Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Икӗ вӑрҫӑ терт-нушине чӑтнӑ кинемей 100 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.07.2015 16:55 | 1604 хут пӑхнӑ
Персона Ефроисния Филиппова тӑванӗсемпе тата хӑнасемпе
Ефроисния Филиппова тӑванӗсемпе тата хӑнасемпе

Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова тӑванӗсемпе, ентешӗсемпе сӗтел хушшине ларса 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, социаллӑ хӳтӗлев пайӗн пуҫлӑхӗ Римма Июдина, Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова кинемее РФ Президенчӗ саламне памашкӑн килнӗ.

Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Хыркасси каччипе Григорий Филипповичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ача ӳстернӗ.

Ефросиния Филиппова вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑн колхоз хирӗсенче мӗн тери йывӑр пулнине паян та лайӑх астӑвать. Вӑл II, III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ. Тӗнчен икӗ вӑрҫине курнӑ кинемейӗн упӑшкине, ултӑ ачине пытарма тивнӗ.

Халӗ 100 ҫулти кинемейӗн 23 мӑнук, вӗсен 12 ачи. Нумаях пулмасть вал кил-тӗрӗшри ӗҫсене хӑех тунӑ. Халӗ вӑл хӗрӗ Раиса патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать.

#юбилейсем, #Шӑрттан ял тӑрӑхӗ, #Шӑрттан, #Хыркасси, #Йӗпреҫ, #Йӗпреҫ районӗ

 

Комментари:

Марине // 3440.78.2885
2015.07.07 13:01
Халӗ вӑл хӗрӗ Раиса патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать.=Халӗ вӑл Раиса хӗрӗ патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать.=ТӖРӖСРЕХ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем