Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ.
Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
«Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов.
Чӑвашсен ҫакӑрне Раҫҫейре те ҫитекен пулман. «Лучший хлеб России – 2023» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх ҫӑкӑр — 2023) конкурсра Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗн «Хлебные злаки» тата «Полбяной» ятлӑ ҫӑкӑрӗсем ылтӑн тата бронза медале тивӗҫнӗ.
Чи тутлӑ ҫӑкӑр конкурсне Мускаври Пӗтӗм тӗнчери прмышленность академийӗнче ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑкӑр завочӗ производство линине ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Ку ӗҫе унта 2025 ҫулччен туса пӗтересшӗн.
Етӗрне районӗнчи амӑшӗпе хӗрӗ Раҫҫейри чи маттур дояркӑсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫуллахи тата хӗллехи ял хуҫалӑх ваййисенче пирӗн ҫӗршывра темиҫе ҫул ӗнтӗ вӗсене никам та ҫитеймест.
Кӑҫал вӗсем Дояркӑсен пӗтӗм ҫӗршыври ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ. Амӑшӗ, Надежда Петрова, икӗ хутчен палӑрнӑ. Вӑл уйрӑм зачетра та «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Яштака та ҫӳллӗ мар ҫак хӗрарӑм, сӑмах май каласан, самбо енӗпе спорт мастерӗ!
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Чӑвашсем спорт туризмӗ енӗпе тӗнчере палӑрнӑ.
Минск хулинче Спорт туризмӗн тӗнчери чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑвашсем унта хутшӑнса кӗмӗл тата бронза медальсене тивӗҫнӗ.
Тӳресем спортсменсен маршрутне хакланӑ май кӑткӑслӑха, хӑрушсӑрлӑха, ҫӗнӗлӗхе тата ытти нумай ене шута илнӗ.
Кӗмӗл медале чӑваш спорстменӗсем кӑткӑслӑх енчен пиллӗкмӗш категорие кӗрекен ту маршручӗпе ҫӗнсе илнӗ. Ҫав ҫул Тӗп Кавказ тӑвӗсенчен пуҫласа Караугом, Дигори тата Суган районӗсем патӗнчен иртнӗ.
Кӑткӑслӑх енчен улттӑмӗш категорие кӗрекен маршрутшӑн пирӗннисене бронза медаль панӑ. Асӑннӑ маршрут Кӑркӑстанри Тянь-Шань тӑвӗнчен пуҫӑннӑ.
Тутарстанра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Юлия Еремеева (сӑнӳкерчӗкре варринче) Хусанта иртнӗ «Науруз гузяле-2023» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӗрӗк тата иран халӑхӗсем Мӑсӑльмансем Науруз уява пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Уява шӑпах ҫавна халалланӑ та.
Юля — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» организацийӗн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхне «Ӗмӗт» ансамбльте кӑтартать. Хӗр малтан конкурсӑн ҫурма финалӗнче ҫӗнтерсе «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ, ӗнер вара финалта тӗп титула ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.
Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.
Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ф.М. Лукин ячӗллӗ «Тӑри» Пӗтӗм тӗнчери III вокалпа хор конкурсӗ уҫӑлнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне РСФСР халӑх артисчӗ, Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурс пуш уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Чӑваш Ен тата Иван Яковлева сума сӑвакан ытти хӑш-пӗр регион та паллӑ вӗрентекен ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет.
Пирӗн республикӑра ҫавна май логотиппа брендбук хатӗрлеме йышӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫе суйласа илме ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине логотипа хатӗрлеме 90 пин тенкӗ парӗҫ, унсӑр пуҫне автора тепӗр 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Конкурса ирттерессишӗн Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |