Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.