Никита Тӗнче Настя мӑшӑрӗпе тата ҫулталӑкри Айя хӗрӗпе велосипедпа черетлӗ ҫулҫӳреве тухса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Европӑра виҫӗ уйӑх пулма виза илнӗскерсем ҫав вӑхӑтра тӗрлӗ ҫӗршывра: Финляндинче, Данинче, Германинче, Голландире, Бельгире, Францинче, Испанире... пулнӑ хыҫҫӑн Барселонӑран паромпа Мароккӑна каҫнӑ. Халӗ ҫемье Америкӑна ҫитме ӗмӗтленет.
«Ултӑ уйӑхра велосипедпа 6000 километр ҫӗнтӗмӗр, 10 ҫӗршывра пултӑмӑр. Халӗ урӑх континента вӗҫсе кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Умра — Ҫурҫӗр Америка. Унта кайма 90 пине яхӑн тенкӗ укҫа кирлӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын ҫичшер пус пухсан пухӑнӗ вӑл», — ҫапларах ҫырнӑ Никита Тӗнче.
Хӑйсен реквизичӗсене те кӑтартнӑ:
Перекет банкӗн картти: 4274 3200 2242 6921, карта счӗчӗ 408 17 810 5 75006116980.
ЯндексУкҫа: 410012061366155 е money.yandex.ru/to/410012061366155.
QIWI: +79083061044.
WebMoney: WMR - R690833511024 (тенкӗ валли), WMZ - Z538280066903 (доллар валли).
PayPal: nikita@tenche-travel.ru.
Испанире Ҫарпа сывлӑш ҫарӗсен самолечӗ персе аннӑ. Ҫакӑн пирки паян «Cadena SER» радиостанци пӗлтернӗ.
Бортра икӗ ҫын пулнӑ: пилот тата студент. Инкек вӑхӑтӗнче вӗсенчен самолета хӑшӗ тытса пынине пӗлмеҫҫӗ.
Вӗренӳ самолечӗ авиабазӑран инҫех мар персе аннӑ. Вӑл Сан-Хавьер ҫывӑхӗнче ӳкнӗ. «AGA» модельлӗ самолетсене пилотсене вӗрентнӗ чухне, вӗсем виҫҫӗмӗш курса ҫитсен, усӑ кураҫҫӗ иккен.
Сан-Хавьер мэрӗ радиостанцие пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ пилотпа инструктор учӗсене хальлӗхе тупман. Шырава ҫар ҫыннисен темиҫе теҫетке машини хутшӑннине, инкек вырӑнӗнче «Васкавлӑ пулӑшу» машини ӗҫленине пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекрех инкек темиҫе ҫул каялла Сербинче пулса иртнӗ. Ун чухне икӗ пилот вилнӗ.
Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.
Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.
Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Ен спортсменкин Анжелика Сидорован Европӑра нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлетка ята илес шанӑҫ пур. Спорстменсем хушшинче сасӑлав иртнине Европӑри ҫӑмӑл атлетсен пӗрлешӗвӗ хыпарланӑ.
Шӑчӑпа сикекен пирӗн республика пики Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Иртнӗ уйӑхра вӑл пилӗк турнирта мала тухнӑ, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлет ята илессишӗн хӗрарӑмсенчен Голландири Сифан Хассан, Германинчи Констанце Клостерхальфен, Британири Лора Мьюр тата Польшӑри Ева Свобода, арҫынсенчен Норвегинчи Якоб Ингебригтсен, Испанири Орландо Ортега, Британири Рис Прескод тата Швейцарири Жюльен Вандерс (вӗсем пурте — хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртаканскерсем) тата шӑчӑпа сикекен икӗ спортсмен: Польшӑри Пётр Лисекпа Раҫҫейри Анжелика Сидорова тупӑшаҫҫӗ.
Вӗсемшӗн Twitter , Facebook, Instagram халӑх тетелӗсенче пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран сасаламалла.
Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартакан декларацисене йышӑнасси малалла пырать. Чӑваш парламентне суйланнӑ депутатсем те мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер, «халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов, чи сахал ӗҫлесе илекенни — Вячеслав Соловьев.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, «ТУС» строииельство организацийӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов иртнӗ ҫул 16,9 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 3 пӳрт, 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 4 гараж, пурӑнмалли мар 46 ҫурт, 53 машина вырӑнӗ. Депутатӑн хваттерӗсенчен пӗри, 128,92 тӑваткал метр калӑпӑшли, — Испанире. Николай Угаслов мӑшӑрӗ пысӑк укҫа ҫинче ӗҫлемест: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 135 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Француз писателӗн Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗк принц» аллегорилле юмах-повеҫне француз чӗлхинчен Юрий Артемьев профессор, паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ чӑвашла куҫарнине чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке ют ҫӗршыв ҫыннисене те кӑсӑклантарнӑ. Австрири Герхард Вольц кӗнекен 5—10 экземплярне туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «…Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллатӑп, «Маленький принц» кӗнеке питӗ килӗшет. Ман ӑна питӗ туянас килет», — ҫырнӑ Бельгире пурӑнакан Патрик Баерт. Кӗнекешӗн вӑл акӑлчанла, вырӑсла тата чӑвашла тав тунӑ.
Испанири Хосеп Гонзалес Николас вӗренекенсемпе пӗрле Антуан де Сент-Экзюпери пултарулӑхне тӗпчет. Ҫавна май «Маленький принц» кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнине пухать. Испание 20 экземпляр ярса пама ыйтнӑ.
Чӑваш Енри юрӑпа ташӑ ансамблӗ Испанири Бургос хулинче утӑ уйӑхӗн 11—15-мӗшӗсенче иртнӗ «Chiudad de Burgos» Пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑннӑ. Индири, Эквадорти, Мексикӑри, Чехинчи ансамбльсемпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ чӑвашсене унти хаҫат ырласа ҫырнӑ.
«Фестиваль хулари чи кӗтнӗ культура пулӑмӗ пулса тӑрать. Чӑваш Енри динамикӑллӑ ташӑсем тӗнче культурине халалланӑ каҫа уҫрӗҫ.. Концертра Раҫҫейри чӑваш ушкӑнӗн Тухӑҫ Европӑри ташшисем уйрӑмах уйрӑлса тӑчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Испанири Бургос хулинче тухса тӑракан «Diario de Burgos» хаҫат.
«Chiudad de Burgos» фестиваль кӑҫалхипе 41-мӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ унта иккӗмӗш хут кайнӑ. Унччен вӑл 1999 ҫулта Бургос сцени ҫинче куракана тыткӑнланӑ.
Асӑннӑ хулари фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ансамбль ҫав ҫӗршыври Португалете тата Баске хулисенчи фестивале хутшӑннӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Василий Сильвестров пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Испанире ҫухалнӑ. Физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейӗн нефтьпе газ университечӗн профессорӗ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Испанире канма кайнӑ. Малтан вӑл юлташӗпе чиперех ҫыхӑну тытнӑ. Кайран шӑнкӑравласан та хуравлама пӑрахнӑ, темиҫе кунтан телефонӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тӑванӗсем сисчӗвленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускава таврӑнмалла пулнӑран унта мар-ши, инкек пулман-ши тесе унӑн хваттер алӑккине ватса кӗрсе шыранӑ. Анчах профессор тупӑнман. Профессор Испанире тара илнӗ хваттерте вилнӗ иккен.
Вилнӗ ҫын Василий Сильвестров пулнине палӑртма унӑн тӑванӗн ДНК-анализӗ тутарма тивнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ Барселонӑри суд вилнӗ ҫын Раҫҫейри профессор пулнине ҫирӗплетекен йышӑну кӑларнӑ.
Профессорӑн тӑванӗсем Василий Сильвестрова тӑван ялта пытарасшӑн. Анчах кремацилеме тата илсе килме 5500 евро кирлӗ иккен. «Ҫыхӑнура» порталта профессорӑн тӑванӗн перекет кӗнекин номерне те кӑтартнӑ 4276 7500 1455 6301.
Ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Жэньминь жибао» хаҫатӑн телепроектне хутшӑннӑ. Ку кӑларӑм — тӗнчери чи пысӑк хаҫатсенчен пӗри. Унӑн тиражӗ — 3 миллиона яхӑн.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Китай хаҫатҫисем Михаил Игнатьевпа пирӗн тӑрӑхра Китай усламҫисемпе пӗрле хута яма пултаракан проектсем пирки калаҫнӑ. Туризма аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ.
Михаил Васильевич инвестици хывма Чӑваш Ен ҫӗршыври чи хӑтлӑ ултӑ регион шутне кӗнине, вырӑнти Правительство инвесторсем валли лайӑх услови туса панине пӗтернӗ. Ют ҫӗршывсемпе ӗҫлес опыт пирки сӑмах хускатнӑ май Чӑваш Ене Япони, Испани, Итали тата ыттисем лайӑх енчен хакласа кунта производство уҫнине палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмне 29 ҫулти хӗр пынӑ. Ӑна ултавҫӑҫем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер полицейскисене йӳнӗ путевка туянас тесе вӑл тата унӑн икӗ пӗлӗшӗ укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлни пирки каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем хӑйне Раҫҫейӗн Испанири посольствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ арҫынпа калаҫнӑ. Лешӗ укҫа куҫармалли счета пӗлтернӗ. Шупашкар ҫыннисем йӳнӗ путевкӑна ҫухатас темен — ултавҫа 33 пин те 700 тенкӗ куҫарса панӑ.
Йӳни йӳнеҫтерет. Ҫакна кайран ҫеҫ ӑнланнӑ вӗсем. Ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнкарсан хайхискерсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем тимлӗхе ҫухатмалла маррине пӗлтереҫҫӗ. Палламан ҫынсене укҫа куҫарса памалла марри ҫинчен тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |