Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чехов калавӗсен конкурсӗ хыҫҫӑн…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алексей Леонтьев 30.12.2020 15:13 | 4354 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Ҫӗнӗ ҫула парӑмпа кӗме юрамасть тенӗрен манӑн ҫак ҫырӑвӑм.

Парӑмӑм ҫапларах. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫулла А.П. Чехов калавӗсене чӑваша куҫаракансен ӑмӑртӑвне ирттернине вулаканӑмӑр манман пуль тетӗп. Пурӗ 7 калав ярса панӑччӗ. Паллах, ку питӗ сахал. Ҫапах та чеховианӑн чӑвашла сӑмахлӑх ҫӳпҫине ҫак хайлавсем хушӑнни те паха.

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников хаклав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарсан малти вырӑнсене ҫак куҫарусем тухнине пӗлтӗмӗр (цитатӑлатӑп): «1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр); 2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе); 3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе)».

Вулакансенчен нумайӑшӗ куҫаруҫӑсене (Алина Иванова, Светлана Трофимова, Альбина Кыран, Александр Михайлов, Алексей Леонтьев), ахӑртнех, пӗлмеҫҫӗ те. Вӑхӑт синкерӗ чӑрмантарман тӑк Чӑваш халӑх сайчӗ ӑмӑртуҫӑсене йыхравласа ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатчӗ, вӗсене тивӗҫлӗ парне паратчӗ те-и тен… Каласа хӑварам: куҫару шайӗ мана, тӗпрен илсен, килӗшрӗ. «Тӗпрен илсен» тени кунта текстсене редакторӑн (кӗнекелетсе кӑларас пулсан) ӑста алли тӳрлетсе «кондицие ҫитермеллине» пӗлтерет. (Ӑмӑрту хутшӑнуҫи пулнӑран эпӗ, ӑнланмалла ӗнтӗ, паян ҫак куҫарусене пӗр сӑмахпа та хакламастӑп.) Чи пахи – куҫаруҫӑсем Чехова чӑвашлатас ӗҫе пархатарлӑ тӳпе хывни. Ҫакӑншӑн Николай Алексеевич Плотникова пысӑк тав!

Халӗ вара ҫак ҫыру уҫҫи-хуппи.

Пӗрремӗшӗ: эпӗ ӑмӑртӑва укҫашӑн хутшӑнман.

Иккӗмӗшӗ: 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ Тимӗркке те [«Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя)], 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ текста куҫарнӑ Ишук Тавраш та [«Кӑшкӑру палли» (Восклицательный знак)] – Алексей Леонтьевах (ку Н.А. Плотниковшӑн халӗ вӑрттӑнлӑх мар).

Виҫҫӗмӗшӗ – мана 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсемшӗн тивмелли 5000 тенке эпӗ Чӑваш халӑх сайтне пулӑшма хыватӑп.

Тӑваттӑмӗшӗ. Чӑваш халӑх сайте ҫак ӑмӑртӑва ирттернӗшӗн тав тӑватӑп тата ӑна кунашкал ӑмӑртусене ӳлӗм те ирттерме сӗнетӗп. Калӑпӑр, пӗр вунӑ авторӑн (А. Пушкин, М. Салтыков-Щедрин, А. Куприн, И. Бунин, А.Н. Толстой, Б. Можаев, В. Солоухин, А. Солженицын, ҫак йыша малала тӑсма пултаратӑр…) икшер-виҫшер калавне чӑвашла куҫарса кайран Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вырӑс ҫыравҫисен калавӗсем» ятпа (е урӑхла-и унта) уйрӑм кӗнеке кӑларма та пулӗччӗ.

Пурне те Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чун-чӗремрен ӑшшӑн саламлатӑп.

 

Хисеплесе –

Алексей Леонтьев,

Раҫҫей Федерацийӗн

культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ,

халӑхсен хушшинчи

«OSTANA» (Итали, литература куҫарӑвӗ енӗпе)

преми лауреачӗ.

30.12.2020.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Ҫӗнӗ Ҫул, #литература, #ӑмӑртусем, #пултарулӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3603.42.0942
2020.12.30 17:15
Agabazar
Халăхсен хушшинчи вырăнне тĕнчери темелле пулнă.
Agabazar // 2007.89.5973
2021.01.04 19:26
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Agabazar // 3170.1.8322
2021.01.06 16:06
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
2021.01.08 10:25
Хăть хăш конкурса та енчен те укçа енчен хавшак пулсан çĕнтерÿçе тухаймастăн. Пур çĕрте те малта укçа пырать. Хутшăнма çавăн чулĕ хыв, унтан калавна е сăввуна пичетлеме çавăн чулĕ. Ку конкурс мар, укçа соревнованийĕ. Пĕр конкурса çеç хутшăнман, пелетĕп
Анонимла // 3244.38.1634
2021.01.09 23:30
Саламлатӑп!
"Калавна е сăввуна пичетлеме çавăн чухлĕ"- тенипе килӗшетӗп. Унсӑр пуҫне тата кӗнекине хӑйне самаях пысӑк укҫа тӳлесе илмелле.
Конкурсне хутшӑнма укҫа тӳлемен-ха, анчах та пичетленме,
кӗнекине туянма ҫур пенси шеллемен.Пурӑнсан пенси татах килет, мана асӑнмалӑх кӗнеке юлать, самаях сумлӑ издательствӑра кун ҫути курнӑ кӗнеке.
2021.01.10 14:18
Аçтахар Плотников
«Хутшăнма çавăн чулĕ хыв, унтан калавна е сăввуна пичетлеме çавăн чулĕ.»
Аскольд Де Герсо, эпир ирттерекен конкурссенче хӑҫан та пулин камран та пулин укҫа ыйтса-и? Ыттисем, тен, ӑмӑртусене укҫа ӗҫлесе илес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ, анчах эпир яланах пулӑшас тӗллевпе ҫеҫ. Ачасем хушшинче литература ӑмӑртӑвӗсем ирттерсен те, вӗсен хайлавӗсене кӗнекен пичетлесен те — кӗнекисене вӗсене тӳлевсӗр парнелесе.
Хула ачи // 1726.84.3785
2021.01.10 15:56
А эсӗ ан хутшӑн конкурссене. Тыт та хӑв ирттер конкурсне.Аҫтахар пенси укҫи те илместь, тӗрлӗ конкурс итрттерет.
Agabazar // 3119.14.9833
2021.01.10 16:09
Agabazar
Мĕнпур сăмаха темăпа çыхăнтарма пит хытă тăрăшатăп та, пурпĕрех юраса пĕтерме йывăр. Тараса çине хурса виçейместĕн.

А ыттисем пултараççĕ ку енĕпе, çип çапнă пек тÿрĕ пулса пырать. Нимĕн те калаймăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем