Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӗпреҫ

Культура
ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫре ял хӗрарӑмӗсем конкурса пуҫтарӑнӗҫ. «Сельская женщина — тебе слава и честь» (чӑв. Ял хӗрарӑмӗ, сана мухтав та чыс) я панӑскер юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехетре райцентрти Культура аталанӑвӗн центрӗнче пуҫланӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ялта пурӑнакан, чӑвашла пӗлекен (кун пирки конкурс пирки хыпарланинче асӑрхаттарса хӑварнӑ) хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртӑвне кӑтартса пама тивӗ.

 

Ҫул-йӗр

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансем "Йӗпреҫ - Березовка" ҫула пӳлсе лартнӑ. Мӗншӗн тесен халӑх чӑтса ывӑннӑ: М-12 трассӑна тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен йывӑр тиевлӗ машинӑсем ӑна пӑсса пӗтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех ҫӑмӑл машинӑсем кӗрсе ҫӳрейми пулӗҫ.

Унччен ку ҫула юпа уйӑхӗн варриччен юсаса пама шантарнӑ. Анчах халӗ ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ теҫҫӗ.

Халӑх ҫула пӳлнӗ хыҫҫӑн подрядчике предписани панӑ, унта гейдер илсе килнӗ. Подрядчикӑн халӗ ҫул ҫине вӗтӗ чул сармалла. Ҫак участока М-12 трассӑна туса пӗтерсен тин тӗплӗ юсӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.

«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.

Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ.

Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 10 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 79-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пурте – ҫамрӑк.

Авари Чакаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, Канашран Йӗпреҫе каймалли ҫул ҫинче, пулнӑ. ВАЗ-2112 машина «Форд Фокуспа» ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире икӗ каччӑн тата пӗр хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru порталтан илнӗ скриншот
cap.ru порталтан илнӗ скриншот

Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе тата литературипе регион тата халӑхсем хушшинче олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн вӗсен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хӑш-пӗр учителе 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ, хӑшӗсене — 50-шар пин тенкӗ. Вӗсем Патӑрьел, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсенчи шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсене пропискӑна пӑхмасӑрах йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ.

Хальхи вӑхӑтри налукҫӑсен регионсенчи уйрӑмӗсем ҫынсене регистрацие кура йышӑнаҫҫӗ. Малалла вӗсем икӗ шайлӑ управлени тытӑмӗпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Федерацин налук службин тытӑмне пур ҫӗрте те улӑштарса пыраҫҫӗ.

Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн пӗрлештернӗ подразделенийӗсен йышне 9 налук инспекцине кӗртнӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен Йӗпреҫри, Куславккари, Муркашри пайсем юлмӗҫ.

 

Вӗренӳ
Йӗпреҫ район сайтӗнчи сӑн
Йӗпреҫ район сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта иртнӗ Культура колледжӗн отчет концерчӗ пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех отчет концерчӗ нумаях пулмасть Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗнче пулнӑ.

Йӗпреҫ районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ӳнер шкулӗнчен 41 ача вӗренсе тухнӑ. Хӑй концертне вара 100 ытла вӗренекен хутшӑннӑ.

Шкул воспитанникӗсем Светлана Романовӑпа Светлана Баранова преподавательсем ертсе пынипе хореографи уйрӑмӗн чи лайӑх номерӗсене кӑтартнӑ. Куракансем ачасем ташласа кӑтартнӑ «До-ре-ми», «Калинка», «Ковбой ташши», «Чӑваш ташши», «Полька» евӗр ташӑсене курма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех концертра тӗрлӗ музыка хайлавӗсем янӑранӑ. И. С. Бахӑн «Фантазийӗнчен» пуҫласа «Родилась в России я» (чӑв. Раҫҫейре ҫуралнӑ эпӗ), «Росиночка — Россия» (чӑв. «Сывлӑмӑм — Раҫҫей») тата ытти тӗрлӗ юрӑсем таранах. Концертра ҫавӑн пекех «Здравствуй, принцесса» (чӑв. «Салам, принцесса») юмахри эпизода та кӑтартнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн варринче Йӗпреҫре пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн кредит тата пенси куҫмалли карточкӑсем ҫухалнӑ. Хӑҫан? Ватӑскер лайӑх астуман та, унӑн килне пӗрмаях шавлӑ ушкӑн пухӑннӑ.

Телефон ҫине укҫа тӑкакланни пирки пӗлтерекен смс-ҫырусем килме тытӑнсан ҫеҫ кинемей карточкӑсем ҫухалнине ӑнкарса илнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: карточкӑсемпе Мускавра тата Мускав облаҫӗнче лавккасенче тӳленӗ. Ҫав шавлӑ ушкӑнри пӗр ҫын ҫеҫ ҫав регионта пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

47 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хайхискер кинемей ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса каясса кӗтнӗ, унтан карточкӑсене вӑрланӑ та Мускава тухса кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 47 минутра Йӗпреҫ поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, инкекре ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн пурнӑҫӗ те "хӗрлӗ автана" пула татӑлнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра машина ҫунма пуҫланӑ. Хуҫи ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. "Хӗрлӗ автан" кузова та сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Ӗнер Чантӑрта та пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Элӗк районӗнче веранда ҫунма пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78289
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 21
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та