреҫ пики — 2015» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ. «Вице пике» — Людмила Елдырева. «Хӳхӗм пике» — Юля Петрова, «Ҫепӗҫ пике» — Мария Чугарова, «Илӗртӳллӗ пике» — Кристина Егорова, «Ӑс пике» Екатерина Кошелева. Катя ҫавӑн пекех куракансем кӑмӑлланӑ пике пулса тӑнӑ.
«Сӑпайлӑ пике» титула Татьяна Яковлева ҫӗнсе илнӗ. Наталья Ефремова «Маттур пике» номинацире мала тухнӑ. Мария Майорова «Ҫӗкленӳллӗ пике» пулнӑ. Елена Раймова вара — «Ҫап-ҫутӑ кулӑллӑ пике».
Анжела Анисимова район чысне «Чӑваш пики» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.
Сӑнсем (84)
Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енӗнчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпе канаҫҫӗ. Унта шкул та пур, спорт комплексӗ те, Культурӑпа спорт керменӗ те, вулавӑш та, инфраструктурӑн ытти объекчӗ те.
Иртнӗ ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен ачасем валли конкурс йӗркеленӗ. «Орленока» кайма 14 шкул ачи тивӗҫнӗ. Ҫавсен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкулта вӗренекен икӗ хастар — Татьяна Новикова тата Анастасия Мусьтакова та — пулнӑ. Унта вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен каннӑ.
«Орленока» пынисем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырса ҫӳренӗ. Ҫав кунсенче тӗрлӗ фестиваль иртнӗ. Татьяна Новикова ҫавсенчен пӗринче Чӑваш Республики пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Фестивальте «Вӑйӑра» тата «Тӑпӑр-тӑпӑр» юрӑсене шӑрантарнӑ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче паллӑ ентешне, Геннадий Маркиянов композитора, халалланӑ каҫ иртнӗ.
Уява Маргарита Бронникова библиотекарь уҫнӑ. Вӑл композиторӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Геннадий Александровичӑн ҫывӑх тӑванӗ, унпа пӗр класра вӗрннӗскер, Ираида Яковлева ун пирки аса илнӗ. Вӑл паллӑ ентешӗ пирки чылай кӑсӑкли каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑмсен «Мерчен» вокал ансамблӗ Геннадий Маркияновӑн юррисене шӑрантарнӑ. Геннадий Александровичӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Йӗпреҫ хӗрӗсем», «Ытарайми анне сӑнарӗ», «Шкул вальсӗ», «Эп пӗлетӗп хам кӑна», «Пахчипех-ҫке мӑкӑнь», «Анне сасси».
Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ.
— Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова.
Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ.
Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, Кӗлӗмкасси шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова.
Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет.
Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ.
Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Районти 6 ял тӑрӑхӗнчи 9 пике хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Диана Козлова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ), Анжела Анисимова (Пучинке ял тӑрахӗ), Луиза Ильина (Шӑрттан ял тӑрахӗ), Валентина Васильева (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Мария Савельева (Кирово ял тӑрӑхӗ), Вера Архипова (Энтриел ял тӑрӑхӗ), Анжела Прохорова (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Алиса Васильева (Пучинке ял тӑрӑхӗ), Эльвира Бронникова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ) пилӗк конкурсра ӑмӑртнӑ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗш конкурсра кӑткӑс ыйтусене хуравланӑ. Виҫҫӗмӗш конкурсра юрӑ-ташӑ пулнӑ. Унтан хӗрсем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ. Юлашки конкурсра пикесем хитре кӗпесем тӑхӑнса утнӑ.
Паллах, кашни хӗр малти вырӑна йышӑнма тивӗҫ. Анчах ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллах. Пӗтӗмлетӳсене Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов тата Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ пӗлтернӗ.
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫри «Патвар» вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра СССР спорт мастерне Орест Маркиянова халалласа ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе республика турнирӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Республикинчи 209 спортсмен хутшӑннӑ.
Ҫак кун спортсменсене Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Егоров, «Патвар» физкультура комплексӗн директорӗ Алексей Кузьмин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн физкультурӑпа спорт кафедрин доценчӗ Андрей Орлов, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Юрий Алексеев саламланӑ, кӗрешӳҫӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Орест Маркиянов пирки чылай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ. Вӑл Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Орест Александрович — спортсмен, педагог, профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Унӑн пултарулӑхӗ пирки нумай калама пулать. Вӑл — чӑваш кӗрешӳҫисен йышӗнче пӗрремӗш СССР спорт ӑсти, РСФСР чемпионӗ, Чӑваш Енре ирӗклӗ кӗрешӳ шкулне йӗркелекенӗ, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ…
Ӑмӑрту харӑсах икӗ кавир ҫинче 11 виҫе категорийӗнче иртнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассине Мускаври Михаил Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Опарин этнологпа килсе ҫитнӗ. Вӗсем «Йӑлтӑм» тата «Фольклор» ушкӑнӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланнӑ. «Йӑлтӑм» хӑнасене туй юррисем шӑрантарса панӑ, вырӑнти такмаксене. «Шӑнкӑрма» вӑййа тухнине тата ача-пӑча вӑййи-куллине кӑтартса панӑ.
Хӑнасем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, пурнӑҫӗ тата наци ҫи-пуҫӗпе те кӑмӑлтан паллашнӑ. Кӗлӗмкассисемпе вӗсем ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав туса сыв пуллашнӑ.
Ял пӗтет тени пирки чылай илтме пулать. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче вара пачах урӑхла — вӑл аталанать, ҫӗнӗлет. Халӑх та хушӑнса пырать — ҫамрӑксем хулана тармаҫҫӗ, вырантах юлаҫҫӗ, кунтах ҫӗнӗ йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Пилӗк ҫул хушши вӑхӑта илес пулсанах — Канаш урамӗ анӑҫ еннелле самай вӑрӑмланнӑ — кунта 16 ҫӗнӗ ҫурт ҫитӗнсе ларнӑ. Хуҫисем электричество кӗртессе кӑна кӗтеҫҫӗ. Мӗн калас, вӑл та ҫитес вӑхӑтра пулӗ — юпасем лартнӑ, пралук караҫҫӗ. Электричество ҫитерсенех ҫитес вӑхӑтра хуҫисем ҫӗнӗ кил пӑттине пӗҫерӗҫ, хӑнана чӗнӗҫ.
Кӗлӗмкасси ялне 18 ӗмӗрте никӗсленӗ. 1795 ҫулхи ҫырав ку ялта 119 арҫын тата 122 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 50 хуҫалӑх пулнӑ. 1858 ҫулта — 373 арҫын, 410 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кӗлӗмкассинче 1058 ҫын пурӑннӑ: 508 арҫын, 550 хӗрарӑм. Ялта ача сачӗ, шкул, клуб, вулавӑш, музей пур.
Ку ялтан тухнӑ: Ильин Виктор Алексеевич — паллӑ адвокат; Чернова Галина Петровна — тинтерех вӗренӳ министрӗ вырӑнне йышӑнакан; Маркиянов Орест Александрович — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ; Маркиянов Геннадий Александрович — кӗвӗҫӗ, журналист; Тимофеев Никита Тимофеевич — 1938 ҫулта Йӗрпеҫ районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |