Чӑваш Енри водитель «Чи лайӑх грузовик водителӗ» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту Грозный хулинче авӑн уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче иртнӗ.
Унта пирӗн ентеш Александр Анисимов хутшӑннӑ. Вӑл – Комсмольски тӑрӑхӗнчен, руль умӗнче 19 ҫул ларать, «СпецТранс» организацире ӗҫлет. Александр конкурсра 92 балл пухса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла вӑл 150 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.